Лисицина Зоя Васильевна

Лисицина Зоя Васильевна (качча кайнӑ хыҫҫӑн — Лепёшкина; 1952 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен2021 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ, Шупашкар) — паллă чăваш меццо-сопрано юрăçи, Чăваш АССРӗн халăх артисчӗ (1985), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчӗ (1980)[1][2].

Пурнӑҫӗ

1952 çулхи ҫу уйăхӗн 20-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Кăкшăм ялӗнче ҫуралнӑ. Етӗрне районӗнчи Кăкшăм шкулӗнче вӗреннӗ чухнех актриса пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавна май ялти шкула пӗтерсен Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ мусăк вӗрентӗшӗн вокал уйрăмне (З. Ф. Денисова класӗ) вӗренме кӗнӗ, ӑна 1974 ҫулта вӗҫленӗ[1]. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫăнах Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ӗҫе илнӗ.

1974–1989 ҫулсенче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн солисчӗ пулнӑ. 1989 ҫултанпа Чăваш патшалăх академи капеллин солисӗ пулса ӗҫленӗ[1][2].

2021 ҫулхи ҫурла уйăхӗн 6-мӗшӗнче йывăр чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Шупашкарта пытарнă[3].

Пултарулăхĕ

Зоя Лисицинан репертуарӗнче чăваш тата вырăс халăх юррисем, чăваш композиторӗсен (Ф. М. Лукин, А. В. Асламас, Ф. С. Васильев, А. Михайлов, О. Агакова, Н. Карлин, Ю. Кудаков, Ю. Жуков тата ыттисем те) юррисем пулнӑ[1][2]. Унӑн нумай юрри Чăваш радиовӗн ылтăн фондне кӗнӗ[3].

Юрăç илемлӗ те ҫепӗҫ сасăпа Германире, Италире, Венгрире, Словакире, Чехословакире тата ытти ҫӗршывсенче гастрольте ҫӳренӗ[1][2].

Хисепӗсем

  • Чăваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1980)[1]
  • Чăваш АССР халăх артисчӗ (1985)[1]

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Чувашская энциклопедия. Лисицина Зоя Васильевна. enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Культурное наследие Чувашии. Лисицына Зоя Васильевна. nasledie.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Ушла из жизни народная артистка Чувашии Зоя Лисицына. Чувашский государственный академический ансамбль песни и танца (6 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Гурьева, Т. Ҫӗнӗ ҫулта – аннесемпе пӗрле / Т. Гурьева, З. Лисицына ; В. Рыбкин калаҫнă // Чăваш хӗрарăмӗ. – 2000. – 15 кăрлач (№ 2). – С. 1.
  • Лисицина, З. «Аттене хывнă пулас эпӗ» / З. Лисицина ; Г. Матвеева калаҫнă // Ялав. – 1996. – № 1. – С. 103–106.
  • Сементер, Ю. Ҫуралнă ял кӳрет вăй-хал / Ю. Сементер // Ялав. – 1997. – № 8. – С. 86.
  • Сидоров, П. Уйрăлми тантăшсем / П. Сидоров // Хресчен сасси. – 2004. – 7 раштав.
  • Чăваш ҫăлтăрӗсем : [Тамара Гурьевӑпа Зоя Лисицына юрăҫсем ҫинчен] // Канаш (Чӗмпӗр Ен). – 2013. – 18 ака (№ 15/16). – С. 8.
  • …А голос так дивно звучит // Сцена Чувашии. – 2007. – 19 июня. – С. 5.
  • Антипов, П. Все стали достойными людьми / П. Антипов // Знамя труда (Ядрин. р-н). – 2010. – 21 авг. – С. 2.
  • Бушуева, Л. И. Лисицына Зоя Васильевна / Л. И. Бушуева // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж–Л. – С. 452.
  • Илюхин, Ю. А. Лисицына Зоя Васильевна / Ю. А. Илюхин // Краткая ядринская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – С. 138.
  • Михайлова, Ф. Юбилейный концерт нашей землячки / Ф. Михайлова // Знамя труда (Ядрин. р-н). – 1996. – 23 мая.
  • Муравьев, В. В. Лисицына Зоя Васильевна / В. В. Муравьев // Ядринская энциклопедия. – Чебоксары, 2015. – Т. 1 : А–О. – С. 298.