Романова Гиана Александровна

Романова Гиана Александровна (ҫур. 1954 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ е 1955 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен)[2] — 1970-мӗш ҫулсенчи вӑтам дистанцисене чупнӑ спортсмен, 1978 ҫулта Чехословкири Прагӑра 1500 м чупса чемпионатсен рекордне (3:59.01) ҫӗнетнӗ Европа чемпионӗ[3]. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1978).

Биографийӗ

Шупашкарти ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӗреннӗ. Волгоградри физкультура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Семёнов Василий Семёнович ертсе пынипе ӑсталӑхне туптанӑ[2].

Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче тренер-преподаватель пулса ӗҫлет. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика (Раҫҫей Федерацийӗ) категориллӗ тӳре[4].

Спортри ҫитӗнӗвӗсем

  • Европа чемпионки (1978)
  • Раҫҫей чемпионачӗн призерӗ (1974)
  • Тӗнче кубокӗн кӗмӗл призерӗ (1979)
  • Нацисен Кросӗн ҫӗнтерӳҫи (1976, 1977, 1980, 1981)
  • СССР чемпионки (1976—1979)
  • СССР халӑхӗсен Спартакиадин ҫӗнтерӳҫи, пӑхӑр тата кӗмӗл призерӗ (1975,1979).

Ӑнлантарусем

  1. ^ World Athletics | Giana ROMANOVA | Profile (англ.)
  2. ^ 1, 2 Неугасимая Гиана Романова. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  3. ^ Профиль на сайте IAAF. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  4. ^ Юбиляры 2009 г. (10 марта). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.