Çĕньял (Çĕрпӳ районĕ, Апакасси)

Çĕньял (выр. Синья́лы) - Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчи ял. Апакасси ял тӑрӑхӗ йышне кӗрет[1].

Унка юханшывăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Шупашкара çитмешкĕн 58 км, райцентра — 23 км, ч.-ç. станцине — 29 км.

Истори

1930 çулта Чапаев ячĕллĕ колхоза йĕркеленĕ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2020 ҫулта 68 ҫурт пур, вӗсенчен хӑш-пӗрисем пӑрахӑҫа тухнӑ. Урамсем: Лешьен тата Лăпкăлăх.

Паллӑ вырăнсем

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуçне хунă ентешсен обелискӗ (Лăпкăлăх урамӗ)

Асăрхавсем

  1. ^ Чувашская энциклопедия 2022 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем