Во (кантон)
Во фр. Vaud, ним. Waadt | |||
| |||
Патшалăх | Швейцари | ||
---|---|---|---|
Статус | Кантон | ||
Администраци центрĕ | Лозанна | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1803 | ||
Официаллă чĕлхесем | франс | ||
Пурăнан халăх | 734 356 çын | ||
Йышлăх | 228,62 çын/çм² (12-мĕш вырăн) | ||
Лаптăк | 3212,1 çм² | ||
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ • Максималлă çӳллĕ вырăн |
| ||
Вăхăт тăрăхĕ | CET (UTC+1, çулла UTC+2) | ||
ISO 3166-2 кочĕ | CH-VD | ||
Автом. номерĕсен кочĕ | VD | ||
[vd.ch Сайчĕ] | |||
Во (Лозанна агломерацинче вырнаçнă.
Географи
Лаптăк — 3212 км² (4-мĕш вырăн кантонсем хушшинче). Во кантон Швейцарин анăçĕнче территорипе чи пысăкки. Вăл Леман кӳлĕн çыранĕнчен (Женева) Невшателпе Муртен кӳллисене çити тăсăлать. Анăç енче вăл Франципе (Эн, Юра тата Ду департаменчĕсем), çаплах кăнтăр енче (департамент Тури Савойя) чикĕ тытать.
Шалти чикĕсем: кăнтăр-анăçĕнче ту хысакĕ: Юра анăçра тата Альпы кăнтăр-тухăçра. Женева кӳлли хĕррипе капăр курортсем вырнаçнă, вĕсене Швейцари Ривьери теççĕ.
2007 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче Лавăри терраса иçĕм тĕммисене Мĕнпур тĕнчери еткерлĕхне кĕртнĕ.[1]
Истори
Pagus Valdensis латин ячĕ, Pays Vaudois франс ячĕ, çаплах Вăрман Çĕршывĕ — çак территорисене çак ятсене VII ĕмĕрте панă.
1265 çулта Савойя херцăклăхĕ ярса илнĕ. Бургунд вăрçисенче Жан Давель ертсе пынипе пăлхав хыпса тухнă, ăна кĕçех пусарнă.
Пурăнан халăх
Ытларахăшĕ франс чĕлхипе пуплет. Берн аннексилесен Во территоринче протестант тĕнĕ çирĕпленет. Тĕне тыткансем халĕ (2000) — протестантсем (40 %) тата католиксем (34 %). Католиксен йышĕ ӳсни иммиграципе çыхăннă: 2010 çулта 28 % ютçĕр çынĕ пурăннă.[2]
Администрациллĕ пайлану
2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен кантона 19 тăрăх кĕнĕ: Обонн, Коссонэ, Эшаллен, Эгль, Орб, Ролль, Ньон, Грансон, Валле, Лозанна, Лаво, Морж, Мудон, Ивердон, Орон, Пейерн, Веве, Аванше, Вев, 2008 çулхи кăрлач хыççăн — 10 тăрăх:
- Эгль (Aigle)
- Бруа-Вюлли (Broye-Vully)
- Гро-де-Во (Gros-de-Vaud)
- Жюра-Нор-Водуа (Jura-Nord vaudois)
- Лозанна (Lausanne)
- Лаво-Орон (Lavaux-Oron)
- Морж (Morges)
- Ньон (Nyon)
- Уэст-Лозаннуа (Ouest lausannois)
- Ривьера-Пеи-д’Эно (Riviera-Pays-d’Enhaut)
Патшалăх тытăмлăхĕ
Саккун тăвакан орган — Мăн Канаш (Grand Conseil), ĕçтăвакан орган — Патшалăх Канашĕ (Conseil d'État), апелляци инстанци суче — Кантон Сучĕ (Tribunal cantonal), пĕрремĕш инстанци сучĕсем — район сучĕсем (Tribunaux d’arrondissement).
Экономика
Женева кӳллин çыран хĕрри, Швейцари ривьерипе пĕрле, турбизнесăн пысăк центрĕ шутланать. Кантонăн айлăмĕнче ял хуçалăх ĕçĕ аталаннă, сăмахран, Швейцарире эрех тăвассипе Во иккĕмĕш кантон пулать.
Вевере Nestlé компанин тĕп оффисĕ вырнаçнă; Лозаннăра — Philip Morris International операци центрĕ, çаплах Banque Cantonale Vaudoise тĕп оффисĕ; Морж хуларан инçе мар — Logitech штаб-хваттерĕ.
Жу айлăмĕнче швейцар сехечĕсене тăваççĕ. Кунта чылай паллă фирмăсен — Audemars Piguet, Blancpain, Patek Philippe, Vacheron Constantin тата Jaeger-LeCoultre — ĕç лаптăкĕсем вырнаçнă.
Пĕлӳлĕх
Кантон территоринче темиçе вĕренӳ керменĕ вырнаçнă, çав шутра Лозанна университечĕ, Лозанна федераци политехника шкулĕ, Ивердон Аслă Инженер Шкулĕ
Асăрхавсем
Каçăсем
- Во кантонĕн официаллă сайчĕ (фр.)
- Во кантонĕн саккун тăваслăхĕ 2016 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сайт туристической организации Женевского озера
кантонĕсем |
||
---|---|---|
Аргау | Аппенцелль-Аусерроден | Аппенцелль-Иннерроден | Базель-Штадт | Базель-Ланд | Берн | Вале | Во | Гларус | Граубюнден | Женева | Золотурн | Люцерн | Невшатель | Нидвальден | Обвальден | Санкт-Галлен | Тичино | Тургау | Ури | Фрибур | Цуг | Цюрих | Шаффхаузен | Швиц | Юра |