Мăкшă районĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Мăкшă районĕ
Мокшанский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Пенза облаçĕ
Тытăмĕ 13 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Мăкшă ял
Йĕркеленĕ вăхăт 1928, утӑ, 16
Район администрацин пуçлăхĕ Тихомиров Николай Николаевич
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх (2018)
26 033 (2,02 %, 10-мĕш вырăн)
Йышлăх 11,7 çын/çм²
Наци йышĕ вырăссем — 92%,
мӑкшӑсем — 4,7%,
Конфесси йышĕ христиансем
Лаптăк 2224,18çм² (3-мĕш вырăн)
Мăкшă районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Сайчĕ

Мăкшă районĕПенза облаçĕн муниципаллă пайĕ. Администраци центрĕ - ĕçтеш паççулки Мăкшă, халăх йышĕ 11,5 пин çын. Пензăна çитме 40 çм.

Кун-çулĕ

Хусан кĕперни шутне кĕнĕ, 1780 çулта — Пенза таврашĕнчи уес хули пулса тарать, 1798 çулта Сарăту кĕпернин хули шутне кĕрет, 1801 çултанпа каллех уес хули статусне куçараççĕ.

1960 çулта Мăкшăна хула евĕр паççулкă шутне кĕртеççĕ.

Тавралăхĕ

Мăкшă районĕн территорийĕ Сăрпа Мăкшă шывĕсен хушшинчи анлă Сăр-Мăкшă йăрăмĕнче вырнаçнă. Районăн çĕр пичĕ кăнтăр-тухăçран çурçĕр-анăçалла тăсăлакан вăрăм хумлă айлăм шутланать.

Район территорийĕ Вăтам вырăс çӳллĕшĕн вăрман-çеçенхир тăрăхне кĕрет.

Мăкшă районĕ çурçĕрте Мордови республикипе, Пенза облаçĕн Исса районĕпе, тухăçра - Луньăпа Бессонов районĕсемпе, кăнтăрта - Пенза, анăçра - Чуллă тата Анат Ломов районĕсемпе чикĕ тытать.

Район çĕр лаптăкĕ — 2,2 пин тв. çм. Территорие 16 муниципаллă тăрăхран пуçтарăнать. 101 пурăну вырăнĕ. Районти халăх йышĕ - 31,8 пин çын.

Районта чылай юхан шыв, кӳлĕ пĕве. Чи мăнни — Мăкшă, Окана юхса кĕрет.

Район çĕрĕсем витĕр автомагистраль М5 «Урал», Мускав-Челепи иртет, 3 чукун çул чарăнăвĕ: "Рамзай", "Пяша", "Симанщина" пур.

Асăрхавсем

Каçăсем