Васильева Ольга Вениаминовна
Васильева Ольга Вениаминовна (ҫур. 1974 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ[1], Мӑнҫут, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет тапхӑрӗнчи, Раҫҫейри тата Азербайджанри футболист, футбол енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, ҫурма хӳтӗлевҫӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ тата Азербайджанӑн пӗрлештернӗ командисемшӗн тупашнӑ.
Биографийӗ
Раҫҫейри «Волжанка», «Лада», «ЦСК ВВС», «Надежда», «Звезда-2005» клубӗсен чысне хӳтӗленӗ. 1996 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Раҫҫей Кубокӗн матчӗнче «Лада» (Тольятти) команда йышӗнче «Сююмбике-Зилант» (Зеленодольск) хапхине 3 мечӗк кӗртсе хет-трик тунӑ. 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче унӑн юлашки матч пулнӑ: УЕФА Кубокӗн финал матчӗнче «Ҫӑлтӑр-2005» команда йышӗнче нимӗҫ «Дуйсбургне» хирӗҫ вылянӑ, футбол уйне 87-мӗш минутра тухнӑ[2].
1993 тата 1994 ҫулсенче Раҫҫейӗн футбол енӗпе пӗрлештернӗ командинче вылянӑ. 2006 ҫулта Азербайджаншӑн вылянӑ, Румынин, Эстонин тата Болгарин пӗрлештернӗ командисене хирӗҫ 90-шар минут вылянӑ, Эстони хапхине 2 минутра 2 гол кӗртнӗ[3].
1997 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ.
2021 ҫулта сезонӑн пӗрремӗш ҫурринче Хусанти Раҫҫейри хӗрарӑмсен аслӑ лигин дебютанчӗн «Рубинӑн» тренерӗ пулса ӗҫленӗ.
Ҫитӗневӗсем
Командӑрисем
- Раҫҫей чемпионӗ (2): 2007, 2008
- Раҫҫей вице-чемпионки: 2002
- Раҫҫей чемпионачӗн пахӑр призёрӗ (4): 1996, 2003, 2005, 2006
- Раҫҫей Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2): 2002, 2007
- УЕФА Кубокӗн финалисчӗ: 2008/09.
Харпӑр ҫитӗнӗвесем
- 1992 ҫулта Раҫҫейӗн чи лайӑх 33 футболисчӗ шутне кӗнӗ.
- 1992, 1993 тата 1994 ҫулсенчи сезонсенче «Волжанка» клубӑн чи лайӑх бомбардирӗ пулса тӑнӑ (9, 5 тата 7 мечӗк).
Пӗрлештернӗ командӑсемшӗн кӗрешнӗ статистика
| Пӗрлештернӗ команда | Дата | Турнир | Ирттернӗ вырӑн | Тупӑшуҫӑ | Шут | Футбол уйӗнчи вӑхӑт | Голсем |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 26.05.1993 | пӗтӗм тӗнчери турнир | Лион | 0:5 | - | |||
| 28.05.1993 | пӗтӗм тӗнчери турнир | Лион | 1:1 | - | |||
| 30.05.1993 | пӗтӗм тӗнчери турнир | Лион | 4:1 | - | |||
| 28.06.1993 | пӗтӗм тӗнчери турнир | Хотьково | 2:2 | - | |||
| 20.04.1994 | юлташла матч | Брисбен(выр.)чăв. | 2:1 | - | |||
| 23.04.1994 | юлташла матч | Голд-Кост(выр.)чăв. | 1:1 | - | |||
| 18.11.2006 | 2009 Европа чемпионачӗн малтанхи раунчӗ | Могошоая(выр.)чăв. | 1:4 | 90' | - | ||
| 20.11.2006 | 2009 Европа чемпионачӗн малтанхи раунчӗ | Могошоая(выр.)чăв. | 3:2 | 90' | |||
| 23.11.2006 | 2009 Европа чемпионачӗн малтанхи раунчӗ | Отопень(выр.)чăв. | 0:3 | 90' | - |
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Soccerdonna (нем.) — 2010.
- ^ Женщины. Кубок УЕФА. Финал. "Звезда" 0:6 "Дуйсбург". Не звездный час, UA-Футбол. 2017 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ Preliminary round, UEFA. 2017 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
Вуламалли
- М.Н.Кацман, С.О. Фадеев. Краткая энциклопедия женского футбола. — Калуга вечерняя, 1996. — 145 с. — 1000 экз.