Быков Александр Артемьевич

Быков Александр Артемьевич, — Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ. 1921 çулхи кăрлачăн 9 Шупашкар уесӗн (халĕ Муркаш районӗ) Хуракасси[1] ялĕнче çуралнă. 1972 çулхи çĕртме уйӑхĕн 8 Муркаш районӗнчи Çеменкассинче вилнĕ.

Пурнăçĕ

1934 çулта Кашмашри çичĕ çул вĕрентекен шкула вĕренсе пĕтернĕ. Кайран колхозра ĕçленĕ. 1942 çулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗ хыççăн Хĕрлĕ Çара старшина пулса лекнĕ.

1942 çултанпа Аслă Тăван Вăрçинче Калинин, Брянск, Белорусси, Хĕвеланăç, Пĕрремĕш Белорусси тата Иккĕмĕш Белоруси фрончĕсенче вăрçа хутшăннă. Артиллерист пулнă. Мухтав орденĕн пĕрремĕш степеньне 1965 çулта тивĕçлĕ пулнă.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Быков Александр Артемьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра