Аттай Марк Сергеевич
| Марк Аттай | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Терентьев Марк Сергеевич |
| Ҫуралнӑ | 1905 ҫулхи акан 7-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ | 1942 |
| Гражданлӑх (подданство) | |
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | поэзи |
| Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
Аттай Марк Сергеевич (паспортри хушамат Терентьев; 1905 ҫулхи акан 7-мӗшӗ, Çĕнъял Упи, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1942) — совет саманинчи сӑвӑҫ, журналист, юптаруҫӑ. СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1934).
Пурнӑҫӗ
1905 çулхи ака уйăхĕн 7-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халĕ Чăваш Республикин Красноармейски районӗ) Олăхри Упи (халĕ Çĕньял Упи) ялĕнче çуралнă[1].
Янкасри пуçламăш шкулта, Шупашкарти рабфакра вĕреннĕ. «Канаш» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ.
Темиçе çул Канаш районĕнчи ялсенче тулли мар вăтам шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1936 çулта Çĕпĕре куçса кайнă, унта вăл вăрçă пуçланичченех тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1941 çултанах хутшăннă, 1942 çулта паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ[1].
Пултарулăх
1924 ҫулта «Канаш» хаҫатра пичетленме пуҫланӑ. Савӑн пекех «Капкӑн» журналта пичетленнӗ. 1929 ҫулта «Хӗрлӗ сӑнӑ» пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ, унта такмаксем, юптарусем, сӑвӑсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех очерк тата фельетон жанрӗсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ[2].
Кӗнекисем
- Ҫамрӑк хунав : сӑвӑсем / Марк Аттай. — Шупашкар : Чӑвашиздат, 1932. — 96 с.
- Евдокимов, Н. Е. Хӗрлӗ сӑнӑ : паҫнӑсем, кӗрешӳ сӑввисем, такмаксем / Н. В. Евдокимов, М. Аттай. — Шупашкар, 1929. — 76, [2] с[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 А. Н. Тимуков. Аттай Марк Сергеевич (выр.). чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Аттай, Марк Сергеевич (поэт; 20.04.1905-1942) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Марк Аттай // Тăван Атăл. – 1975. – № 4. – С. 79.
- Марк Аттай // Чăваш литературин антологийĕ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 163.
- Поэт, журналист... // Хыпар. – 2015. – 15 май/çу. – С. 11 : сăн ӳкерчĕк.
- Тимуков, А. Пултаруллă сатирик / А. Тимуков // Тăван Атăл. – 1990. – № 4. – С. 63-69.
- Афанасьев, П. Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 39.
- Терентьев Марк Сергеевич (Аттай) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 447-448.
- Тимуков, А. Н. Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич / А. Н. Тимуков // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 153.