Хырăмлăх ракĕ
Хырăмлăх ракĕ — усал пахаллă амак-чирсен анлă саралнă тĕсĕ. Хырăмлăхăн кирек епле пайĕнче те сиксе тухма пултарать, урăх органсене, уйрăмах пищевода, ӳпкене пĕвере куçма пултарать. Хырăмлăх ракĕнчен çулсерен тĕнчере 800000 ытла çын вăхăтсă çĕре кĕрет[1].
Эпидемиологи
Хырăмлăх ракĕ тĕнчере усал пахаллă амаксем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăнать, 2002 çултаçак чире 930000 çыннăн пурине тупса палăртнă.[2]. Çак амакпа вилекен шучĕ питĕ чылай шутланать (çулсерен 700000), çак кăтарту ăна онкологирен вилекенсен хушшинче, ӳпке ракĕ хыççăн, иккĕмĕш вырăна кăларать. Хырăмлăх ракĕ ытларах арçынсен пулса тухать[2].
Раççейре хырăмлăх ракĕ онкологи амакĕсем структуринче яланхилле иккĕмĕш вырăнта (15,8 % арçынсен тата 12,4 % хĕрарăмсен)[3], амак Корейре, Японире, Аслӑ Британире, Кăнтăр Америкăра тата Исландире анлă саралнă. Корейре хырăмлăх ракĕ онкологи амаклăхĕн структуринче пĕрремĕш вырăн (20,8%) тата вилĕмлĕхĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнать.
Хырăмлăх ракĕпе асапланакансен 80—90% йышĕн метастазăсем пуçланаççĕ, амака маларах тупса палăртсан улттă уйăх хушшинче 65 % йышĕ, чире тӳрех сиплемесен — 15 % сахал йышĕ чиртен тасалать. Вăтамран хырăмлăх ракĕнчен хăтăлакансен йышĕ ытларах Японире — 53%, ытти çĕршывсенче çак кăтарту 15–20% иртмест[4].
Диспепсипе асапланакан 50 пациентран пĕррин хырăмлăх ракĕ пурине палартаççĕ[5].
Этиологи
Хырăмлăх ракĕн аталанăвĕн факторĕсем: диетăпа тавралăх хутлăх уйрăмлăхĕсем, чĕлĕм туртни, инфекци тата генетика[4].
Симптомсем
Хырăмлăх ракĕн малтанхи тапхăрĕсенче, клиника курăвĕсем çук пекех (диспепси, аппетит чакни сисĕнет çеç). Урăх симптомĕсем («пĕчĕк курăмсен» синдромĕ тенĕскер): — астени, аш-какай апатчĕ килĕшменни, анеми, йывăрăш чакни, «хырăмлăх аван марри» — сисĕнеççĕ. Кăшт анчах апат çинипех хырăмлах тулса ларать.[4].
Макроскопи сăнĕ
Макроскопи ĕлкипе хырăмлăх ракĕн 4 тĕсне палăртаççĕ.
- Полип евĕрлĕ рак.
- "Рак-çĕрĕм" - каскаланнă рак, чикки курăнать.
- Тарăн кратер евĕрлĕ рак, инфильтрлă периферири ӳсĕмлĕ, сывă тĕртĕмсенчен уйрăмми курăнмасть.
- Диффузлă-инфильтрлă рак (скирр), хырăмлăхăн чылай пайне ярса илет.
Ракăн юлашки икĕ тĕсĕ уйрăмах хаяррăн аталанса пыраççĕ, хăвăртах метастаза параççĕ, вĕсен вара çав тери начар прогноз пулать.
Диагностика
Дифференциллĕ диагностика
Хырăмлăх гастричĕ, çĕрнĕ, полипсем, лейомиома, лимфома тата лейомиосаркома чухне тĕрĕслемелле.
Сиплев
Хальхи вăхатра хырăмлăх ракне тĕп тата пурнăçра пĕртен-пĕр сиплев меслечĕ - хирурги операцийĕ. Пайăркапа пĕçертни тата хими терапийĕ пулашуллă кăна шутланаççĕ.
Диспансеризаци
Рак пулассине малтанах пĕлес тесен çак амак ерме пултаракан хăрушлăх пур çынсене диспансеризацие ямалла. Çак сăнав ушкăнне аялта кăтартнă симптомлă 40 çул тултарнă чирлĕ çынсене кĕртмелле:
- хырăмлăх çĕрни
- хырăмлăх полипĕсем
- хырăмлăхăн эпителлĕ мар шыçисем
- пыршăлăх метаплазиллĕ хрониклă атрофи гастричĕ
- хырăмлăх резекципе чирленисем
Çак пациентсене пĕрмаях пăхса тăмалла, çулсерен эндоскопипе тата рентгенологипе тĕрĕслемелле, каяша юн пуррине кашни 6 уйăхра пĕрре тĕпчемелле.
Вуламалли
- В.С.Савельев, Н.А.Кузнецов. Хирургические болезни. Том 1. Мускав. 2006.
Ӑнлантарусем
- ^ Cancer. World Health Organization (Нарӑс 2006). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.(акăлч.)
- ^ 1, 2 Parkin DM, Bray F, Ferlay J, Pisani P. Global cancer statistics, 2002. CA Cancer J Clin 2005;55:74-108(акăлч.)
- ^ М.И. Давыдов, М.Д. Тер-Ованесов, И.С. Стилиди — Хирурги меслечĕпе хырăмлăхăн проксимальлĕ пайне сиплесси: стандартсен эволюцийĕ( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ 1, 2, 3 В.Ю. Сельчук, М.П. Никулин - Рак желудка
- ^ http://www.cancerhelp.org.uk/help/default.asp?page=3897
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |