Европа лапамĕ (Киев)
Европа лапамĕ (Європейська площа) — Крещатикăн çурçĕр-тухăç енче, Киевăн паллă лапамĕ.
Истори
Малтанхи йăлапа кунта лаша ярмăрккисене ирттернĕ, çапла ĕнтĕ лапамăн авахи ячĕ «Ут лапамĕ» пулнă. Киев архитекторĕ Андрей Меленский 1805-1806 çулсенче хулара пĕрремĕш театăра (хальхи «Украина килĕ» вырăнĕнче) туса лартсан çак вырăн «Театăр лапамĕ» ята тивĕçет.
Викентий Беретти архитектор проекчĕпе лапамра «Европейская» хăна çурче туса лартнă, вара лапама та «Европа лапамĕ» теме пуçланă.
1869 - 1919 çулсенче лапама «Патша лапамĕ» тенĕ, кунта Иккĕмĕш Алексантăрăн палăкĕ тăнă. Хăш чух лапама «Александр лапамĕ» те тенĕ.
Совет тапхăрĕнче çак вырăн Виççĕмĕш Интернационал ячĕллĕ лапам пулнă, «Ленин Комсомолĕ» ята куçараççĕ, çак палăрту СССР арканничченех тытăнса тăнă. 1991 çулта, ирĕклĕ Украинăра, лапама историри чăн ячĕпе тивĕçтернĕ.
Чаплă çуртсем
- «Днепр» хăна çурчĕ
- УНИАН хыпар агентстви çурчĕ
- Украина килĕ, куравсемпе конференцисен залĕ, 1982 ç. туса лартнă, Ленин музейĕ пулнă.
- Украина наци филармонийĕ
- Аслă Рада вулавăшĕ
Каçăсем
- Европа лапамĕ 2007 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. "Кăсăклă Киев сайт çинче.
- Европа лапамĕ 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. Киев историйĕ 2006 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Оптимислă проспекчĕ 2006 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Европа лапамĕ 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Киев Вики-энциклопедире( ӗҫлемен каҫӑ)