Сарă тинĕс

Сарă тинĕс (кит. 黄海, Huanghai) — Лăпкă океанăн тинĕсĕ.

Тавралăхĕ

Сарă тинĕс Азин тухăç çыранĕсенчен пуçласа Корей çурутравĕн анăç çыранĕсем патне çити хăйĕн хумĕсене куçарать. Китай, КХДР тата Корей Республикин çыранĕсене хум çапать. Лаптăкĕ — 416 пин çм², чи тарăнни — 106 м. Шыв температури тинĕсĕн çурçĕр-анăç пайĕнче нарăсра 0 °С сивĕрех, кăнтăр пайĕнче +6 — +8 °С. Çурлара шыв температури тинĕсĕн çурçĕр енче 24 °С çитет, кăнтăрĕнче — 28 °С. Шыв тăварлăхĕ — 24 — 36. Шыв хăпарса кайни, çурталăкрисем, 3 — 9 м.

Сарă тинĕсĕн пысăк пырĕсем: Бохай пырĕ (Бохайвань), Ляодун кӳлмекĕ тата Анăç-Корей кӳлмекĕ. Сарă тинĕсе Хуанхэ, Хайхэ, Ляохэ тата Ялуцзян (Амноккан) шывсем юхса кĕреççĕ.

Тинĕс порчĕсем

Халĕ Даляньпе Люйшунь пĕрлĕ мегаполис — Люйда — пулаççĕ.