Игнатьев Никон Васильевич
Никон Васильевич Игнатьев (1895 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ [31-мӗшӗ], Хусан кӗпӗрни — 1941 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ, Еврей автономи облаçĕ) (ытти даннӑйсем тӑрӑх — 1895 ҫулхи акан 1-мӗшӗ — 1941 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ[1][2][3][4]) — туҫи ҫармӑс ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ тата драматургӗ, редактор, туҫи ҫармӑс литературине пуҫарса яраканӗ[5]. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑскер.
Пурнӑҫӗ
Никон Игнатьев 1895 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче Чаломкино (Салымсола) ялӗнче (халӗ Мари Элӗн Туҫи ҫармӑс районӗ) чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[6]. Пӗчӗкрен йывӑр ӗҫе пуҫӑннӑ: пуянсем патӗнче тарҫӑра тӑнӑ, вӑрман каснӑ, матрос, бурлак, хура ӗҫ тӑвакан пулнӑ[6]. Михаилпа Архангел мӑнастӑрӗ ҫумӗнчи шкулта вӗреннӗ[6].
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ, 1917 ҫулта Турци фронтӗнче ҫар ретне кӗмен службӑра пулнӑ. 1918 ҫулта Кӑнтӑр фронтне лекнӗ, Царицынпа Аҫтӑрхан хулисенче рабочи пулса ӗҫленӗ, большевиксен идейисемпе килӗшнӗ, ВКП(б) членӗ пулса тӑнӑ. Игнатьев туҫи ҫармӑс чӗлхипе ҫыракан пӗрремӗш литератор пулса тӑнӑ, ҫак чӗлхепе Хусанта пичетленсе тухакан «Незерын шамакшы» хаҫата йӗркеленӗ, Чикме хулине куҫарсан вара ӑна «Тор» ят панӑ[6].
1920 ҫултанпа Чикме хулинче пурӑннӑ, «Тор» тата «Красный труд» хаҫатсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. РОСТАн уесри уйрӑмне ертсе пынӑ, Уесри ӗҫтӑвкомӑн ҫармӑс секцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1922 ҫулхи кӑрлачра Н. Игнатьева вӑл пичетлекен статьясем национализм енлӗ тесе айӑпланӑ тата партирен кӑларнӑ[6]. Пӗр вӑхӑт хушши ӗҫсӗр юлнӑ, ун хыҫҫӑн Краснококшайск хулине куҫса кайнӑ, унта «Марийская деревня» хаҫата йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ, вырӑсла нумай ҫырнӑ[6]. 1920-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Чикме хулине таврӑннӑ, унта «Кыралшы» хаҫатра тата «У сем» журналта (каярахпа «Якшар знамя») ӗҫленӗ[6][7].
1934 ҫулта Игнатьева СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхне илнӗ, вӑл совет ҫыравҫисен Пӗрремӗш съезчӗн делегачӗ пулнӑ[8][9].
1937 ҫулта контрреволюциллӗ буржуазипе национализм организацийӗн членӗ тесе аресленӗ, 1937 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче 10 ҫуллӑха лагере хупма айӑпланӑ. 1941 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче Биробиджан лагерӗнче тыткӑнра вилнӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн таса ятне тавӑрнӑ[10][11].
Пултарулӑхӗ
Хӑйӗн пӗрремӗш хайлавӗсене Игнатьев 1919 ҫулта ҫырнӑ. Аргус литература псевдонимӗпе пичетленнӗ[6][9]. Вӑл сӑвӑсем, поэмӑсем тата пьесӑсем ҫырнӑ. Игнатьевӑн хайлавӗсен тӗп теми ҫармӑс халӑхӗн пурнӑҫӗ пулнӑ. Ҫак темӑна унӑн «Вурс мардеж» (Хурҫӑ ҫил, 1930—1931), «Савик» (1934), «Туан сӓндалык» (Тӑван ҫӗршыв, 1935) романӗсем, ҫавӑн пекех «Комсомол ӹдыр» (Комсомолка) тата «Тошты кола» (Кивви вилет) повеҫӗсем халалланӑ[6]. «Вурс мардеж» роман туҫи ҫармӑс чӗлхипе кӑна мар, пӗтӗмӗшле ҫармӑсла ҫырнӑ пӗрремӗш роман пулса тӑрать[11]. Игнатьев пӗрремӗш хут туҫи ҫармӑс чӗлхине А. С. Пушкинӑн, Л. Н. Толстойӑн, М. Горькийӗн тата А. Серафимовичӑн темиҫе хайлавне куҫарнӑ[6].
Игнатьев ҫавӑн пекех литература критикӗ пек паллӑ. Унӑн рецензийӗсемпе обзорлӑ статйисем ҫармӑсла тӑтӑш тухакан пичетӗнче час-часах пичетленсе тухнӑ[6].
2021 ҫулта Мари Элте Н. В. Игнатьевӑн ҫырнисен пуххине пичетлесе кӑларма пуҫланӑ; пӗрремӗш томне «Вурс мардеж», «Туан сӓндӓлӹк», «Савик» романсем тата «Тошты кола», «Комсомол ӹдӹр» повеҫсем кӗнӗ[11].
Астӑвӑм
Игнатьев ятне Чикме хулинчи урама тата Туҫи ҫармӑс районӗн вулавӑша панӑ[6].
Чаломкино ялӗнче 1995 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче, ҫыравҫӑ 100 ҫул тултарнине халалласа, Н. В. Игнатьев ячӗллӗ Литература тата ӳнер музейне уҫнӑ[12][13]. Музей юнашар ҫыравҫӑна палӑк лартнӑ[14].
1995 ҫултанпа Туҫи ҫармӑс районӗнче ҫулсерен Игнатьев литература вулавӗсем иртеҫҫӗ[6]. 2024 ҫулта Чикме хулинче «Туҫи ҫармӑссен хальхи вӑхӑтри истори тата культура хаклӑхӗсем» темӑна халалланӑ тата Ҫемье ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарнӑ XXIV Игнатьев вулавӗсем иртнӗ[15]. 2025 ҫулта, ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ ҫулталӑкра, Туҫи ҫармӑс районӗнчи Троицкий Посад ялӗнче юбилейлӑ XXV Игнатьев вулавӗсем иртнӗ[14]. Хисеплӗ хӑнасен шутӗнче Краснодартан килнӗ ҫыравҫӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Павел Игнатьев хӑйӗн мӑшӑрӗпе пулнӑ[14].
Ӑнлантарусем
- ^ Писатели МАССР, 1988, с. 98.
- ^ Писатели МЭ, 2008, с. 266, 268.
- ^ Мочаев, 2007, с. 149.
- ^ Энциклопедия Республики Марий Эл, 2009, с. 390—391.
- ^ . — М.: Совет энциклопедийӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Игнатьев Никон Васильевич. Национальная библиотека имени С. Г. Чавайна Республики Марий Эл. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ Никон Васильевич Игнатьев. Рубколумба. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ В 1934 году Игнатьев принят в Союз писателей СССР. МарНИИЯЛИ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Никон Игнатьев (Аргус). vcisch2.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ Трагедия народа. Книга памяти жертв политических репрессий Республики Марий Эл.. — Марийский полиграфическо-издательский комбинат, 1996. — Т. 1. — С. 200. — 344 с. — 2000 экз. — ISBN 5-87898-089-4.
- ^ 1, 2, 3 В Йошкар-Оле напечатают собрание сочинений репрессированного горномарийского писателя. Марийская правда (2 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ Краеведческий музей имени Н. В. Игнатьева. Национальная библиотека России. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ Краеведческий музей имени Н.В. Игнатьева. fumus.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 XXV Игнатьевские чтения. МарНИИЯЛИ (1 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ XXIV Игнатьевские чтения (г. Козьмодемьянск, 2 апреля). МарНИИЯЛИ (3 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
Литература
- . — М.: Совет энциклопедийӗ.
- Александров А. М., Беспалова Г. Е., Васин К. К. . — Йошкар-Ола: Марийское книжное издательство. — С. 121—124. — 368 с. — 5000 экз.
- Беспалова Г. Е., Васин К. К., Зайниев Г. З. . — Йошкар-Ола: Мари кӗнеке издательстви. — С. 98—101. — 376 с. — 5000 экз.
- . — Йошкар-Ола: Мари кӗнеке издательстви. — С. 174—187. — 432 с. — 3000 экз.
- Марийская биографическая энциклопедия / Авт.-сост. В. А. Мочаев. — Марийский биографический центр, 2007. — С. 149. — 2032 экз. — ISBN 5-87898-357-0.
- . — Йошкар-Ола: Мари кӗнеке издательстви. — С. 266—269. — 752 с. — 3000 экз. — ISBN 978-5-7590-0966-5.
- Марий Эл Республикин энциклопедийӗ / Отв. ред. Н. И. Сараева. — 2009. — С. 390—391. — 872 с. — 3505 экз. — ISBN 978-5-94950-049-1.