Капитонов Пётр Капитонович
Капитонов Пётр Капитонович (1910 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ, Анат Вăрманъял, Хусан кӗпӗрни — XX ӗмӗр) — патшалӑх ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Пётр Капитонович 1910 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Анат Вӑрманьял[1] ялӗнче ҫуралнӑ.
Пётр Капитонов Канашри педагогика техникумӗнче (1930) тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (1947) пӗлӳ илнӗ.
Хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне 1929 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тукай шкулӗнче ачасене шкулта вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унтан Йӗпреҫри колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче ачасене географи вӗрентнӗ, ВЛКСМ Йӗпреҫ райкомӗн секретарь ҫумӗ, секретарӗ, ҫутӗҫ ӗҫченӗсен профсоюзӗн обком секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Шӑхасан ӗҫ ҫамрӑкӗсен шкулне ертсе пынӑ, Шӑхасан вӑтам шкулӗн директорӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Волгоград облаҫӗнчи Камышин(выр.)чăв. хулинчи Камышин-Бухтун тулли мар вӑтам шкулта вӗренӳ пайӗн заведующийӗ пулнӑ.
1933 ҫулта ҫара илнӗ[2]. 1936 ҫултан ҫарта пулнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1946 ҫулта ҫартан таврӑннӑ[3].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн хула вӗрентӳ пайӗн шкул инспекторӗ, Канаш районӗн вӗрентӳ пайӗн заведующийӗ, Канаш хула ӗҫтӑвкомӗн председатель ҫумӗ тата председателӗ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи полиграфи промышленноҫӗн, издательствӑсен тата кӗнеке суту-илӗвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
1953–1957 ҫулсенче — Чӑваш АССР культура министрӗ, 1957–1961 ҫулсенче — Чӑваш АССР вӗрентӳ министрӗ[4].
1962–1964 ҫулсенче Шупашкарти планпа экономика техникумӗн директорӗ пулнӑ[2].
Хисепӗсем
Пётр Капитонович ҫак наградӑсене тивӗҫнӗ[2]:
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1945);
- «Хисеп палли» орденӗ;
- «Кавказа хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944);
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945);
- «Будапешта илнӗшӗн» медаль (1945);
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1943);
Ӑнлантарусем
- ^ Халӗ Чӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округне кӗрет.
- ^ 1, 2, 3 Капитонов Петр Капитонович (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ Ф.Ф. Фёдоров. Капитонов Пётр Капитонович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ Капитонов, Петр Капитонович (государственный деятель; 07.02.1910-неизв.) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Прокопьев, В. П. Капитонов Петр Капитонович / В. П. Прокопьев, Ф. Ф. Федоров // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 255-256
- Штурвальные просвещения // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2005. — № 5. — С. 15-16.
Каҫӑсем
- Ф.Ф. Фёдоров. Капитонов Пётр Капитонович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- Капитонов, Петр Капитонович (государственный деятель; 07.02.1910-неизв.) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.