Котельнич районĕ

Коте́льнич райо́нĕКиров облаçĕн (РФ) анăçĕнче вырнаçнă администрациллĕ-территориллĕ виçи (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район).

Администрациллĕ центрĕ — Котельнич хула (район шутне кĕмест).

Тавралăхĕ

Çĕр-шыв лаптăкĕ 3940 çм2. Çурçĕртен кăнтăралла 100 çм, анăçран тухăçалла 70 çм. Район чиккисен вăрăммăшĕ пурĕпе 470 çм. Паллă шывĕсем — Нухрат Атăл, Молома, Боковая.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта 20 пин çын (2006) пурăнать, Котельничре 27 пине яхăн. Пурĕпе 257 пурăну вырăнĕ.

Пĕтĕм Раççейри халах çыравĕ тăрăх (2002): Ял тарăхĕсем — 26 Ялти пурăнан вырăнсем — 275 Ял халăхĕ — 20,5 пин çын Хулари халăх — 28,3 пин çын

Истори

Района 1929 ç. йĕркеленĕ.

Хуçалăх

Район агропромыçлă, тĕппи — ял хуçалăхĕ, сĕт-çу туса илеççĕ. Çаплах йывăç тăвас ĕçсем, апат-çимĕç промыçлĕ тухăçлă.

Транспорчĕ

Район витĕр чукун çул магистралĕсене хунă, вĕсем района Мускавпа, Санкт-Петербургпа, çаплах Урал федераци тăрăхĕн, Çĕпĕр федераци тăрăхĕн тата Инçет Тухăç федераци тăрăхĕн хулисемпе çыхăнтараççĕ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем