Урпаш (Çĕрпӳ районĕ)

Ӳкерчĕк:Урпаш ялне кӗрсен.png
Урпаш ялне кӗрсен, трассӑран килсен. Сулахаялла - Хӗрлӗ ту

Урпаш (выр. Орбаши), — Чăваш Енĕн Ҫӗрпӳ районӗнчи ял[2].

Халӑх йышӗ, ял тытӑмӗ

Шупашкартан 30 ҫх инҫе, Ҫӗрпӳрен 10ҫх, чукун ҫултан 15 ҫх. Ялта лавккапа клуб пур. Шкула ачасем Хӗрлӗтӑва ҫырма урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Урпаша тата ҫырма урлӑ ларакан, тӑватӑ килтен тӑракан Ураслӑ ятлӑ ял кӗрет.

XIX ӗмӗрте Туҫирен уйрӑлса килнӗ халӑх Урпаша никӗсленӗ. Халӑхӗ чӑваш. 1866 ҫулччӗн патшалӑх хресченӗсемччӗ, ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, выльӑха ӗрчетнӗ, ҫӗвӗ ӗҫӗпе хӑтланнӑ, урапа-ҫуна ӑсталанӑ. 1931 ҫулта «Политотдел» колхоз туса хунӑ.

Халӑх йышӗ:

Ҫул Кил Халăх йышĕ Арҫын Хӗрарӑм
1866 27 205 103 102
1897 252 125 127
1926 51 249 112 137
1939 243 103 140
1979 199 79 120
2002 58 123 61 62
2010 43 95 49 46

Кун-çулĕ

XIX ӗмӗртен 1927 çулчен Ҫӗрпӳ уесӗн Лапра вулӑсне (выр. «Чемерчеевская волость») тата Çĕрпӳ вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Çĕрпӳ районне кĕрет. 1948 ҫулта нумайӑшӗ Кенигсберга - Калининград облаҫне кайрӗ, вӗсем Ҫӗньяла кайрӗҫ.

Паллă çынсем

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем