Мрамор тинĕсĕ
Мрамор тинĕсĕ (туркк. Marmara Denizi Мармара утравĕпе çыхăннă; ав.гр. Προποντίς – «Пропонтида»; πρό – «мал» + πόντος – «тинĕс»: «тинĕс умĕ»[1]) — çĕрсем хушшинче вырнаçнă, Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Тинĕс, Европăпа Пĕчĕк Ази хушшинче вырнаçнă. Босфор проливĕ тарăх Хура тинĕспе, Дарданелла тинӗс пырĕ тăрăх Эгей тинĕсĕпе çыхăннă.
Лаптăкĕ 11 472 км2, тăршшĕ 280 км, чи сарлака вырăнĕ 80 çухрăм. Тарăнăшĕ 1355 метр таран. Шывĕ шăнмасть, хĕлле шыв температури 9°С, çулла — 29°С. Шыв çиĕнче тăварлăхĕ 26‰.
Тинĕсре тӗрлӗ пулă , - (скумбри тата ытти) тытаççĕ.
Вуламалли
- Макаров С. О. Об обмене вод Чёрного и Средиземного морей — СПб. 1885 г.
- Шпиндлер И. Б.. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Шпиндлер И. Б. Материалы по гидрологии Мраморного моря, собранные в экспедиции 1894 на турецком пароходе «Селяник» — Санкт-Петербург, 1896 г.
Ӑнлантарусем
- ^ Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.