Ҫӗрпӳ районĕнчи спорт
Ҫӗрпӳ районӗнчи спорт (выр. Спорт в Цивильском районе) ыйтӑвӗсемпе Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округ администрацийӗн Культура, ҫамрӑксен политикин, спорт тата архив ӗҫӗн секторӗ ӗҫлет[1].
Историйӗ
Ҫӗрпӳ районӗнче вӑй-хал культурипе спорт аталанӑвӗ ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӗрентессипе ҫыхӑннӑ. Тӗслӗхрен, Раҫҫей империйӗ вӑхӑтӗнчех Ҫӗрпӳ хула думи прихут шкулӗсенче ҫар гимнастикине вӗренӳ программине кӗртме мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ кирлине тӗпченӗ. Хатӗр-хӗтӗр валли 50 тенкӗ укҫа кирлине шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн дума ҫав укҫана уйӑрма йышӑну тунӑ[2].
Вӑй-хал культурипе тата спортпа тӑтӑш майпа ӗҫлесси ҫӗршывра граждан вӑрҫи тапхӑрӗнче пуҫланнӑ. Декрет тӑрӑх патшалӑхра пурне те пырса тивекен ҫар вӗрентӗвне кӗртнӗ. Уессенчи ҫар комиссариачӗсенче пӗтӗмӗшле вӗрентекен пайсем уҫнӑ. Ҫӗрпӳре вӑл 1918 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ[2].
Пурне те ҫар тӗлӗшӗнчен вӗрентме 1919 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче пуҫланӑ. Унта 18 ҫултан пуҫласа 40 ҫулчченхи арҫынсене явӑҫтарнӑ[2].
1919 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Ҫӗрпӳре спорт центрне йӗркеленӗ, унӑн вӑй-хал культури енӗпе воспитани пара ӗҫе йӗркелемелле, спорт хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтермелле пулнӑ. Ӗҫе пуҫӑннӑ вӑхӑтра центрӑн пурӗ 2 винтовка, 23 ҫуна тата 18 мӑшӑр йӗлтӗр пулнӑ[2].
1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн пӗрремӗш олимпиади иртнӗ, Ҫӗрпӳ районӗн спортсменӗсен ушкӑнне Е. Шишкин инструктор ертсе пынӑ. Ку вӑхӑтлалла спортпа туслӑ ҫынсен йышӗ 690 ҫынпа танлашнӑ[2].
1923 ҫулта уессенче вӑй-хал культурин канашӗсене йӗркеленӗ, Ҫӗрпӳрине А. Рязанов ертсе пыма пуҫланӑ[2].
1928 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнче физкультура канашне йӗркеленӗ. Канашӑн пӗрремӗш председателӗ пулма Н. Буторова шанса панӑ[2].
1932 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен йӗлтӗрҫӗсен хӗллехи спартакиадине ирттернӗ, ҫӗрпӳсенчен хутшӑннӑ Е. Шишкин унта 3 тата 5 ҫухрӑм чупса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак ҫулсенче Туҫи тата Апакасси промэртел ҫннисем спорт енӗпе аван кӑтартусем кӑтартма пуҫланӑ[2].
1934 ҫултан районсенче Акатуй ирттерме пуҫланӑ, унӑн программинче спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулнӑ. Ҫӗрпӳ район ҫыннисем уйрӑмах футболла выляма тата лашасемпе ӑмӑртма кӑмӑлланӑ[2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче спортпа туслӑ пуласси уйрӑмах ҫивӗчленсе ҫитнӗ: кашни шкулта военруксем ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫар ӗҫне 4-мӗш класран пуҫласа вӗренме тытӑннӑ. Ачасем граната ывӑтма, ишме, упаленме, штыкпа ҫапӑҫма вӗреннӗ[2].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн спортпа туслашас ӗҫ вӑйлӑрах аталанма пуҫланӑ. 1947 ҫулта районти спортсменсем 47 диплома тивӗҫнӗ. Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен тата арҫынсен командисем волейболла выляса республика кубокне ҫӗнсе илнӗ[2].
Районти спорт ҫурчӗсем
Ҫӗрпӳ хулинче «Асамат» физкультурӑпа спорт комплексӗ вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех шкулсенче спорт лапамӗсем, стадионсем, спорт залӗсем пур.
Спорт мастерӗсем
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак спорт мастерӗсем ҫуралса ӳснӗ:
- Алексеев Роман Вячеславович (1996 ҫ.ҫ.) — бокс енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ;
- Андреев Владимир Васильевич (1960 ҫ.ҫ.) — шоссе велоспорчӗ енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Васильева Ольга Вениаминовна (1974 ҫ.ҫ.) — футбол енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ;
- Григорьев Валерий Геннадьевич (1955 ҫ.ҫ.) — тӑватӑ спорт енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Гурьев Борис Александрович (1986 ҫ.ҫ.) — дзюдо енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ;
- Захаров Владимир Геннадьевич (1963 ҫ.ҫ.) — вӑй-халпа виҫӗ енлӗ кӗрешесси енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Захарова Галина Николаевна (1947 ҫ.ҫ.) — йӗлтӗрпе чупас енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Иванова Олимпиада Владимировна (1970 ҫ.ҫ.) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Илларионов Геральд Григорьевич (1942—1996) — велоспорт енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Ильина Анна Владиславовна (1994 ҫ.ҫ.) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ;
- Карпова Елена Николаевна (1991 ҫ.ҫ.) — дзюдо енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ
- Клементьев Владислав Германович (1941 ҫ.ҫ.) — самбо кӗрешӳ енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Магазеев Павел Михайлович (1988 ҫ.ҫ.) — биатлон енӗпе тата йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерӗ;
- Максимов Андриян Юрьевич (1996 ҫ.ҫ.) — бокс енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ;
- Максимов Карл Максимович (1934—2006) — йӗлтӗрпе чупас енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Мальстрем Маргарита Алексеевна (1939 ҫ.ҫ.) — йӗлтӗрпе чупас енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Матвеев Валерий Васильевич (1947 ҫ.ҫ.) — бокс енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Надеждин Ростислав Гаврилович (1930—2017) — йӗлтӗрпе чупас енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Никифорова Ольга Владимировна (1966 ҫ.ҫ.) — ухӑран перес енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Орлов Алексей Егорович (1946 ҫ.ҫ.) — городки спорчӗ енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Осипов Дмитрий Николаевич (1985 ҫ.ҫ.) — самбо кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ;
- Петров Анатолий Сидорович (1948 ҫ.ҫ.) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Петров Григорий Фёдорович (1957 ҫ.ҫ.) — йывӑр атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Петров Юрий Васильевич (1938 ҫ.ҫ.) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Петрова Мальвина Владимировна (1989 ҫ.ҫ.) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ.
- Ремеслов Николай Владимирович (1965 ҫ.ҫ.) — бокс енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Степанов Михаил Степанович (1932—2004) — бокс енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Тихонов Владимир Варсонофиевич (1952 ҫ.ҫ.) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Федотов Константин Леонидович (1968 ҫ.ҫ.) — алӑпа кӗрешесси енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ;
- Филиппов Василий Филиппович (1930—2014) — акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ;
- Ядринцев Владимир Анатольевич (1962 ҫ.ҫ.) — дзюдо енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ.
Тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак ҫынсене «СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ», «Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ» хисеплӗ ятсемпе чысланӑ:
- Иванова Олимпиада Владимировна (1970 ҫ.ҫ.) — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ;
- Романова Гиана Александровна (1954 ҫ.ҫ.)— СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ;
- Чиркова Светлана Михайловна (1945 ҫ.ҫ.) — СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- Районти вӑй хал культурипе спорчӗ ҫинчен (выр.) (Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗ). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.