Шупашкар шыв управӗ
Шупашкар шыв управӗ — Атӑл ҫинче Чӑваш Республикин, Мари Эл Республикин тата Чулхула облаҫӗн территорийӗсен ҫӗрӗсенче вырнаҫнӑ шыв управӗ, Атӑлпа Чулман Атӑл каскадӗн шыв управӗсен йышне кӗрет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Шупашкар ГЭСӗн (Чӑваш Республики) плотинипе йӗркеленнӗ. Шывпа 1980—1982 ҫулсенче тултарнӑ.
Уйрӑмлӑхӗсем
Шыв калӑпӑшӗ 13,85 км³[3]. Кӳлӗ лаптӑкӗ 2190 км². Чи анлӑ вырӑнти сарлакӑшӗ 16 ҫухрӑм, тарӑнӑшӗ 21 м таран[4].
Керженец, Сӑр, Ветлуга юханшывсен айлӑмӗсенче пысӑк кӳлмексем вырнаҫнӑ. Шупашкар шыв управӗ хӗрринче Чулхула, Чикме, Шупашкар хулисем вырнаҫнӑ. Шыв управӗ тӑрӑх теплоходпа ҫӳремелли Мускав — Аҫтӑрхан, Мускав — Ростов, Мускав — Пермь тата ытти туризм маршручӗсем иртеҫҫӗ.
Шыв управӗнче талӑк тата сезон хушшинче шыв шайне йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Шыв шайӗ улшӑннин виҫи 3 метрпа танлашать[3].
Чӑваш Республикин ҫӗрӗсенче сылтӑм ҫыран хӗррин тӑршшӗ 50 км, сулахай ҫыран йӗрӗн тӑршшӗ — 28 км[3].
Шывуправӗ тӑрӑхӗнче абразиллӗ ишӗлекен, абразиллӗ аккумулятивлӑ тата абразиллӗ йӑтӑнакан тӗслӗ ҫырансем ытларах тӗл пулаҫҫӗ[3].
Форватер тӑршшӗ 127 ҫх, ытларах енӗпе сылтӑм ҫыран ҫывӑхнелле иртет. Чӑваш Республикин ҫӗрӗсенче ӑшӑх вырӑнсен лаптӑкӗ 38% танлашать[3].
Шыв тултарнӑ хыҫҫӑн шыв айне Коротни сала тӑрса юлнӑ.
Шупашкар шывуправӗн шыв шайӗн ыйтӑвӗ
1980 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Шупашкар ГЭСӗ 61 метр ҫӳллӗшре пӗчӗк хӑватпа ӗҫлесе кайнӑ. 1981 ҫулхи ҫуркунне, навигацие тивӗҫтерес тӗллевпе, унӑн шайне 63 метр таран ӳстернӗ. Проектпа шыв шайӗ 68 метр пулмалла пулнӑ, ҫак ҫӳллӗше 1987 ҫул тӗлне ҫитме палӑртса хунӑ. Анчах инженери хӳтӗлевӗн хӑш-пӗр пайӗсем хатӗр пулманнипе, малалла тата шыв управӗн проектпа палӑртнӑ шыв шайӗ тавра субъектсем хушшинче тавлашусем сиксе тухнӑран вӑл халӗ те 63 метрта юлнӑ.
Шыв шайне хӑпартасси вӑраха тӑсӑлса кайнӑран хӑш-пӗр хуласенче стандартлӑ мар мелсемпе усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, Шупашкарта, хулан тӗп пайӗнчи юхӑнса юлнӑ вырӑнӗнче (шыв шайне хӑпартсан унта шыв тулмалла пулнӑ) каярахпа Храм патне каякан ҫул ятлӑ пулса тӑнӑ тепӗр дамба (1996 ҫулта уҫнӑ) туса хунӑ, ҫапла майпа хула Шупашкар кӳлмекӗ пек тирпей-илем кӳрекен вырӑнлӑ пулса тӑнӑ[5].
Шыв управӗн шайне хӑпартас ыйтӑва ҫӗнӗрен 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫӗкленӗ. Темиҫе вариант сӗннӗ: хальхи шая сыхласа хӑварасси, шыв шайне 65 метрлӑ паллӑ таран ҫӗклесси тата проектри пек 68 метрлӑ таран хӑпартасси. 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗнче РФ Правительстви электроэнергетика объекчӗсене 2020 ҫулччен вырнаҫтармалли Тӗп схемӑна ҫирӗплетнӗ, унпа килӗшӳллӗн шыв управӗн шайне 68 метр таран хӑпартмалла пулнӑ. Ӗҫе 2016—2020 ҫулсен тапхӑрӗнче тумалла пулнӑ[6]. Шыв шайне 68 метр таран ҫӗклессине 2009 ҫулта РФ Президенчӗ Дмитрий Медведев ырланӑ[7], 2010 ҫулта РФ Правительствин Председателӗ Владимир Путин Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерствине 2010 ҫулта «Атӑл юханшывӗ ҫинче Шупашкар ГЭСне тӑвасси» проект документацине улшӑнусем хатӗрлесси ҫинчен калакан сӗнӗвне йышӑнма хушнӑ[8].
Шыв управӗн шайне хӑпартассин ыйтӑвне ҫӗкленӗренпе ӑна Чулхула облаҫӗпе Мари Эл республикинче халӑх анлӑ сӳтсе явма пуҫланӑ. 2007 тата 2010 ҫулсенче Чулхулара митингсемпе пикетсем иртнӗ, шыв управӗн шайне ҫӗклеме хирӗҫ алӑ пуснисене пухма тытӑннӑ. 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Мускаври Владимир Путинӑн тӗп приемнӑйне Чулхула ҫыннисенчен 150 пин ытла алӑ пуснӑ хутсене илсе килсе панӑ[9].
2018 ҫулта шыв шайне проектри пек хӑпартнине пула виҫӗ регион мӗн чухлӗ тӑкак тӳсме пултарнине хакланӑ. Вӑл 136,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Ҫавӑн пекех шыв шайне 63 метр ҫӳллешре сыхласа хӑварсан Раҫҫей Федерацийӗн бюджетӗнчен укҫӑ-тенке ытларах тӑкаклама тивессине асӑннӑ — ку виҫе 238,3 млрд тенкӗпе танлашнӑ[10].
Хальхи вӑхӑтра
2020 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев шыв управӗн шайне хӑпартмаллипе килӗшнӗ. Кунашкал йышӑну япӑххинчен ытларах лайӑххине парасси пирки палӑртнӑ[11].
2025 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне шыв управӗнчи шыв шайӗ халӗ те 63 метр ҫӳллӗшре тӑрать.
Шыв управне ҫулсеренех тӗрлӗ пулӑ кӑларса яраҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫе тӗрлӗ фирмӑсемпе компанисен шучӗпе тӑваҫҫӗ[12].
Çавăн пекех пăхăр
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Чебоксарское водохранилище (выр.).
- ^ Чебоксарское водохранилище (выр.). water-rf.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Так рождалась дорога к Храму (выр.). Правда ПФО (9 ҫурлан 2021).
- ^ Чебоксарская ГЭС выйдет на проектную мощность в 2016—2020 годы (выр.). Regnum. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ РусГидро: Документация по поднятию Чебоксарского водохранилища до 68 м будет доработана (выр.). Regnum. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение от 21 апреля 2010 г. № 600-р (выр.)(недоступная ссылка — история). Правительство РФ. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
- ^ Более 150 тысяч подписей собрано Общероссийским народным фронтом и НРО «Единой России» против поднятия уровня воды на Чебоксарской ГЭС (выр.) (14 юпан 2011). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Глава Чувашии уверен, что вопрос подъема уровня воды в Чебоксарском водохранилище нужно обсуждать Источник: https://ch.versia.ru/glava-chuvashii-uveren-chto-vopros-podema-urovnya-vody-v-cheboksarskom-vodoxranilishhe-nuzhno-obsuzhdat?ysclid=m9s6a5mhk2713701719 (выр.). Версия.Чувашия (17 чӳкӗн 2020).
- ^ Глава Чувашии поддержал идею о повышении уровня Чебоксарского водохранилища (выр.). АиФ.Чувашия (16 чӳкӗн 2020).
- ^ Сезон открыт: в Чебоксарское водохранилище выпущено более 23 тыс. мальков краснокнижной стерляди (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики.