Чӑваш буржуаллӑ-наци организацийӗн ӗҫӗ

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Чӑваш контрреволюциллӗ буржуаллӑ-наци организацийӗн ӗҫӗЧӑваш АССРӗн хӑш-пӗр парти, патшалӑх тата хуҫалӑх ӗҫченӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫ. 1937 ҫултан пуҫласа 1941 ҫулччен ӑна РСФСР Аслӑ сучӗн уголовлӑ ӗҫӗсен суд коллегийӗ (1937—1939), Атӑлҫи ҫар округӗн ҫар трибуналӗ (1937—1939), СССР Аслӑ сучӗн уголовлӑ ӗҫӗсен суд коллегийӗ (1940), СССР Аслӑ сучӗн Ҫар коллегийӗ (1941), СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлура (ОСО, 1941) пӑхса тухнӑ.

Чӑваш АССРӗн НКВД следователӗсен версийӗ тӑрӑх, ӗҫ фигуранчӗсем 1920-мӗш ҫулсен иккӗмӗш ҫурринчен пуҫласа Чӑваш АССРӗнче «контрреволюциллӗ буржуазллӗ-наци организацийӗ» ӗҫне хутшӑннӑ, ӑна ВКП (б) Чӑваш обкомӗн яваплӑ секретарӗ С. П. Петров, ЧАССР халӑх комиссарӗсен канашӗн председателӗ В. И. Токсин тата ЧАССР ЦИК Президиумӗн председателӗ А. Н. Никитин ертсе пынӑ[1].

Ӗҫ фигуранчӗсем

Суд Ят Халӑх Арестленӗ чухне ӗҫленӗ вырӑн Арестленӗ кун Пӗтӗмлетӳ тунӑ кун Айӑплани Пӗтӗмлетӗве йышӑннӑ орган РСФСР УК статйи Вилнӗ ҫул
ВТ Петров С. П. чӑваш Челепи облаҫӗнчи ҫул-йӗр управленийӗн районти ял ҫулӗсен секторӗн аслӑ инспекторӗ 1938.12.27 1941.05.13 10 ҫул, тӗрмене хупнӑ СССР Аслӑ сучӗн ҫар коллегийӗ 58.11 1942
ВТ Андреев Я. А. вырӑс Етӗрне районӗн лаша савучӗн заведующийӗ 1938.08.27 1941.05.13 10 ҫул, тӗрмене хупнӑ СССР Аслӑ сучӗн ҫар коллегийӗ 58.10, 58.11 1975
ВТ Кузнецов И. Д. чӑваш ВКП(б) чӑваш обкомӗн культпросветӗҫ шкулӗн пай заведующийӗ 1937.11.29 1941.05.13 8 ҫул, тӗрмене хупнӑ СССР Аслӑ сучӗн ҫар коллегийӗ 58.10, 58.11 1991
ВТ Зефиров Ф. М. чӑваш ВКП(б) Шупашкар хула комитечӗн пӗрремеш секретарӗ 1937.07.24 ӗҫе айӑпланакан вилнӗрен хупнӑ 1941
ВТ Токсин В. И. чӑваш Шупашкар кирпӗч савучӗн директорӗ 1937.10.22 1941.05.13 10 ҫул, тӗрмене хупнӑ СССР Аслӑ сучӗн ҫар коллегийӗ 58.7, 58.8, 58.11 1942
ВТ Яковлев А. Я. чӑваш Чӑваш АССР СНК председателӗн ҫумӗ 1938.05.04 1941.09.16 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 58.7, 58.10, 58.11 1948
ВТ Чернов Е. С. чӑваш ЧАССР СНК ҫутӗҫ халӑк комитечӗ 1938.08.27 1941.05.13 8 ҫул, тӗрмене хупнӑ СССР Аслӑ сучӗн ҫар коллегийӗ 58.7, 58.10, 58.11 1965
ВТ Чернов Л. С. чӑваш Чӑваш республикин потребительсен пӗрлӗхӗн правлени председателӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан 1938.05.23 1941.09.16 5 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 58.7 1942
ВТ Харитонов А. Х. чӑваш Ҫӗмӗрле район ӗҫтӑвкомӗн председателӗ 1937.10.10 1941.09.16 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 19, 58.2, 58.6, 58.8, 58.11 1943
ВТ Сымокин А. С. чӑваш Шӑхасан МТС директрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан 1938.11.21 1941.09.10 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 19, 58.7, 58.8, 58.11 1980
ВТ Ермаков М. Т. чӑваш ЧАССР Осоавиахим Тӗп Канешӗн председателӗ 1937.10.15 1941.09.16 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 19, 58.2, 58.7, 58.11
ВТ Хрисанфов Т. П. вырӑс Шупашкар хулин «Чӑвашвӑрманпром» контора управляющийӗ 1939.03.17 1941.09.10 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 19, 58.2, 58.7, 58.10, 58.11 1974
ВТ Иванов Г. И. чӑваш ЧАССР Госпланӑн председателӗ 1937.09.29 1937.12.05 10 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 19, 58.8, 58.10, 58.11 1944
ВС Юрьев П. Ф. чӑваш ВКП(б) Чӑваш обкомӗн ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗ 1938.08.05 ӗҫе айӑпланакан вилнӗрен хупнӑ 1940
ВС Васильев А. В. чӑваш Чӑваш АССР Тӗп ӗҫтӑвкомӗн председатель ҫумӗ 1938.01.09 1941.09.16 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 58.7, 58.10, 58.11 1983
ВС Морозов И. Я. чӑваш Сталинград облаҫӗн комзаг уполномоченнӑй ҫумӗ 1938.07.27 1941.09.22 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 58.7, 58.10, 58.11 1944
ВС Спиридонов М. Ф. чӑваш ЧАССР НКЗ наркомӗн ҫумӗ 1937.07.15 1941.09.10 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 58.7, 58.10 1942
ВС Михопаркин А. Т. чӑваш ЧАССР НКЗ, ветеринари управленийӗн начальникӗ 1937.07.31 1940.05.20 ирӗклӗхрен 2 ҫуллӑха хӑтарнӑ СССР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 111
ВС Павлов Д. Т. чӑваш ЧАССР ҫӗр ӗҫ наркомачӗ, ветеринари управленийӗн начальникӗ 1937.10.09 ӗҫе айӑпланакан вилнӗрен хупнӑ 1940
ВС Шулов А. П. вырӑс ЧАССР ҫӗр ӗҫ наркомачӗ, «Чӑваш племзаготконторӑн» управляющийӗ 1937.10.28 1941.09.16 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 58.7, 58.11
ВС Петров Н. П. чӑваш ЧАССР ҫӗр ӗҫ наркомачӗ, агроном-семеновод 1937.10.29 1940.05.20 1,5 ҫул, пӗрлехи тӗрме СССР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 111
ВС Кузьмин М. С. чӑваш ЧАССР Турхан районӗн ӗҫтӗвкомӗ, сывлӑх пайӗн заведующийӗ 1937.05.21 1941.09.16 8 ҫул, ИТЛ СССР НКВД ҫумӗнчи ятарлӑ канашлу 58.7, 58.10
ВС Гаврилов И. Г. чӑваш ЧАССР ҫӗр ӗҫ наркомачӗ, апатпа тивӗҫтерекен агроном 1937.10.28 1939.10.12 айӑплоӑ мар тесе йышӑннӑ РСФСР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 1944
ВС Филиппов И. Ф. чӑваш ЧАССР ҫӗр ӗҫ наркомачӗ, «Чӑвашкрахмалтрест» управляющийӗ 1937.12.25 1940.05.20 ирӗклӗхран 2 ҫула хӑтарнӑ СССР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 109 1965
ВС Дмитриев А. Д. чӑваш ЧАССР Елчӗк районӗн Ӗҫтӑвкомӗ, председатель 1938.06.21 1940.05.20 ирӗклӗхран 2 ҫула хӑтарнӑ СССР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 58.7, 58.11
ВС Гаврилов М. Г. вырӑс ЧАССР Елчӗк районӗн Ӗҫтӑвкомӗ, заготовка организацийӗн заведующийӗ; Елчӗк районӗн ҫӗр пайӗн заведующийӗ 1938.04.21 1940.05.20 2 ҫул, пӗрлехи тӗрме СССР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 109
ВС Липатов П. И. чӑваш ЧАССР Трак районӗн Ӗҫтӗвкомӗ, председатель 1939.10.12 1940.05.20 2 ҫул, пӗрлехи тӗрме СССР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 109 1945
ВС Майрин Е. Я. чӑваш ЧАССР шалти суту-илӗвӗн наркомачӗ, нарком ҫумӗ 1937.10.20 1940.05.20 4 ҫул, ИТЛ СССР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 58.10 1944
ВС Ефремов К. М. чӑваш ЧАССР ҫӗрӗҫ наркомачӗ, «Союзплодовощь» пӗрлешӗвӗн шофёр вӗренекенӗ 1937.10.19 1940.05.20 2 ҫул, пӗрлехи тӗрме СССР ВС уголовлӑ ӗҫсен суд коллегийӗ 109 1941
АР Никитин А. Н. чӑваш ЧАССР Тӗпӗҫтӑвкомӗ, Президиум председателӗ 1939.02.04 ӗҫе айӑпланакан вилнӗрен хупнӑ 1942

Ӗҫе пуҫарас умӗн пулса иртни

1936 ҫулта Мускавран Шупашкара ВКП(б) Тӗп комитечӗ ҫумӗнчи парти тӗрӗслевӗн комиссийӗн уполномоченнӑйне М. М. Сахьяновӑна тата ВЛКСМ Тӗп комитечӗн инструкторне О. П. Мишаковӑна янӑ, вӗсем ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: С. П. Петров шанчӑклӑ мар, Чӑваш республики партие хирӗҫ, советсене хирӗҫ, тӑшмансен йӑви пулса тӑнӑ[1].

Сахьянова М. М. Чӑваш АССРӗн парти, совет, профсоюз тата хуҫалӑх аппарачӗсене йышлӑ лекнӗ Совет влаҫӗн тӑшманӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма ыйтнӑ, Мишакова О. П. «халӑх тӑшманӗсене» ВЛКСМ обкомӗн аппаратӗнче тупса палӑртнӑ. 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1937 ҫулхи раштав уйӑхӗччен вӑл Чӑваш АССРӗн парти тӗрӗслевӗн комитечӗн уполномоченнӑйӗ пулса Шупашкарта партине тасатас тӗлӗшпе ӗҫленӗ. Вӑл пуҫарнипе Чӑвашри пӗтӗм ертсе пыракан пуҫлӑхсене улӑштарнӑ, ҫав йыша ВКП(б) Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Сергей Петрова та лекнӗ. Вӑл Чӑвашра «­советсене хирӗҫле ӗҫлекен йӑва» тупнӑ[1].

Чи малтан Тӗп суд председателӗ пулнӑ Элифанова айӑпланӑ, ун чухне вӑл Чӑваш АССР прокурорӗ пулнӑ, Сахьянова ӑна «уголовлӑ преступленисене куллен курмӑш пулнишӗн тата социализмла саккун йӗркине пӑснишӗн» айӑпланӑ, ҫавӑн пекех «халӑх тӑшманӗсене айӑпласран сыхланишӗн» те лекнӗ. 1937 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Мария Сахьянова Шупашкарти парти активӗн пухӑвӗнче халӑха вӗсен «ухмахла хӑйсене лӑпкӑлӑхра тытас чир» пурри пирки пӗлтернӗ, «революцилле сыхлӑхра пулмалли» пирки чӗнсе каланӑ. Ун чухне Ӳнер ӗҫӗсен управленийӗн пуҫлӑхне Аркадий Золотова критикленӗ.

1937 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче иртнӗ XVIII облаҫри партконференцире вӑл тухса калаҫса «Чӑваш АССРӗн парти, совет, профсоюз, комсомол тата хуҫалӑх аппарачӗсене кӗрсе вырнаҫнӑ совет влаҫӗн тӑшманӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларассине вӑйлатма» хушнӑ.

Чӑваш республикинчи партине тасатнӑ май ҫынсене тӗпрен «национализм» енӗпе айӑпланӑ пулнӑ. Республикӑри ертӳлӗх йышӗнчен чӑваш халӑх ҫыннисене кӑларса ҫапнине пула республикӑри тӗп вырӑнсене чылай вӑхӑтлӑх хушши вырӑс ертӳҫисем йышӑннӑ. Петров хыҫҫӑн ВКП(б) Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ вырӑнне 1937 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче кӗске вӑхӑтлӑха Герасим Иванов чӑваш пулса тӑнӑ. Анчах кӗҫех Иванова арестленӗ те персе пӑрахнӑ. Ҫавна пула Чӑваш Енри тӗп вырӑна Алексей Волков йышӑннӑ, Чӑваш республикин СНК председателӗ вырӑнне А. В. Сомов[шаблон кăларса пăрах] ларнӑ. Чӑваш АССРӗнче ҫапла май совет тата парти аппаратне «вырӑнти халӑхран» йӗркелес политика хупланнӑ теме пулать.

Сахьянова Шупашкара киличчен чылай маларах чӑваш ертӳҫисем хӑйсем те репрессисене хастар хутшӑннӑ. Партире тӑман чӑваш интеллигенцине, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсене, тӗн ҫыннисене 1930-мӗш ҫулсен пӗрремӗш ҫурринчех тасатнӑ, 1937 ҫулта обком секретарӗ Петров тата республика прокурорӗ Элифанов республикӑн шалти ӗҫсен наркомӗпе Розановпа пӗрле Чӑваш АССРӗнче судсӑр приговорсем йышӑнакан виҫӗ ҫын шутне кӗртнӗ. Апла пулин те, 1953 ҫулта Сергей Петрова реабилитациленӗ, ӑна репрессине пула шар курнӑ ҫын тесе шутланма пуҫланӑ.

О. П. Мишакова комсомолӑн тӗп комитечӗн тӗп секретарӗн А. В. Косаревӑн(выр.)чăв. хушӑвӗсене пӑснӑ: Чӑваш облаҫӗн организацине ҫирӗпленме пулӑшас вырӑнне вӑл ҫамрӑксен хушшинчи тӗрӗсленӗ кадрӗсене «хӗнеме» тытӑннӑ. Комсомол ертӳҫисенчен чи малтан П. И. Иванов шар курнӑ. 1937 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче партин Шупашкар хулинчи комитечӗ ӑна ВКП(б) ретӗнчен кӑларса янӑ, ун чухне вӑл «Чӑваш коммуни» хаҫат редакторӗ пулнӑ. Ӑна «буржуазлӑ националистсен статйисен хаҫатра вырнаҫтарнӑшӑн, ВКП(б) тӗп комитетӑн нарӑспа пуш уйӑхӗнчи пленумӗн йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртменшӗн» айӑпланӑ. Малалла ун пирки «чӑваш буржуазлӑ национализмла организаци членӗ» тесе ҫырнӑ[2].

1937 ҫулхи кӗркунне ВЛКСМ-ӑн XIV облаҫри конференцире О. П. Мишакова «ВЛКСМ область аппаратӗнче тӑшман ларать» тесе пӗлтернӗ. Вӑл ыйтнипе тӳрремӗнех конференцире 7 ҫынна комсомолтан кӑларса янӑ, 36 ҫынна делегата мандатсӑр хӑварнӑ, вӗсене политика енчен шанчӑксӑр тесе палӑртнӑ. Конференци хыҫҫӑн чӑваш комсомолӗн ертӳҫисем А. С. Сымокин, И. Т. Терентьев тата ВЛКСМ обкомӗн ытти ӗҫченӗсене «халӑх тӑшманӗ» тесе пӗлтернӗ. Темиҫе кунтан ВКП(б) обкомӗ ҫумӗнчи парти контролӗн комиссийӗн парти коллегийӗ тин ҫеҫ комсомол обкомӗн пӗрремӗш секретарӗн вырӑнӗнчен кӑларса янӑ А. С. Сымокин ӗҫе пӑхса тухма пуҫланӑ. 1937 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче вердикт тунӑ: «Йывӑр политика йӑнӑшӗсем тунӑшӑн, тӑшмансене пулӑшнӑшӑн ВКП (б) ретӗнчен кӑларса ямалла». Парти обкомӗн ҫӗнӗ пӗрремӗш секретарӗ Герасим Иванов, ҫак должноҫран кӑларнӑ С. П. Петров вырӑнне суйланӑскер, ҫак йышӑнӑва пӑрахӑҫланӑ.

1937 ҫулхи раштав пуҫламӑшӗнче Сахьянова Чӑваш АССРӗнче хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ те Мускава таврӑннӑ[1].

Сӑнсем

Арестленисем

С. П. Петрова Челябинскри УНКВД 1938 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче арестленӗ[3].

Анчах Г. И. Иванова хӑйне арестленӗ хыҫҫӑн унӑн «йӑнӑшӗсене тӳрлетнӗ»: А. С. Сымокина 1938 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче партирен «НКВДӑн органӗсем катертнӗ» тесе кӑларнӑ. Александр Семёновича 1938 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче тытса чарнӑ.

Суд пӑхса тухни

РСФСР Аслӑ сучӗ ӗҫе пӑхса тухни

1939 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ — юпан 12-мӗшӗнче Чӑваш республикинчи ҫӗр ӗҫӗн Наркомачӗн тата ытти организацисен ушкӑнне «контрреволюциллӗ буржуаллӑ наци организацине» хутшӑннӑшӑн айӑплакан процесс иртнӗ. Пурӗ ҫынна явап тыттарнӑ, вӗсен хушшинче ЧАССР тӗп ӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗ А. В. Васильев, ҫӗр ӗҫ наркомӗ П. Ф. Юрьев, ЧАССР уполнаркомзагӗ И. Я. Морозов, ЧАССР ҫӗр ӗҫ халӑх комитечӗн выльӑх-чӗрлӗх управленийӗн пуҫлӑхӗ М. Ф. Спиридонов, ВКП(б) Чӑваш обкомӗн шкул пайӗн инструкторӗ М. С. Кузьмин тата ыттисем пулнӑ.

Суд коллегийӗн приговорӗ тӑрӑх А. В. Васильева, П. Ф. Юрьева тата И. Я. Морозова персе пӑрахма йышӑннӑ (ӗҫе тепӗр хут пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн вӗсене вӑрахлӑха тӗрлмене хупса хума йышӑннӑ), вуникӗ айӑпланакана тӗрлӗ ҫула тӗрмене хупнӑ, пӗрине айӑпсӑр тесе йышӑннӑ.

1939 ҫулта Атӑлҫи Ҫар трибуналӗ ӗҫе пӑхса тухни

Ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсен суд процесне 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ирттернӗ.

1939 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче йышӑннӑ приговор вӗсене «контрреволюциллӗ буржуаллӑ наци организацине йӗркеленӗшӗн, ҫавна пула темиҫе ҫул хушши ЧАССР халӑх хуҫалӑхне сиен кӳрекен ӗҫ-хӗле туса ирттернӗшӗн, совет йӗркине сирпӗтсе антарма тӗллев лартнӑшӑн» айӑпланӑ. Вӗсене ҫавӑн пекех «троцкистсемпе тата троцкистсем майлӑ блокӗн пуҫлӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑшӑн, Коммунистсен партийӗн тата Совет влаҫӗн ертӳҫисене хирӗҫ терактсем пурнӑҫлама тӗллев лартнӑшӑн» та айӑплӑ тесе йышӑннӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх организацие С. П. Петров, Я. А. Андреев тата В. И. Токсин ертсе пынӑ, вӗсем унта «тройка» евӗр центр йӗркеленӗ.

С. П. Петрова, Я. А. Андреева, В. И. Токсина, Г. И. Иванова тата М. Т. Ермакова персе вӗлерме йышӑннӑ, ыттисене — 10 ҫултан пуҫласа 20 ҫулччен ирӗклӗхсӗр хӑварса тӗрмене хупнӑ[4].

Ӗҫе СССР Аслӑ сучӗн Ҫар коллегийӗнче пӑхса тухни

1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче СССР Аслӑ сучӗн Ҫар коллегийӗ суд приговорне ҫӗнӗрен пӑхса тухса ӑна тепӗр хут анлӑрах тӗпчеме йышӑннӑ.

1941 ҫулта ӗҫе Атӑлҫи Ҫар трибуналӗнче ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ

1941 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Атӑлҫи Ҫар трибуналӗ чӑваш «контрреволюциллӗ буржуаллӑ наци организацийӗн ертӳҫисем» тӗлӗшпе приговор кӑларнӑ: С.П. Петрова, В.И. Токсина, Я.А. Андреева и Г.И. Иванова персе пӑрахас вырӑнне вунӑ ҫул лагерьсене ӑсатмалли ҫине улӑштарнӑ; И.Д. Кузнецовпа Е.С. Черновӑн срокне кӗскетсе 8 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ[4].

Пӗтӗмлетӳсем

Петров С. П. 1942 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Казах ССРӗнчи Долински посёлокра вилнӗ. Тепӗр даннӑйсем тӑрӑх унӑн пурнӑҫӗ 1942 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче Казах ССРӗнчи Доменски салинче вӗҫленнӗ.

И. Д. Кузнецов пӗтӗм срока ларса тухнӑ хыҫҫӑн таврӑннӑ, профессора ятне тивӗҫнӗ, 1991 ҫулта йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн ватлӑхра вилнӗ. Хӑш-пӗрисем лагерсенче ӗҫлесе йывӑр условисене пула вилнӗ.

1953 ҫул хыҫҫӑн реабилитацилени

1956 ҫулхи юпа уйӑхӗнче КПСС Тӗп комитечӗ ҫумӗнчи парти контролӗн комиссийӗ Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗн Семён Ислюковӑн ҫырӑвне пӑхса тухнӑ, унта Мария Сахьянова Чӑваш республикинче ирттернӗ ӗҫе хак панӑ. Комисси ун чухне ҫакӑн пек йышӑну тунӑ:

Йӑнӑшла тунӑ ӗҫсемшӗн т. Сахьянова М. М. юлташа КПСС ретӗнчен кӑларса яма тивӗҫ. Сахьянова М. М. юлташ хӑйӗн партие хирӗҫле ӗҫ тунине йышӑннине шута илсе, ҫавӑн пекех маларах революциллӗ ӗҫре хутшӑннине шута илсе Сахьянова юлташ тӗлӗшпе выговор йышӑнас, ҫакӑн пирки Чӑваш АССРӗн КПСС Тӗп комитечӗ  ҫумӗнчи КПК уполномоченнӑйӗ пек ӗҫленӗ вӑхӑтра партине хирӗҫле ӗҫ туни пирки учёт карточкине ҫырса хурас.

1956 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи КПСС Тӗп комитечӗ ҫумӗнчи КПК йышӑнӑвӗпе Петров Сергей Порфирьевич та вилнӗ хыҫҫӑн реабилитациленӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Матюшин П.Н. Репрессии в отношении партийных и советских работников в 30-е годы XX века (по архивным материалам Чувашской АССР) // Ученые записки Казанского университета. Серия Гуманитарные науки. — 2009. — Т. 151, № кн. 2, ч. 2. — .
  2. ^ Матюшин П.Н. Репрессии в организациях ВЛКСМ в 1937-1938 годах (на материалах Чувашской АССР) // Вестник Чувашского университета. — 2009. — № 1. — .
  3. ^ Константинова А.И. От рабочего до первого секретаря Чувашского обкома ВКП(б): к 130-летию со дня рождения партийного деятеля С.П. Петрова. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. (16 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Иванов М. И. Даниил Эльмень: острые грани судьбы. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. — С. 215.