Вильгельм Вид

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Вильгельм Вид
Wilhelm zu Wied 1912 a.jpg
Чӑн ят ним. Wilhelm Friedrich Heinrich Prinz zu Wied
Çуралнă вăхăт 1876 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ(1876-03-26)[1]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1945 ҫулхи акан 18-мӗшӗ(1945-04-18)[1] (69 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Ашшĕ Вильгельм V цу Вид[d]
Амăшĕ Мария Нидерландская[d]
Арăмӗ София Албанская[d]
Ачисем Мария Элеонора цу Вид[d] тата Кароль Виктор цу Вид[d]
Премисемпе чысланисем
рыцарь Большого креста Королевского Викторианского ордена орден Чёрного орла Pour le Mérite орден Святого Александра Невского кавалер ордена Святого Александра Невского Хисеп Юнташĕсен орденĕ[d]
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Вильгельм Вид (тулли ячӗ Вильгельм Фридрих Генрих цу Вид; пуш, 26 1876 — ака, 18 1945) — Албанин пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр кнеҫӗ (мбречӗ). Вид кнеҫсен йӑхӗнчи ҫын, Румынин пӗрремӗш патша майрин, Нойвидри Елизаветӑн тӑванӗ.

Рейн ҫумӗнчи Германире ҫуралса ӳснӗ. 1914 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Вильгельм Вид кнеҫ Албани тронне сӗннӗ хыҫҫӑн ӑна йышӑннӑ. Ҫапла тума ӑна 1908 ҫулта Сербипе Раҫҫей хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах Боснипе Герцеговинӑна аннексиленӗ Австро-Венгри влаҫӗнче тӑракан нимӗҫсен ушкӑнӗ хӗтӗртнӗ. Австро-Венгри Албанире хӑйӗн вӑйне вӑйлатса тинӗс хӗррине тухма тӑрӑшнӑ. Анчах ку тӗлӗшпе вӗсен интересӗсем Албание хӑйсен колонийӗ туса хума ӗмӗтленнӗ Италипе, ҫавӑн пекех Греципе (Кӑнтӑр Албанире, тепӗр май каласан Ҫурҫӗр Эпирте, антика вӑхӑчӗ пуҫланнӑ ҫулсенченех грексен пысӑк ушкӑнӗ пурӑннӑ) хирӗҫленӗ иккен.

Дуррес хулине ҫитсен, Вильгельм Албание 1914 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 3-мӗшӗччен тытса тӑнӑ. Ҫак вӑхӑтра албани министрӗсен пӗр пайӗ Италипе ҫирӗп ҫыхӑну йӗркелесе ӗҫлеме пуҫланӑ пулнӑ, ҫавӑнпа усӑ курса вӗсем Албанире влаҫа улӑштарма укҫа-тенкӗ илнӗ. Вильгельм тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем панипе усӑ курса, Албанин кӑнтӑр енче Греци ярса илнӗ.

Хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн шикленсе Вильгельм ҫӗршывран тухса тарса Германие таврӑннӑ, унта вӑл хӑйне «Албани кнеҫӗ» ятпа пӗлтерсе пурӑннӑ. Влаҫ ун аллинче кӗске вӑхӑт хушши пулнӑ пулин те, Вильгельм Албани кнеҫӗ пек 11 ҫул ытла пулнӑ, 1925 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ҫӗршыв лаптӑкӗнче официаллӑ майпа республика йӗркеленине пӗлтеричченех. Юлашки ҫулӗсене Вильгельм Вид Румынире пурӑнса ирттернӗ, ӑна Бухарестри лютерансен ҫӑви ҫинче пытарнӑ.

Ҫемйи тата ачи-пӑчи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче Вальденбургра Вильгельм Шёнбург-Вальденбургри Софийӑна (1885—1936) хӗре качча илнӗ. Вӗсен икӗ ача пулнӑ:

  • Мария Элеонора цу Вид (1909—1956); 1-мӗш упӑшки (1937 ҫултанпа): Альфред фон Шёнбург-Вальденбург принц (1905—1941), 2-мӗш упӑшки (1949 ҫултанпа): Йон Октавиан Буня (1899—1977)
  • Кароль Виктор цу Вид, «Албанин патша пулас принцӗ» (1913—1973); 1966 ҫултанпа мӑшӑрӗ — Эйлин Джонстон (192—1985)

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 Lundy D. R. Wilhelm Friedrich Heinrich Prinz von Wied // The Peerage (англ.)
  2. ^ Deutsche Nationalbibliothek, Staatsbibliothek zu Berlin, Bayerische Staatsbibliothek, Österreichische Nationalbibliothek Record #101078161 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Вильгельм Вид статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '