Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ферт-оф-Форт урлӑ хывнӑ чукун ҫул кӗперӗ
акăл. Forth Bridge
Forthrailbridgefromsouthqueensferry.jpg
55°59′58″ с. ш. 3°23′16″ з. д.GЯO
Официаллӑ ячӗ Forth Bridge
Усӑ курни чукун ҫул
Кӗперпе иртет линия «Эдинбург-Абердин»[d]
Каҫать Ферт-оф-Форт
Вырнаҫӑвӗ Эдинбург
Конструкци
Конструкци тӗсӗ консольлӗ кӗпер
Материал Хурçă
Тӗп пролёт икӗ 521,3 м
Пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 2 528,7 м
Конструкци ҫӳллӗшӗ 110 метр
Эксплуатаци
Уҫнӑ 1890 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Ферт-оф-Форт урлӑ хывнӑ чукун ҫул кӗперӗ е Форт урлӑ хывнӑ кӗпер (акăл. Forth Bridge) — Шотландин тухӑҫ ҫыранӗ патӗнчи Ферт-оф-Форт кӳлмекӗ урлӑ хывнӑ кӗпер. Кӗпер Шотландин тӗп хулине — ЭдинбургаФайф облаҫпе ҫыхӑнтарать. 1882 ҫултан пуҫласа 1890 ҫулччен хывнӑ кӗпер тӗнчери пӗрремӗш консольлӗ кӗперсенчен пӗри пулса тӑнӑ, унсӑр пуҫне темиҫе ҫул хушши вӑл чи вӑрӑм пролетли шутланнӑ[1]. XIX ӗмӗрти строительство меслечӗсен чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсен шутне кӗрет[2]. 1999-мӗш ҫулта Британи правительстви кӗпере ЮНЕСКО-н Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокӗн йышне кӗртме тӑратнӑ[3].

Кӗпер тата унпа ҫыхӑннӑ чукун ҫул инфраструктури Network Rail компанийӗн шутланать. Чукун ҫул кӗперпе юнашар Ферт-оф-Форт кӳлмек урлӑ тепӗр икӗ автомобиль кӗперне хывнӑ: 1964 ҫулта тунӑ Форт-Роуд-Бридж ҫакӑнса тӑракан кӗпер тата 2017 ҫулта уҫнӑ Квинсферри-Кроссинг вантлӑ кӗпер .

Кӗпер историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Консольлӗ кӗпер мӗнле ӗҫленине кӑтартакан открытка (1882 тата 1904 ҫҫ. хушшинче)

XIX ӗмӗрӗн ытларах пайӗнче Шотландин тухӑҫ ҫыранӗпе Эдинбургпа Абердин хушшинче чукун ҫулпа тӳрӗ ҫыхӑну йӗркелеме Ҫурҫӗр тинӗсӗн фьорд евӗрлӗ икӗ сарлака кӳлмекӗ — Ферт-оф-Форт тата Ферт-оф-Тей — кансӗрленӗ. 1806 ҫулта Ферт-оф-Форт айӗн туннель чавма сӗннӗ, 1818 ҫулта — кӗпер, апла пулин те икӗ проекта та йышӑнман. 1865 ҫулта парламент акчӗпе Куинсферри ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ кӳлмекӗн ансӑр пайӗ патӗнче кӗпер тӑвассине ҫирӗплетнӗ. 1873 ҫулта 4 чукун ҫул компани консорциумӗ кӗпере проектлама Томас Бауча хушнӑ, вӑл 480 м тӑршшӗ икӗ пролетлӑ ҫакӑнса тӑракан кӗпер тума сӗннӗ. Укҫа-тенкӗ уйӑрасси тытӑнса тӑнине пула строительство ӗҫӗсене хӑвӑрт пуҫӑнман, 1879 ҫул тӗлне пӗрремӗш опорӑна кӑна вырнаҫтарма тытӑннӑ.

1890 ҫулта туса пӗтернӗ Форт урлӑ хывнӑ кӗпер

1879 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Ферт-оф-Тей урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче, ӑна туса пӗтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул ҫеҫ иртсен, пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн кӗпер тӑвассине чарса хунӑ. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула кӗперӗн тӗп сыппи ун тӑрӑх иртсе пыракан пуйӑспа пӗрле ишӗлсе аннӑ, ҫакна пула 75 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 1881 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗ комисси кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ишӗлсе аннӑ кӗпер проектӗнче йӑнӑшсем пулнӑ, ҫавна май Бауч сӗннӗ плана йышӑнман. Часах Томас Бауч вилнӗ, Джон Фаулерпа Бенджамин Бэйкер инженерсем вара консольлӗ структурӑна тӗпе хурса ҫӗнӗ проект хатӗрленӗ, парламент ӑна 1881 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Тей урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинчи пӑтӑрмаха пула Ферт-оф-Форт урлӑ хывнӑ кӗпер тӗлӗшпе ҫирӗпрех ыйтнӑ, вӗсем ытлашшипех пулнӑ — тӗслӗхрен, кӗпер тӑрӑх пуйӑс иртнӗ май ун ҫинче нимӗнле вибраци те пулмалла пулман.

1890 ҫулта кӗпере туса пӗтернӗ хыҫҫӑн

Чукунпа туптанӑ тимӗрпе усӑ курассине ырламан хыҫҫӑн, инженерсем хурҫӑпа усӑ курма шут тытнӑ — 1865 ҫулта мартен кӑмакине ӑсталама вӗреннӗ хыҫҫӑн унӑн пахалӑхӗ самай ӳснӗ. 1874 ҫулта Миссисипи урлӑ хывнӑ хурҫӑран ӑсталанӑ пӗрремӗш пысӑк кӗпере ӑсталанӑ Джеймс Идс американ инженерӗн опычӗпе усӑ курса британсем кӗпере 1882 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тума пуҫланӑ та 1885 ҫул вӗҫнелле гранит юпасене (вӗсенчен саккӑрӑшӗ шывра тӑрать) вырнаҫтарас ӗҫе вӗҫленӗ. Шыв айӗнчи тӗрексен никӗсне рабочисем кессонсемпе — 27 м тарӑнӑшне антарнӑ металлран хатӗрленӗ пысӑк цилиндрсемпе — усӑ курса хатӗрленӗ.

1886 ҫулта тӗрексене тӑвас ӗҫ пуҫланнӑ, вӗсене хатӗрлеме халиччен никам илтмен хурҫӑ калӑпӑшӗ тухса кайнӑ — 54 860 тонна. Хурҫӑна Шотландири тата Уэльсри икӗ хурҫӑ шӑратакан савутра туса кӑларнӑ пулнӑ. Пӗтӗмӗшле 4 267 тонна таякан 6,5 млн клепка пӑтине Глазгора тунӑ. Варринчи сыпӑна 1889 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче туса пӗтернӗ[4].

Тӗп сыпӑсене ҫыхӑнтаракан варринчи пайӗн 100,74 м тӑршшӗ ҫакӑнса тӑракан пая шыв тӑрӑх илсе ҫитернӗ[5].

Кӗпере тунӑ чухне 57 ҫын вилнӗ, унсӑр пуҫне тата саккӑрӑшне кӗпер айӗнче хуралласа тӑракан кимӗсем ҫинчен ҫӑлнӑ (кӗпере тунӑ май чӑннипе миҫе ҫын вилни пирки иккӗленӳсем пур пулин те)[6].

1890 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кӗпер ҫине харӑсах кӑнтӑр енчен 300 метр тӑршшӗллӗ икӗ пуйӑс пырса кӗнӗ. 72-шер тонна таякан икӗ локомотив 50-шар вакун туртнӑ, кашни пуйӑсӑн йывӑрӑшӗ пӗтӗмӗшле 900 тоннӑпа танлашнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн кӗпер структурин улшӑнӑвӗ маларах палӑртнӑ виҫерен иртменнине кӑтартса панӑ.

1890 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче кӗпере савӑнӑҫлӑ уяв ирттерсе Бенджамин Бэйкерпа Гюстав Эйфель умӗнче Уэльс принцӗ (VII Эдуард) уҫнӑ[7]. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 3,2 миллион фунт стерлингӗпа танлашнӑ. Кӗпере уҫнӑ май унӑн сӑнне эстетика тӗлӗшӗнчен те хакланӑ — Уильям Моррис сӑвӑҫ тата ӳнерҫӗ кӗпер пирки «чи ҫӳллӗ шайри илемсӗрлӗх» (акăл. the supremest specimen of all ugliness)[1] тесе палӑртнӑ.

1894 ҫулта кӗпер тӑрӑх 26 451 пассажира турттарнӑ, пӗтӗмӗшле ун ҫине 7 492 833 тонна тиеннӗ. 2000 ҫулта ҫак кӑтартусем 54 080 ҫынпа тата 10 500 000 тоннӑпа танлашнӑ[8].

2,5 ҫухрӑм тӑршшӗ кӗпере туса пӗтернӗ хыҫҫӑн 120 ҫул ытла иртнӗ пулин те шотландсем ҫак вӑхӑт хушшинче ӑна вӗҫӗмсӗр сӑрласа тӑнӑ. Пӗр вӗҫӗнче сӑрӑ типме пуҫланӑ тӗлне унӑн тепӗр вӗҫӗ тутӑхма та пуҫланӑ. Ҫапла вара Аслӑ Британире «Форт-бриджа сӑрласси» тени «Сизиф ӗҫӗ», «алапа шыв йӑтасси» фразеологизмсен эквиваленчӗ пулса тӑнӑ. 2012 ҫулта ятарлӑ сӑрӑ валли ҫӗнӗ состав тупнӑ хыҫҫӑн, кӗпере пӗр вӗҫӗмсӗр сӑрлама пӑрахнӑ, анчах ку, ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, сахалтан та 25 ҫула тӑсӑлӗ[9].

Конструкцийӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӗперӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 2,5 ҫухрӑмпа танлашать. Кӑнтӑр енчен кӗперӗн консольлӗ пайӗ 51,2 м тӑршӗллӗ 10 сыпӑран, ҫурҫӗр енчен 5 сыпӑран тӑракан виадукпа ҫыхӑннӑ. Сыпӑсене ҫакӑн пек схемӑпа вырнаҫтарнӑ — 52,73 + 8 х 51,20 + 54,56 + 210,23 + 43,20 + 521,20 + 79,25 + 521,20 + 44,20 + 210,23 + 54,56 + 3 х 51,20 + 54,74 м[10]. Кӗперӗн 100,6 м ҫӳллӗш виҫӗ тӗрек пур, вӗсенчен варринчи тарӑн кӳлмек варринче, Инчгарви утрав патӗнче вырнаҫнӑ. 3,6 м диаметрлӑ пӑрӑхсенчен пуҫтарнӑ консольсем 207,3 метр тӑршшӗ туратсене тытса тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗринпе вӗсем 106,7 м вӑрӑмӑш пайсемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, ҫапла вара сыпӑсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 521,3 м танлашать. Тӗрексем хушши 582,8 м, хӗррисенчи чул юпасем хушши — 1630,7 м. Чукун ҫул ҫийӗ шыв шайӗнчен 48,2 м ҫӳллӗшӗнче (тинӗс шывӗ ҫӗкленнӗ вӑхӑтра) иртет[8].

Forth Bridge (15095755025).jpg Forthbron, Nordisk familjebok.png

Ферт-оф-Форт урлӑ хывнӑ кӗперӗн панорами
Ферт-оф-Форт урлӑ хывнӑ кӗперӗн панорами

Популярлӑ культурӑра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 Forth Bridge (railway bridge, Scotland, United Kingdom) , Wayback Machine çинчи 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи копийӗ — Britannica Online Encyclopedia
  2. ^ Пунин, 1974, с. 26
  3. ^ The Forth Rail Bridge at UK Tentative List (англ.). UNESCO. Пӑхнӑ кун: 18 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009. Архивланӑ 9 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012 ҫул.
  4. ^ Donald Langmead, Christine Garnaut. Encyclopedia of architectural and engineering feats. — 3. — 2001. — С. 388. — 118-120 с.
  5. ^ Теплицкий А. В., Крамарев С. Я., Никитин М. К., Протасов К. Г. Металлические мосты. — 2-е изд., перераб. и доп. — Транспорт, 1973. — С. 181. — 352 с.
  6. ^ Rail bridge death toll increases (англ.). BBC (4 Авӑн уйӑхӗн 2006). Пӑхнӑ кун: 18 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009. Архивланӑ 9 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012 ҫул.
  7. ^ Forth Rail Bridge (англ.). Structurae. Пӑхнӑ кун: 18 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009. Архивланӑ 4 Ҫӗртме уйӑхӗн 2011 ҫул.
  8. ^ 1, 2 Forth Rail Bridge Facts & Figures (англ.). forthbridges.org.uk. Пӑхнӑ кун: 19 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009. оригиналтан архивланӑ 23 Раштав уйӑхӗн 2012 ҫул.
  9. ^ Cramb, Auslan. Non-stop job of painting Forth Bridge to end, Daily Telegraph (2008-02-18). Тĕрĕсленĕ 25 Пуш уйӑхӗн 2014.
  10. ^ Пунин, 1974, с. 28
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Форт-Бридж статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '