Çĕнĕ Гвиней тинĕсĕ
Çĕнĕ Гвиней тинĕсĕ е Бисмарк тинĕсĕ (акăл. Bismarck Sea) Лăпкă океанăн Бисмарк архипелагĕпе Çĕнĕ Гвиней утравĕ хушшинче вырнаçнă тинĕс.
Витязь тинĕс пырĕ витĕр Соломон тинĕсĕпе çыханать.
Лаптăкĕ 310 пин км2.
Портсем
Маданг Çĕнĕ Гвиней утравĕн Астроляби кӳлмекĕн çыранĕнче, Рабаул Çĕнĕ Британи утравĕ çинче.
Çĕнĕ Гвиней тинĕсĕн пĕтĕм утравĕсемпе çыранĕсем Папуа — Çĕнĕ Гвиней шутне кĕреççĕ.