Эссо

Эссо (Э́ссо) — Камчатка енĕн ялĕ. Çавăн пек Эссо ял тăрăхĕн, Быстрая районĕн администраци центрĕ.

Географи

Ял Быстрая юханшывӗн варринчи юххинче вырнаҫнӑ. Петропавловск-Камчаткăрирен 520 км. Петропавловск-Камчаткăрирен яла автотранспортпа ҫулӗн вӑхӑчӗ — 8-10 сехет.

Ял ячӗ

Ял хӑйӗн ятне 1932 ҫулта Эссо (халӗ Быстрая ятлӑ) юханшывӗ пекех илнӗ. XIX-мӗш ӗмӗрте К. Богданович геологӗ юханшыва уҫнӑ[1][2]. Эвен чĕлхинче эссо сӑмахӗ — хӑвӑрт (выр. быстрая) пӗлтерет тӗрӗс мар шухӑшсем пур. Татах верси пур, ял ячӗ эвен чӗлхирен исаг — ҫемҫе чӑрӑш пӗлтерет, анчах та тӗмле лингвистсем ҫапла мар шутлаҫҫӗ. Чи тӗрӗспе верси пулмалла, коряк чĕлхирен эччот — юр ҫине туратсенчен сарни, пур[3].

Эссо ял тăрăхĕ

Ял тӑрӑхӗн чиккисемпе статусӗ 2004 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Камчатка облаҫӗн № 243 «Об установлении границ и о наделении статусом муниципальных образований на территории Быстринского района Камчатской области» саккунӗпе йышӑннӑ[4].