Беринг тинĕсĕ

Бе́ринг тинĕсĕЛăпкă океанăн çурçĕр пайĕнче вырнаçнă тинĕс. Окенран Алеут тата Командор утравĕсемпе уйрăлса тăрать. Беринг хушăкĕ ăна Çурçĕр Пăрлă океанĕпе тата Чукча тинĕсĕпе çыхăнтарать. Тинĕс хĕрринче Раççейпе АПШ вырнаçнă.

Истори

Ятне 1725—1743 çулсенче тинĕсе тĕпчекен Витус Беринга асăнса панă. XVIII ӗмӗрти Раççей картисенче тинĕсе Камчатка е Хăнтăр тинĕсĕ тенĕ [1]. Беринг тинĕсĕ тесе XVIII-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче каланă. Анчах 1818-мĕш çулта çеç В. М. Головнин хыççăн çак ят анлă сарăлнă.

Географи

Промысел

Тинĕсре пулăсем тытаççĕ - лосось, камбала йышшисем, треска, кета, горбуша, минтай, сельдь, сайра), тата камчатка крабне, тинĕс кушакне, тюленсене хатĕрлеççĕ. Çыранĕпе утравсем çинче кайăк пасрĕсем вырнаçнă.

Портсем: Провидения (Раççей), Ном (АПШ).

Вуламалли

  • Шлямин Б. А. Берингово море. — М.: Госгеографгиз, 1958. — 96 с.: ил.
  • Шамраев Ю. И., Шишкина Л. А. Океанология. — Л.: Гидрометеоиздат, 1980.

Каçăсем