Юратнă ĕçри кăсăк самантсемпе тĕрлĕ ыитусем Анистрад Васильева хăйĕн пĕлĕвне ӳстерме, аслă пĕлӳ илме хистенĕ. Çавăнпа вăл 1962 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ, унтан 1967 çулта "чаплă" паллăсемпе вĕренсе тухнă. Ректорат пултаруллă та тавçăруллă, анлă пĕлӳллĕ çамрăка институтрах хăварнă: вăл малтанхи тапхăрта ассистент, каярах аслă преподаватель, доцент ĕçĕсене туса пыраканĕ пулса ĕçленĕ. 1979 çулта Анистрад Григорьевич «Исследование стационарной дождевальной системы с дефлекторными насадками в теплице» темăпа диссертаци хӳтĕлесе техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. 1982 çулта ăна доцент ятне панă. Вăл ертсе пынипе ял хуçалăх механизаци факультетĕнчи 160 ытла студент ял хуçалăх производствин кулленхи ыйтăвĕсемпе тачă çыхăннă темăсене тишкерсе диплом проекчĕсене хӳтĕленĕ, вĕсенчен çиччĕшĕ унпа пĕрле ял хуçалăхне механизацилес ĕçре усă курмалли çĕнĕлĕхсене шухăшласа кăларнă. Анистрад Васильев ертсе пынипе унăн аспиранчĕ В.В. Нестеров 2000 çулта кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
Анистрад Григорьевич ял хуçалăхне чĕререн парăннă çын. Ахальтен мар ĕнтĕ Вомпăкассинче вăл хăйĕн килти хуçалăхне тĕпчев участокĕ туса хунă. Унта мĕн-мĕн ӳсместтĕр: кедр, улпут çырли, барбарис, шурă акаци, айва, Китай лимонникĕ, Курил чейĕ, тĕрлĕ кăмпа т.ыт.те. Кунта вал, сăмахран, çĕрулмине, ытти пахча çимĕçĕсене ансат майсемпех тухăçлă туса илес тĕлĕшпе тĕрлĕ сăнав туса ирттерет.
Вăл 90 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетлесе кăларнă, ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕнĕлĕхсемшĕн 22 автор свидетельствипе патент илнĕ.