Агакова Олимпиада Яковлевна
| Олимпиада Агакова | |
|---|---|
| | |
| Тӗп информаци | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Агакова Олимпиада Яковлевна |
| Тулли ячӗ | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1918 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1999 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ (80 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Патшалӑх |
|
| Профессисем | юрăç, композитор, музыка педагогĕ |
| Юрӑ сасси | лирическое сопрано[d] |
| Жанрсем | чăваш халăх юрри-кӗвви, романс |
| Наградӑсем | |
Агакова Олимпиада Яковлевна (1918 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ, Çуткасси, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики — 1999 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей чӑваш юрӑҫи (лирикӑллӑ сопрано), педагог, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1950), Чӑваш Республикин композиторсен Ассоциацийӗн пайташӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Ҫуткасси ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралнӑ[1].
Ҫемье
Ашшӗ — Яков Ананьевич Агаков, Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, чӑваш чӗлхипе литературине тата музыкине вӗрентнӗ[1][2].
Пӗртӑванӗсем — Леонид Яковлевич Агаков, Чӑваш АССР халӑх ҫыравҫи; Владислав Яковлевич Агаков, Литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, классика музыкипе кӑсӑкланнӑ, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче фронтра пуҫ хунӑ[3][4].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
14 ҫул тултарсан Етӗрнери педагогика училищине вӑй-хал воспитанийӗ паракан педагог специальноҫне алла илнӗ[4]. Унта маларах унӑн шӑллӗ Леонид вӗреннӗ. Олимпиада Яковлевна классика музыкипе кӑсӑкланнӑ, хорта юрланӑ, тӗрлӗ музыка хатӗрӗпе каланӑ, нумай вуланӑ. Вӗренекенӗсем тата унӑн саманташӗсем аса илнӗ тӑрӑх, вӑл активистка тата малта пыракан физкультурница пулнӑ[4]. Училищӗре 1935 ҫулта вӗренсе тухнӑ.
1936 ҫулта Шупашкарти музыка техникумӗ ҫумӗнчи хатӗрленӳ курсне вӗренме кӗнӗ. Вӗҫлесен 1938 ҫулта музыка техникумӗн пӗрремӗш курсне харӑсах икӗ уйрӑма йышӑннӑ: фортепиано тата вокал[4]. Чӑваш Ене политика ӗненӗвӗсене пула янӑ паллӑ композиторсемпе тата юрӑҫсемпе (В. М. Кривоносов, И. В. Люблин, С. Габер, А. Я. Порубиновский, Д. С. Нодель[5]) час-часах тӗл пулнисем О. Я. Агакова пултарулӑхне ӳсме пулӑшнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 1941 ҫулта музыка техникумне хупнӑ[1][2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи кӗркуннеччен Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артистки пулнӑ, унӑн йышӗнче ҫапӑҫакан ҫара концертпа кайса килнӗ (кӑрлач — пуш, 1943). Хӗрлӗ Ҫара 1943 ҫулта хӑй ирӗкӗпе кайнӑ, Молдавие тата Венгрие ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Фронтра 172-мӗш бронепоездӑн пулемёт расчётӗнче хӗсметре тӑнӑ[2], медсестра пулнӑ, аманнӑ салтаксен пурнӑҫне вӑрҫӑ чарӑничченех ҫӑлнӑ[5]. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн Олимпиада Яковлевнӑна Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗпе чысланӑ[5]. 1945 ҫулхи ҫулла Венгрирен киле таврӑннӑ[2].
1945 ҫулта демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑнсан музыка техникумӗнче пӗлӗвне малалла тӑснӑ[5], 1946 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш радиовӗн вокал ансамблӗн хор солистки пулса ӗҫленӗ. 14 ҫул хушшинче вӑл итлекенсем валли чӑваш композиторӗсен чылай юррине шӑрантарнӑ. Пысӑк ӑсталӑхшӑн ӑна 1950 ҫулта «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл шӑрантарнӑ юрӑсем халӗ те Чӑваш Ен Радио фондӗнчи грамҫырура упранаҫҫӗ. 1960 ҫулта Ҫӗрпӳ хулине куҫса килсе 25 ҫул ытла кунта Республикӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищин преподавателӗнче вӑй хунӑ[6]. Олимпиада Агакова вӗренекенӗсем хушшинче: Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп дирижёрӗ Ю. В. Васильев; Раҫҫей федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ С. А. Кондратьев профессор; профессор, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ З. А. Козлова профессор, А. Н. Никитин композитор, Ю. Д. Кудаков композитор тата ыттисем те[7].
1988 ҫулта ача-пӑча музыка шкулӗсенче 1-7 классем валли композитор хатӗрленӗ «Фортепиано валли» хрестомати кун ҫути курнӑ. Произведенисене чӑваш фольклорӗн материалӗ ҫине таянса ҫырнӑ. Хрестомати Чӑваш Республикинчи музыка шкулӗсен, вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен вӗренӳ программисен репертуарне кӗрет те паянхи кун та актуаллӑ тата кирлӗ пулса юлать. Уйрӑмах паллӑ хайлавсем: «Ноктюрн», «Ки-как хуракӑш», «Сурӑм вãрмань», «Пирӗн атте сазан пулã», «Авалхи салтак юрри», «Юханшыв хӗрринче» пьеса, «Уя тухрãм» пьеса.
О. Я. Агакова — паллӑ композитор пулса тӑнӑ пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑмӗ. Унӑн юррисене, ытларах лирика жанрне, тӑватӑ автор пуххинче кӑларнӑ: «Атӑл хӗрӗн юрри», «Ҫамрӑк хурӑн», «Чун юратнӑ ҫӗршыв», «Ешертӗр ҫӗр», «Лирика юррисем». Паллӑрах юррисем: «Каҫӗ лӑпкӑ килчӗ», «Юрату», «Хитре теҫҫӗ» тата ыттисем те. Паллӑ романсӗсем: «Ах, шӑпчӑксем», «Хӑяймарӑм», «Тӗлпулу» тата ыттисем. Чылай хайлавӗ ҫавӑн пекех С. А. Кондратьев пухса кӑларнӑ «Чӑваш халӑх юррисемпе чӑваш композиторӗсен кӗввисем» хрестоматире[8] пичетленнӗ.
1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Хаклав
Олимпиада Агаковӑн пултарулӑх никӗсӗ юрласси пулнӑ, чи малтанах вӑл — вокалистка. Чӑвашрадио фондӗнче XX ӗмӗр варринче ҫырнисем упранаҫҫӗ. Вӗсене радиопа «Ылтӑн фондран» программӑра илтме пулать. Вӑл пурне те — ахаль халӑх юррисенчен пуҫласа кӑткӑс опера арийӗсем таранах — юрланӑ[8].
Олимпиада Агаковӑн романсӗсем «Тӗлпулу», «Ах, шӑпчӑксем», «Хӑяймарӑм», «Ҫуркунне», «Ҫуркуннепе аслӑ вӑрман», «Прощание», «Я хочу повсюду быть с тобою», «У реченьки глубокой», «Мӗн-ма эс, сар ыраш…», «Незабудки» тата ыттисем чӑваш романс лирикин шедеврӗсем шутланаҫҫӗ[8].
Хӑш-пӗр юрӑсем, сӑмахран, «Аван-ҫке иккӗн ҫӳреме», «Сурӑм вӑрмань», «Ай-хай лӑпкӑ мар» халӑхра сарӑлнӑ, кӗрекере юрламаллисем пулса тӑнӑ[8].
Чӑваш композиторӗсем, сӑмахран, А. Г. Орлов-Шузьм, Т. И. Фандеев, Ф. М. Лукин, В. А. Ходяшев тата ыттисем, юрӑҫӑн туйӑмлӑ кӗввине хакланӑ, унпа ӗҫленӗ. О. Я. Агакова чӑваш музыка пӗлӗвӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ[2].
Вӗренекенӗсем аса илни
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн, Олимпиада Агаковӑн вӗренекенӗсем хӑйсем аса илнӗ тӑрӑх, вӑл вӗсене выҫлӑхран тӳрремӗнех ҫӑлса хӑварнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр пулӑшнӑ. Ӑна иккӗмӗш, ӑс-хакӑл амӑшӗ тесе шутланӑ, вӗсенчен нумайӑшӗнпе вӑл ҫыхӑну тытнӑ, ҫыру ҫӳретнӗ, сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ[8].
Профессор, Раҫҫей федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ С. А. Кондратьев Олимпиада Яковлевна ҫинчен аса илсе калани[7]:
Шупашкара килсен эп унӑн пӗрремӗш вӗренекенӗ пулса тӑтӑм. Ку маншӑн питӗ пысӑк чыс пулчӗ. Унӑн сасси питӗ илемлӗччӗ, кӗвӗ хатӗрӗпе хитре те ҫӑмӑл калатчӗ, пирӗншӗн тӗслӗхчӗ. Эпӗ унран питӗ нумай илтӗм, вӑл кӑмӑлӗпе питӗ ырӑччӗ, питӗ ӑслӑ юрӑҫчӗ. Унӑн вӗрентӳ меслетлӗхне тӗрӗс те кӑтартуллӑ тесе шутлатӑп, уйрӑмах пуҫламӑш музыка пӗлӗвӗсӗр вӗренме килнӗ студентсемшӗн: вӑл музыкӑна итлеме тата ӑнланма вӗрентетчӗ.
Унӑн вӗренекенӗсем З. Изоркинӑпа Г. Сторожева ҫапла аса илнӗ: «Олимпиада Яковлевна ҫирӗп ыйтакан, анчах тӗрӗс преподаватель пулнӑ». Хӑйсен вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳри республика культурӑпа ҫутӗҫ училищинче Олимпиада Агакова юрӑҫ ертсе пынипе вӗреннӗ Галина Пуклаковӑпа Зоя Лисицына Олимпиада Яковлевна вӗсен «чӗрисене чӗртнӗ, шанчӑклӑх ҫуратнӑ, паллах, педагог пек питӗ кирлӗ канашсем панӑ» тесе палӑртнӑ[3].
Олимпиада Агаковӑн пӗртӑванӗ, пианистка тата культура институчӗн преподавателӗ Алиса Леонидовна Агакова юрӑҫ пирки ҫапларах каласа кӑтартнӑ: «Тепӗр чухне студентсем нотӑсем илсе килеҫҫӗ, мӗнле чаплӑ кӗвӗ тупрӑмӑр теҫҫӗ. Пӑхатӑп та: ара, ку Липа аппан хайлавӗ-ҫке!»[3].
Астӑвӑм
- 2011 ҫултанпа Ҫӗрпӳ хулинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче кашни ҫулах ҫамрӑк фортепиано калакансен О. Я. Агаковӑна халалланӑ районти уҫӑ конкурсӗ иртет[7].
- 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче О. Я. Агакова ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑну каҫӗ иртнӗ[6].
- О. Я. Агаковӑн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Етӗрнери ача-пӑча библиотекинче «Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ хӗрӗ» портрет-курав йӗркеленӗ, унта массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи — «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатри тата «Тӑван Атӑл» журналти — статьясене, «Етӗрне энциклопедийӗ», «Чӑваш Республикинчи композиторсен ассоциацийӗ» тата ытти кӗнекесем, ҫавӑн пекех сӑнӳкерчӗксен ярӑмне кӑтартнӑ[9].
- 2018 ҫулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев О. Я. Агакован пиччӗшӗн хӗрӗ Алиса Леонидовна Агакована культурӑпа искусство сферинче инноваци проектне пулӑшас тӗллевпе «И. Яковлев шкулӗн музыкӑпа педагогика йӑли-йӗрки тата вӗсем ачасемпе яш-кӗрӗм валли хальхи чӑваш юрри-кӗвви пулса тӑни» грант уйӑрнӑ. Ҫак проект шайӗнче ачасемпе яш-кӗрӗм валли ҫырнӑ сочиненисен Олимпиада Агакова ячӗллӗ конкурсне ирттерме палӑртнӑ[10].
- 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче унӑн тӑван енӗнче Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче Олимпиада Агакова юрӑҫ тата композитор ячӗллӗ Республикӑри пӗрремӗш музыка фестивальне ирттернӗ. Ҫак фестивале Чӑваш Енри тӗрлӗ районтан килнӗ коллективсем чылай хутшӑннӑ[11].
Ӗҫӗсем
- Агакова, О. Ай, хай, лӑпкӑ мар = Неспокойное сердце / О. Агакова. — Чебоксары, 1957. — 4 с. — нотн. изд.
- Агакова, О. Я. Ешертӗр ҫӗр [Ноты] : юрӑсемпе хорсем / комп. О. Агакова, комп. Р. Ильгачева ; Чӑваш Республикин культура тата наци хутшанавӗсен министерстви, Халӑх пултарулӑхӗн тата культурӑпа ҫутӗҫӗн республикӑри наукӑпа методика центрӗ, Чӑваш Республикин Композиторсен ассоциацийӗ. — Шупашкар, 1994. — 72 с.
- Агакова, О. Юрӑсем : Атӑл хӗрӗн юррисем / О. Агакова. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1959. — 14 с. — (Песни: песни девушки-волжанки). — нотн. изд.
- Агакова, О. Ҫамрӑк хурӑн : юрӑсем / О. Агакова. — Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке изд-ви, 1965. — 31, [5] с. — (Молодая береза: песни) — нотн. изд.
- Агакова, О. Лирические песни / О. Агакова. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1971. — 23 с. — нотн. изд.
- Хрестоматия для фортепиано [Ноты] : I-VII классы детских музыкальных школ = Фортепианӑпа каламалли произведенисен пуххи : ача-пӑча музыка шкулӗсен I-VII класӗсем / сост. О. Я. Агаков ; рец. Т. Б. Шиманская. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1988. — 43 с.
Хисепӗсем
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1950);
- медальсем;
- патшалӑх органӗсемпе учрежденийӗсен, общество организацийӗсен Хисеп хучӗсем.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 О. Агакова (23.07.1918) - Электронный биобиблиографический указатель литературы. Центральная библиотека города Ядрина. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Олимпиада Яковлевна Агакова. Хыпар (30 ҫӗртмен 2018).
- ^ 1, 2, 3 Т. Стрельцова. Талант остается с людьми , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнчи копийӗ // Чебоксарские новости. — 2008. — 29 июля. — С. 8.
- ^ 1, 2, 3, 4 Агакова, 2018, с. 6.
- ^ 1, 2, 3, 4 Агакова, 2018, с. 7.
- ^ 1, 2 Е. Казакова. Песни Олимпиады Агаковой становятся народными. Знамя труда (29 утӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Агакова, 2018, с. 9.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Агакова, 2018, с. 8.
- ^ Исполняется 100 лет со дня рождения композитора, заслуженной артистки Чувашской АССР, кавалера ордена Отечественной войны 2-й степени, музыкального педагога Олимпиады Яковлевны Агаковой (1918 – 1999). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (23 утӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ Подписано распоряжение «О присуждении грантов Главы Чувашской Республики для поддержки инновационных проектов в сфере культуры и искусства» (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (15 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
- ^ В Кукшумском сельском Доме культуры состоялся Республиканский музыкальный фестиваль имени певицы и композитора Олимпиады Агаковой (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (27 утӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
Вуламалли
- Олимпиада Агакова. Пламя души : учеб.-метод. пособие для студентов исполн. спец. / БОУ ВПО «Чуваш. гос. ин-т культуры и искусств» М-ва культуры, по делам нац. и арх. дела Чуваш. Респ. ; [сост. А. Л. Агакова]. — Чебоксары : ЧГИКИ, 2014. — 100, [2] с. : фот., ноты, портр.
- * Алексеев, О. Олимпиада Агакова юррисем / О. Алексеев // Хыпар. — 1995. — 20 ҫу.
- Алексеев, О. Юрӑҫ тата композитор / О. Алексеев // Чӑваш ен. — 1998. — 18-25 июля (№ 28). — С. 5.
- Еливанова, Г. Олимпиада Агакова юрӑҫ, композитор, педагог / Г. Еливанова // Хыпар. — 2008. — 27 ҫурла.
- Журавлев, С. Олимпиада Яковлевна Агакова : юрӑҫ, композитор / С. Журавлев, А. Хусанкай // Самант. — 2018. — № 6 (июнь/ҫӗртме). — С. 21 : сӑн ӳкерчӗк. — (Пирӗн вернисаж).
- Ильин, С. Юрӑпа ырӑ ят илнӗ / С. Ильин ; Б. Ивановӑн фоторепродукцийӗ // Тӑван Атӑл. — 1995. — № 8. — Хуплашкан 3-мӗш страници.
- Пултаруллӑ хӗрарӑм : [Олимпиада Агакова ӑста юрӑҫӑ тата композитор ҫинчен] // Хыпар. — 2013. — 20 утӑ. — С. 4.
- Смирнова, Н. Юрӑҫ, композитор, педагог / Н. Смирнова // Хыпар. — 1998. — 8 раштав.
- Ӳнер пултарулӑхӗн «чунӗ» : [юрӑҫ тата композитор Олимпиада Агакова ҫинчен] / Т. Наумова хатӗрленӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2017. — 23 авӑн/сентябрь (№ 37). — С. 11 : сӑн ӳкерчӗксем.
- «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ хӗрӗ» : [Етӗрнери ача-пӑча библиотекинче — Олимпиада Яковлевна Агакова юрӑҫ, композитора халалласа курав-портрет] // Хыпар. — 2018. — 27 утӑ/июль. — С. 16 : сӑн ӳкерчӗк. — (Культура / Н. Смирнова хатӗрленӗ).
- Агакова, А. Л. Духовно-нравственные принципы жизни в искусстве Олимпиады Агаковой / А. Л. Агакова // Национальные традиции в культуре народов Поволжья : материалы межрегион. науч.-практ. конф.-конкурса, 23 сент. 2016 г., Чебоксары. — Чебоксары, 2016. — С. 307-313. — Библиогр. в конце ст.
- Агакова, А. Л. Многогранность творческой индивидуальности Олимпиады Агаковой / А. Л. Агакова // Университетское музыкознание. — Чебоксары, 2013. — Вып. 6. — С. 67-69.
- Агакова, О. Исповедь одинокой старушки / О. Агакова // Советская Чувашия. — 1993. — 24 июня.
- Егорова, Л. Освобождала города Европы : [об участнице Великой Отеч. войны Олимпиаде Яковлевне Агаковой] / Л. Н. Егорова // Цивильский вестник. — 2015. — 17 апр. — С. 6. — (Солдаты Победы).
- Изоркина, З. Памятные встречи / З. Изоркина // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2003. — 26 нояб.
16. Илюхин, Ю. А. Агакова Олимпиада Яковлевна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 24.
- Казакова, Е. Гордимся славной дочерью земли ядринской / Е. Казакова // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2018. — 28 июля. — С. 1, 7.
- Мытиков, Г. И. Агакова Олимпиада Яковлевна / Г. И. Мытиков, С. П. Ильин // Краткая ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — С. 15.
- Стрельцова, Т. Талант остается с людьми / Т. Стрельцова // Чебоксарские новости. — 2008. — 29 июля. — С. 8.
Каçăсем
- Утӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1918 ҫулта ҫуралнисем
- Етӗрне уесӗнче ҫуралнисем
- Утӑн 8-мӗшӗнче вилнисем
- 1999 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Музыкантсем, алфавитпа
- Чӑвашла юрлакан юрӑҫсем
- Чăваш композиторĕсем
- Раҫҫей композиторӗсем
- Педагогсем, алфавитпа
- Музыка педагогӗсем