Сумка
Сумка — Раҫҫейри юханшыв. Мари Эл Республикин Туҫи Мари районӗнче вырнаҫнӑ. Юханшыв ҫармӑссемшӗн сӑваплӑ шутланакан Цепель катинче[2] (Мари Эл, Туҫи Мари районӗ), Вӑта Околодок ялӗнчен инҫе мар пуҫланать, Атӑла Сумки ялӗ патӗнче юхса кӗрет. Юханшыв тӑршшӗ 23 ҫухрӑм, шыв пухакан бассейнӗ — 197 тӑваткал ҫухрӑм.
Макаркино ялӗ патӗнче дамбӑпа пӗвелесе илнӗ, пӗве лаптӑкӗ — 1,5 гектар.
Юпписем — Хурӑнлӑ, Мушкет (сулахаййисем), Пингель (сылтӑмми).
Ячӗ
Финн-угор гидронимӗ. Удм. сюм «залив», хант. сом «ручей». Апла пулсан, Сумка «пӗчӗк юханшыв» тенине пӗлтерет.[3].
Шыв хуҫалӑх реестрӗнчен
Раҫҫей патшалӑх шыв реестрӗнче ҫырни тӑрӑх Тури Атӑл бассейн округне кӗрет.
Патшалӑх шыв реестрӗнчи шыв объекчӗн кочӗ — 08010400312110000040548[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
- ^ https://dzen.ru/a/Xg2ZpW9fbwCuAnw5?ysclid=m1ixgmyud3628440811
- ^ https://dict.fu-lab.ru/term?tid=277537
- ^ https://textual.ru/gvr/index.php?card=177041&bo=0&rb=0&subb=0&hep=0&wot=0&name=%D1%F3%EC%EA%E0&loc=