Морозов Рюрик Николаевич
Морозов Рюрик Николаевич (1946 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ, Урпаш (Етĕрне районĕ) — 2006 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ, Шупашкар) — регионти патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата аслӑ шкул министрӗ (1994—1996).
Пурнӑҫӗ
Морозов Рюрик 1946 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Вӑтам пӗлӗве Етӗрне районӗнчи Урпашри вӑтам шкулта илнӗ (1964)[2]. 1970 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1986 ҫулта — Горькинчи аслӑ парти шкулӗнчен[3].
1972—1973 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1970—1972 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Пӑрачкав районӗнчи Напольное салинчи вӑтам шкулта физика учителӗ пулса ӗҫленӗ. Хӗсметрен таврӑнсан 1977 ҫулччен рабочи ҫамрӑкӗсен 5-мӗш шкулӗнче тата Шупашкарти 6-мӗш вӑтам шкулта вӑй хунӑ[1].
1977—1983 ҫулсенче инструктор должноҫӗнче ӗҫленӗ, унтан Чӑваш обком партийӗн пропаганда тата агитаци пайӗн лекторӗ пулнӑ. 1985 ҫулта ӑна Шупашкар КПССӗн Мускав райкомӗн секретарьне лартнӑ. 1988 ҫулта ӑна КПССӑн Шупашкар хула комитечӗн иккӗмӗш секретарӗн должноҫне ҫирӗплетнӗ, унтан Чӑваш АССРӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Ҫак должноҫра вӑл 1991 ҫулччен вӑй хунӑ[1].
1992 ҫулта Шупашкарти дизель завочӗн социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ[4]. 1994 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата аслӑ шкул министерствине ертсе пыма шаннӑ. Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗн должноҫне 1996 ҫулччен йышӑннӑ. 1996—1998 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи 27-мӗш професси училищин директорӗ пулнӑ[3].
1998 ҫулта Шупашкарти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ӗҫлеме куҫнӑ, унта 2006 ҫулчен директорта вӑй хунӑ[4].
2006 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Морозов Рюрик Николаевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Ювановской школе 100 лет (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Морозов, Рюрик Николаевич (государственный деятель; 05.10.1946-22.08.2006) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Светлой памяти Морозова Рюрика Николаевича (выр.). gov.cap.ru (24 ҫурлан 2006). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Ф. Ф. Фёдоров. Морозов Рюрик Николаевич (выр.). Чувашская энциклопедия.