Юрьев Пётр Фёдорович

Юрьев Пётр Фёдорович (1903 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ1940 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ) — совет тапхӑрӗнчи патшалӑх ӗҫченӗ. Чӑваш АССРӗн çӗрӗҫ наркомӗ (1937).

1937 ҫулта «чӑваш буржуази-национализм организацийӗ» ӗҫпе репрессиленӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1903 ҫулхи раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Çĕрпӳ уесӗнчи Кавал ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикинчи Вӑрмар муниципалитет округӗ) ҫуралнӑ, чӑваш.

Ленинградри коммунизм университетӗнчен вӗренсе тухнӑ (1926). 1916—1919 ҫулсенче Çĕрпӳ уесӗнчи Çӗнӗ Кавал, Тӑвай вулăс исполкомӗсенче ҫыруҫӑ пулса ӗҫленӗ. 1919—1921 ҫулсенче — чукун ҫул милицийӗн агенчӗ, делопроизводителӗ, 1921—1922 ҫулсенче — ВКП(б) Çĕрпӳ уес комитечӗн йӗркелӳ-инструктор пайӗн заведующийӗ.

1926—1928 ҫулсенче — Шупашкарти 2-мӗш степеньлӗ совет-парти шкулӗн преподавателӗ. 1928—1930 ҫулсенче — лектор-методист, Шупашкарти ВКП(б) хула тата район комитечӗн пропаганда тата агитаци пайӗн заведующийӗ. 1930 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа авӑн уйӑхӗччен — унтах яваплӑ секретарь.

1930—1931 ҫулсенче — ВКП(б) Чӑваш обкомӗн агитаци-масса пайӗн заведующийӗ, 1931—1933 ҫулсенче — Чӑваш АССР снабженийӗн халӑх комиссарӗ, 1933—1937 ҫулсенче — ВКП(б) обкомӗн ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗ.

1937 ҫулта — Чӑваш АССРӗн çӗрӗҫ халӑх комиссарӗ.

1938 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче арестленӗ. Арестленӗ чухне — ВКП(б) обкомӗн ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗ. Чӑваш АССРӗнчи Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнче пурӑннӑ.

1938 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнченпе Чӑваш УГБ АССР НКВД тӗрминче пулнӑ. ЧАССР НКВД ӑна РСФСР УКн 58-мӗш статйин 7-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш пункчӗсемпе айӑпланӑ. Айӑплав тӑрӑх, «сылтӑм-троцк национализм организацийӗн пайташӗ пулнӑ, ял хуҫалӑхӗ тытӑмӗнче сиенлӗ ӗҫӗсем тунӑ». 1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӳпке туберкулёзӗпе тата чӗри хавшак пулнипе вилнӗ. Юрьев тӗлешпе пуҫиле ӗҫе вӑл вилни пирки чарса лартнӑ.

Астӑвӑм

Шупашкарти 1-мӗш ҫӑва ҫине пытарнӑ.

1956 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче РСФСР прокуратури реабилитациленӗ. ЧАССР НКВД хушӑвне пӑрахӑҫланӑ, Юрьев ӗҫӗнче преступлени йӗрӗ пулманнипе (РСФСР УКн 4-мӗш статйин 5-мӗш пункчӗ) ӗҫе чарса лартнӑ.

П. Ф. Юрьев пирки сведенисене «Чӑваш Республикин агропромышленноҫ комплексӗн энциклопедине» кӗртнӗ (2017)[1].

Ҫемйи

Пиччӗшӗ — Юрьев Михаил Фёдорович (1899—1962) — драматург, прозаик, «Канаш» ҫыравҫӑсен пултарулӑх пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1923), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче ĕҫленӗ (1925—1926), «Чӑвашкино» студи режиссёрӗ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Юрьев, Петр Федорович (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ Долгов В. Е. Юрьев Михаил Фёдорович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Долгов-Кавалсем В. Виҫӗ министр : [Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнчен тухнӑ виҫӗ министр ҫинчен] / В. Долгов-Кавалсем // Хыпар. — 1994. — 11 кӑрлач. (на чуваш. яз.)
  • Кавалсем В. Юрьевсем / В. Кавалсем // Хыпар. — 1993. — 17 раштав. (на чуваш. яз.)
  • Юрьев Пётр Фёдорович // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 676.

Каҫӑсем