Пӳлĕхçĕсем е пӳлĕхçи кĕнекисемсĕр пуçне истори хроникиллĕ Невиим.
Невиим хăйĕ виççĕне пайланать.
Авалхи пӳлĕхçĕсем: Навин Иисусĕн, Судейĕн, тата Самуилăн 1 тата 2 кĕнеки (1 тата 2 Патшалăхсен) тата 1 тата 2 Патшасен (3 тата 4 Патшалăхсен)
Кайранхи пӳлĕхçĕсем, унта «мăн пӳлĕхçĕсен» (Исай, Иереми тата Иезекииль) виççĕ кĕнеки тата «кĕçĕн пӳлĕхçĕсен» 12 кĕнеки кĕрет. «Кĕçĕн пӳлĕхçĕсен» алçыравĕсем пĕр çыхăра пулса пĕр кĕнеке шутланнă.
Хайлавсем е Израиль ăсчахĕсен хайлавĕсене тата кĕлĕ сăввисене кĕртнĕ Ктувим.
Ктувим шутĕнче çулталăк çаврипе татăçуллă синагогăра вуланисене пуçтарнă Юрăсен юррин, Руфь, Иереми йĕрĕвĕн, Екклесиаст тата Есфирь кĕнекисем кĕртнĕ «çырнă пиллĕк çыхă» пухăмĕ уйрăммăн тăрать.
Хайлавăн виççĕ пайĕн (Тора, Невиим, Ктувим) ячĕсен пĕрремĕш сас паллисенчен иудей канонĕн йышĕнче ТаНаХ сăмах пулса вуланать. Иудей йăлипе кĕнекесене тăтăшах вĕсен пĕрремĕш сас паллипе ят параççĕ.
Танаха виççĕ пая уйăрнине пирĕн эрă чикки тапхăрĕнче пурăннă чылай авалхи автор палăртнă. «Саккун, пӳлĕхçĕсен тата ытти кĕнекесем» (Сир.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#1:2|1:2]]) пирки асăннине пирĕн эрăччен 190 ç. çырнă Сирах ывăлĕ Иисусĕн ăсчахлăх кĕнекинче Евангели çыравçи Лука хăйĕн Евангелири юлашки пайĕнче Иисусăн сăмахĕсене кăтартать: «Манăн пирки Моисей Саккунĕнче тата Пӳлĕхçĕсем тата Псалăмсенче çырни пурĕ те пулса тухмалла» (Лк.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#24:44|24:44]]). Çапах та чылайрахăш чухне евангели çыравçисем «саккун тата пӳлĕхçĕсем» сăмахсемпе палăртнă. Танахăн виççĕ пайĕ пирки Александри Филонĕ (п.эрч. 20 тл. — п.эрч. 50 тл.) тата Иосиф Флавий (п.эрч. 37 — ?) пĕлтерет.