Соломон тинĕсĕ


Соломон тинĕсĕ (акăл. Solomon Sea) Лăпкă океанăн Соломон утравĕсем, Çĕнĕ Британи тата Çĕнĕ Гвиней утравсем хушшичи тинĕс. Лаптăкĕ 755 пин км2, вăтам тарăнашĕ 2652 м..

Çиелти шыв температури 27 °С ытла, тăварлахе 34,5. Шыв айĕнче ĕслекен вулкансем пур, кăнтăрта коралл рифĕсем нумай.

Тинĕс акваторинче Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи тапхăрĕнче нумай çапăçу пулса иртнĕ.

Тĕп порт — Хониара (Гуадалканал утравĕ; Соломон утравĕсен тĕп хули).

Вуламалли

Асăрхавсем