Токарев Александр Михайлович
Токарев Александр Михайлович (1919 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Анатриял, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1997 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ) — патшалӑх ӗҫченӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1972).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Александр Михайлович 1919 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи[1] Анатриялта ҫуралнӑ[2].
1941 ҫулта Хусан патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1951 ҫулта ВКП(б) ЦК ҫумӗнчи Аслӑ парти шкулӗнче пӗлӳ илнӗ[2].
1941–1942 ҫулсенче Шӑрттанти тулли мар вӑтам шкулта, Хурамал тата Йӗпреҫ вӑтам шкулӗсенче ачасене физикӑпа математика вӗрентнӗ[2].
1942 ҫултан ВЛКСМ(выр.)чăв. Чӑваш обкомӗн секретарӗ пулнӑ. 1949–1951 ҫулсенче республикӑн культурӑпа ҫутӗҫ учрежденисемпе ӗҫлекен управленин начальникӗ пулса ӗҫленӗ[2].
1951 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1954 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Чӑваш АССР ҫутӗҫ министрӗ пулнӑ[2].
1954–1963 ҫулсенче пропагандӑпа агитаци пайӗн, шкулсемпе ВУЗсен заведующий ҫумӗ пулнӑ, 1963–1965 ҫулсенче — КПСС Чӑваш обкомӗн идеологи пайӗн, пропагандӑпа агитаци пайӗн лектор ушкӑнӗн ертӳҫи[2].
1965–1982 ҫулсенче Республикӑн политикӑлла ҫутӗҫ ҫурчӗн заведующийӗ пулнӑ, 1983–1989 ҫулсенче — Марксизмпа ленинизм университечӗн директорӗ, куҫӑмсӑр вӗренӳ факультечӗн деканӗ[2].
1997 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ӑслӑлӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ
Александр Михайлович 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ[2].
Хисепӗсем
Александр Михайлович ҫак хисепсене тивӗҫнӗ[2]:
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1979);
- «Хисеп палли» орден (икӗ хут);
- медальсем.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- Ф.Ф. Фёдоров. Токарев Александр Михайлович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.