Ыталашу кунӗ

Ыталашу кунӗ — кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, раштавӑн 4-мӗшӗнче тата ытти кунсенче паллӑ тӑвакан уяв. Уяв йӑлипе килӗшӳллӗн, ҫак кун палламан ҫынсене те ыталаса илнине кӗтме пулать[3]. Ку кун ыталашупа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ флешмобсем те ирттереҫҫӗ[4][5][6].

Кӑрлач уйӑхӗнчи ыталашу кунне АПШ-ра 1986 ҫулта Ыталашун наци кунӗ (акăл. National Hugging Day) ятпа уявлама пуҫланӑ, кайран вӑл пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ[3][7].

Раштав уйӑхӗнче палӑртакан тӗнче шайӗнчи[8] уяв (акăл. International Hug Day) XX ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Анӑҫри Европӑри ҫамрӑк студентсен таврашӗнче йӗркеленнӗ, анчах ҫакӑ чӑннипе мӗнле пулса иртни паллӑ мар[9].

Японире ыталашу кунне (ハグの日) официаллӑ мар майпа ҫурлан 9-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв кунне, саккӑрмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунне, каламбура пула суйланӑ: ыталашӑвӑ палӑртакан акӑлчанри ハグ (хагу) икӗ сыпӑк хисепсене те палӑртма пултарать. Япони чӗлхинчен «ха» сыпӑка куҫарсан «саккӑр» пулать, «ку» — «тӑххӑр» тени пулать.

Хӑйне евӗр «ӗненӳ» тӑрӑх туслӑн ыталашнӑ чухне ҫынсем чун ӑшшипе ылмашӑнаҫҫӗ. Ытамсен уссине «ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен» ӑнлантарса панисем те пур: тус-юлташ пӗр-пӗрне перӗнни иммунитета ӳстерет, тӗп нерв системине вӑйлатать, юнра гемоглобин шайне ӳстерет. Ҫавӑн пекех ку ытти ҫынсене ырӑ кӑмӑллӑрах тӑвакан окситоцин гормонне хӑпартать[10][3][11].

Ӑнлантарусем

  1. ^ National Hugging Day Official Site (англ.). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  2. ^ 8月9日はハグの日。人間と動物がハグする画像集に癒される // Huffington Post Japan. — 2018. — 9 August.(2018 çулхи ҫурлан 28-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  3. ^ 1, 2, 3 Александр Федоров. Обнимайтесь на здоровье: 21 января в мире отметили международный день объятий (выр.). Московский комсомолец (22 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ Дмитрий Раичев. В Смоленске прошел День объятий (выр.). Российская газета (19 кӑрлачӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ Елена Пахомова. Лондонцы пытаются установить рекорд по продолжительности объятий (выр.). РИА Новости (19 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  6. ^ Более ста екатеринбуржцев обнимутся в рамках флешмоба (выр.). Интерфакс (18 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  7. ^ 21 января — Международный день объятий (выр.). Вести.ru (21 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  8. ^ 21 января обнимаемся весь день! (выр.). Интерфакс-Запад (21 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ Екатерина Кравец. Сегодня во всем мире отмечают День объятий (выр.). Биржевой лидер (4 раштавӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  10. ^ Romero, Frances. National Hug Day: Yes it matters (англ.). Time (21 раштавӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи акан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  11. ^ Алла Амеличкина. Международный день объятий: чем для здоровья полезен тактильный контакт (выр.). Аргументы и факты (21 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.