Уяр Хветĕр
Хветĕр Уяр (çуралнă чухнехи ят-шыв Афанасьев Федор Ермилович, 1914 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ, Самар кĕперни — 2000 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ, Шупашкар) — совет тата Раҫҫей çыравçи, поэчӗ, драматургӗ, литература тишкерӳҫи, куҫаруҫӑ. СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1953). Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1984), Чăваш халăх çыравçи (1990)[1][2].
Пурнăçĕ
1914 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Исаклă районне кĕрекен Сухари Матакра çуралнă.
Самарта икĕ сыпăклă чăваш шкулĕнче, Хабаровск педтехникумĕнче, Благовещенск пединститутӗнче вĕреннĕ. 1936 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Шкулта ĕçленĕ. Каярахпа радиокомитетра литература енĕпе ĕçленĕ. Кĕнеке палатин директорĕнче тăрăшнă. «Капкăн» журнал редакцинче, кĕнеке кăларăвĕнче вăй хунă.
Калав, очерк çырма 1930 çулта пуçланă. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă, фронтри паттăрлăхшăн III степеньлĕ Мухтав орденĕпе медальсемпе хисепленĕ.
Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн ăна «Чăваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» (1984), Чăваш АССР халăх çыравçи (1990) хисеплĕ ятсем панă.
Уяр ăста тăлмачă та. Вăл А. П. Чехов, Н. Гарин-Михайловский илемлĕ ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
1936 çулта Шорникова Елена Васильевна артисткӑпа çемье çавăрнă, 64 çул пĕрле пурăнса икĕ хĕр ӳстернĕ.
Çыравçă 2000 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче вилнĕ.
Кӗнекисем
- Ӑҫта эс, тинӗс? : повесть, калавсем, тӗрленчӗксем / Хветӗр Уяр; [Н. Г. Иванова, А. Г. Владимирова пухса хатӗрленӗ]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2007. — 253, [2] с.
- Сӑмах мехелӗ : писатель, литература, пурнӑҫ / Хветӗр Уяр. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 221 с.
- Сук хӗрринче : [калавсем] / Х. Уяр. — Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1947. — 40 с.
- Ҫырнисен пуххи : 4 томлӑ / Хветӗр Уяр; [редакторӗ Г. А. Антонова]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2021. — 1-мӗш кӗнеке : Таната. — 390, [1] с. : сӑн ӳкерчӗк.
- Ҫырнисен пуххи : 4 томлӑ / Хветӗр Уяр; [редакторӗ Г. А. Антонова]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2021. — 2-мӗш кӗнеке : Таркӑн . — 446, [1] с. : сӑн ӳкерчӗк.
- Таната : роман / Хветӗр Уяр. — Шупашкар, 1974. — 406 с.
- Шурча таврашӗнче : икӗ кӗнекеллӗ роман / Хветӗр Уяр. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 1-мӗш кӗнеке : Таната. — 359 с.
- Шурча таврашӗнче : икӗ кӗнекеллӗ роман : 2-мӗш кӗнеке : Таркӑн / Хветӗр Уяр. — Шупашкар, 1994. — 397 с.
- Близ Акрамова : роман : в 2 кн. / Ф. Уяр; [перевод с чувашского З. В. Романовой; художник В. Н. Гончаров]. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2012. — Кн. 1 : Тенета. — 366, Близ Акрамова : роман : в 2 кн. / Ф. Уяр; [перевод с чувашского З. В. Романовой; художник В. Н. Гончаров]. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2012. — Кн. 2 : Беглец / [послесловие Ю. М. Артемьева]. — 429, [2] с.
- На реке Сок : рассказы и очерки / Хведер Уяр. — Чебоксары : Чувашское государственное издательство, 1955. — 60 с.
- Чуваши в русской литературе : том 2 / составитель Ф. Уяр). — Чебоксары, 2002. — 703 с[2].
Хисепӗсем
- Мухтав орденӗн III степенӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ I степенӗ;
- медальсем;
- РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп грамоти;
- КПСС Чӑваш обкомӗпе Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн Хисеп грамоти;
- Чӑваш АCCР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1984)[3];
- Чӑваш АССР халӑх ҫыравҫи (1990);
- Н. Гарин-Михайловский ячӗллӗ преми лауреачӗ[2].
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ Г. И. Фёдоров. Уяр Фёдор Ермилович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Уяр Хведер (прозаик, переводчик; 19.04.1914-09.07.2000) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР «О присвоении Афанасьеву (Уяру) Ф.Е., Краснову Г.В. почетного звания «Заслуженный работник культуры Чувашской АССР» (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ На исаклинской земле Самарской области прошёл День чувашской литературы и культуры - ЧГИГН. chgign.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ Т. Афанасьева. В честь земляка (выр.). Самарская область. Этнос и культура (2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Федоров, Г. И. Художественный мир Федора Уяра : проблемы типологии, поэтики и художественной семантики / Г. И. Федоров. — Чебоксары, 1991. — 174 с.
- Алимасова, Г. Хветĕр Уярăн деталь ăсталăхĕ / Г. Алимасова // Ялав. — 1994. — № 9. — С. 28-29.
- Смирнова, Н. Ĕçӳ те, яту та халăхра упранĕ / Н. Смирнова // Хыпар. — 2000. — 12 утă.
- Фомина, Л. Иван Мучипе Хветĕр Уяр / Л. Фомина // Ялав. — 2000. — № 10. — С. 70-71.
- Артемьев, Ю. М. Зигзаги судьбы мастера // Артемьев, Ю. М. Страсть к полемике / Ю. М. Артемьев. — Чебоксары, 2003. — С. 179—181.
- Афанасьев, П. Уяр Хведер (Афанасьев Федор Ермилович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 454—456.
- Тимуков, А. Н. Уяр Хвэдер / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 424.
- Федоров, Г. И. Уяр (Афанасьев) Федор Ермилович / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 337—338.
- Хузангай, А. Обретенное слово : (памяти народного писателя Чувашии Хведера Уяра) / А. Хузангай // Республика. — 2000. — 28 июля.
- Ялгир, П. Уяр Хведер (Афанасьев Федор Ермилович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 123.