Раҫҫейӗн инженери ҫарӗсен кунӗ

Раҫҫейӗн инженери ҫарӗсен кунӗ — Раҫҫейӗн инженери ҫарӗсен ӗҫченӗсемпе ҫар служащийӗсем ҫулсерен кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан професси уявӗ. 1996 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗпе йӗркеленӗ[1], 2006 ҫулта асӑну кунӗ шайне улӑштарнӑ[2].

Историйӗ

Инженери ӗҫӗн ӑстисем Авалхи Руҫ вӑхӑтӗнчех кирлӗ пулса тӑнӑ — вӗсем хирти хӳтлӗхсене, крепоҫсене хатӗрлемелеме, ытти инженери ӗҫӗсене пурнӑҫлама кирлӗ пулнӑ[3].

undefined

Раҫҫейре инженери ҫарӗсене йӗркеленӗ кун 1701 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ (кивӗ стильпе кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче) шутланать, ун чухне I Петӗр патша хушӑвӗпе Мускавра Тупӑ приказӗн шкулне уҫнӑ, моряксемпе тата артиллеристсемпе пӗрле унта техника профилӗпе ҫар ӑстисене те вӗрентме тытӑннӑ. 1719 ҫулта ҫакнашкал евӗрлӗ вӗренӳ заведенине Санкт-Петербургра та уҫнӑ[4].

Уява РФ Президенчӗн 1996 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе йӗркеленӗ, 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче вара Инженери ҫарӗсен кунне РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен асӑну кунӗсен шутне кӗртнӗ[5].

Уявӑн йӑли-йӗрки

Инженери ҫарӗсен кунне салтаксемпе офицерсем час-часах полигонсенче вӗренӳ иртнӗ вӑхӑтра паллӑ тӑваҫҫӗ. Чаҫсенче чаплӑ митингсем е пухусем иртеҫҫӗ, вӗсен вӑхӑтӗнче палӑрнӑ ҫар ҫыннисене хавхалантараҫҫӗ[6]. 2023—2025 ҫулсенче инженери ҫарӗсен ҫар ҫыннисем уява ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ май тӗрлӗ ҫар ӗҫне пурнӑҫласа паллӑ тунӑ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президента Российской Федерации от 18.09.1996 г. № 1370. Официальный сайт президента России (18 авӑнӑн 1996). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ Указ Президента Российской Федерации от 31.05.2006 г. № 549. Официальный сайт президента России (31 ҫӑвӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  3. ^ День инженерных войск России (2023-01-21). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  4. ^ 21 января — День инженерных войск России: история и традиции праздника (2023-01-20). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  5. ^ 21 января – День инженерных войск. Московский дом ветеранов войн и вооруженых сил (20 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  6. ^ День инженерных войск 2024: какого числа, история и традиции праздника (2024-01-18). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  7. ^ 21 января – День инженерных войск. Официальный сайт администрации Санкт-Петербурга (21 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.