Итĕлменсем
Итĕлменсем, — Коряк автономлă округĕн Тигиль районĕнче 1179 çын, Магадан облаçĕнче 509 çын пурăнаççĕ.
Итĕлмен ушкăнĕсем
XVIII-Тигиль Ука юханшывĕ хĕррипе иртнĕ. Кăнтăр енчи çĕрĕсем Лопатка сăмсахĕ таранах çитнĕ.
XIX ӗмӗр пĕрремĕш çурринче пурăнакан çĕрĕсем çаплипех юлнă пулин те итĕлмен ялĕсен шучĕ сахаланма тытăннă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче итĕльменсем Камчаткăн анăç çыранĕ хĕрринче кăна тăрса юлнă.
Халăх пултарулăхĕ
Курак (Кутх) çинчен каласа паракан юмахсен ярăмĕ питĕ паллă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче В. И. Иохельсон вырăс этнографĕ питĕ нумай халăх юмахĕсене çырса илнĕ.
Тĕн
Итĕлменсен тĕнĕ — анимизм, тотемизм, фетишизм. Вĕсем ыр сывлăшсене, хуçасене пуççапаççĕ. Митг («тинĕс хуçи») ятлă турри тĕп çимĕçе, пулла, панă май ăна самай пуççапнă. Мăн турра вĕсем ĕненмен. Çĕр-шыва тăваканни Курак (Кутх) шутланнă. Вĕсен шаманизм та пулнă, анчах та шаманĕсен уйрăм тум-тирпе бибнĕ пулман. Шамансем ытларах енчен хĕрарăмсем пулнă.
XVII ӗмӗр варринчен пуçласа итĕлменсем христианлăха ĕненме пуçланă.