Петров Василий Петрович
Петров Василий Петрович (ҫур. 1939 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ, Энĕшкасси, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш прозăҫи, тӑлмачӗ, журналист.
Раҫҫей Журналисчĕсен Пĕрлешĕвĕн преми лауреачӗ (1993), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1990), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1998). 1979 ҫултанпа СССР (халӗ Раҫҫей) Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Энӗшкасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Вӑтам шкултан, Шупашкарти техникумран вӗренсе тухнӑ. Казахстанра тӗрлӗ стройкӑсенче ӗҫленӗ. Хӗсметрен таврӑнсан Урал патшалӑх университечӗн(выр.)чăв. журналистика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
Чылай вӑхӑт республикӑри хаҫат-журнал редакцисенче ӗҫленӗ: «Коммунизм ялавӗ» (хале — «Хыпар»), «Пионер сасси» (халӗ — «Тантӑш»), «Молодой коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче, «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче. Статйисемпе репортажӗсем Мускавра тухакан «Правда», «Известия», «Сельская новь», «В мире книг» тата ытти кӑларӑмсенче пичетленнӗ[2].
Пултарулӑхӗ
Малтанхи ӗҫӗсем «Пионер сасси» хаҫатра пичетленнӗ. Пурӗ 13 кӗнеке кӑларнӑ.
Унӑн хайлавӗсене пушкӑрт, тутар, ҫармӑс чӗлхисене куҫарнӑ.
Паллӑрах кӗнекесем:
- «Пĕр шухăш-кăмăлпа» (1973);
- «Ӳссен эс кам пулан?» (1976);
- «Чун ăшши» (1976);
- «Салтак сăнӳкерчĕкĕ» (1979);
- «Кĕрхи тăман» (1982);
- «Хăнасем» (1985);
- «Инкеклĕ сунар» (1987);
- «Хурăн çути» (1989);
- «Каскăн» (1994);
- «Венчет çĕрри» (2003);
- «Осеняя метель» (вырӑсла, 1986);
- «Кугамай» (вырӑсла, 1987)[2].
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1990);
- Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ(выр.)чăв. (1998);
- Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн парни (1993)[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Г. И. Фёдоров. Петров Василий Петрович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Петров, Василий Петрович (писатель, журналист; 25.11.1939) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Петров Василий Петрович
- Петров Василий Петрович — Культурное наследие Чувашии
- Василий Петров ҫинчен — Чӑваш халӑх сайчӗ
- Петров Василий Петрович