Чăваш капăрлăхĕ

Чӑваш капӑрлӑхӗтумтир ҫумне хушакан чӑваш культурин асамлӑ, сӑнарлӑ, тӗрлӗ функцине пурнӑҫлакан тата эстетика пӗлтерӗшлӗ япаласем. Вӗсене ӑслатанӑ чухне сайра тата хаклӑ материалсемпе (кӗмӗл укҫапа) усӑ курнӑ, ҫавӑн пекех ӗҫре металл элеменчӗсемпе, шӑрҫасемпе, каури хуранӗсемпе тата ыттипе те усӑ курнӑ. Чӑвашсен тӗрлӗ вырӑнти тата этнографи ушкӑнӗсен эрешӗсенче хӑш-пӗр уйрӑмлӑхсем пур пулин те вӗсен пӗтӗмӗшле терминологийӗ пӗрешкел. Капӑрлӑх тӗсӗпе вӗсем этем ӳсӗмне кура, ҫавӑн пекех вӗсене мӗнле тӑхӑннине кура пайланаҫҫӗ: пуҫ сине тӑхӑнмаллисем, хӑлхи ҫине ҫакмаллисем, мӑй ҫине тӑхӑнмаллисем, кӑкӑр умне ҫакмаллисем, ҫурӑм ҫинчисем, пилӗк ҫине ҫыхаканнисем.

Сӑнласа пани

Чӑваш капӑрлӑхӗсем халӑхӑн бронза саманинчен пуҫласа иртнӗ пинҫуллӑхӑн XIX-XX ӗмӗрсен вӗҫӗччен тӑсӑлакан историллӗ кун-ҫулне кӑтартса параҫҫӗ. Чӑваш капӑрлӑхӗсенче халӑхӑн тӗнче курӑмӗ, ҫавӑн пекех культурӑпа техника тӗлӗшӗнчен тунӑ ҫитӗнӗвӗсем палӑраҫҫӗ.

Чӑваш капӑрлӑхӗсем хӑйӗн никӗсӗнче чи малтан этемӗн арлӑхне тата унӑгн ӳсӗмне палӑртаҫҫӗ, ҫавӑн пекех унӑн тулӑх пурнӑҫне тата социаллӑ статусне кӑтартаҫҫӗ.

Вӗсене хатӗрлеме ҫирӗп материалсемпе усӑ курнӑ, наци тумтирӗн ытти элеменчӗсемпе пӗрлешсе вӗсем пӗр ансамбле пуҫтарӑннӑ. Капӑрлӑхсене ытларах пайӗпе хывса илме май пулнӑ, вӗсене ӳт-пӳ е тумтир ҫине тӑхӑннӑ. Ку вара капӑрлӑхӑн кашни пайне тата кашни экземпляра этем уйрӑмлӑхӗсене шута илсе хатӗрлеме хистенӗ.

Усӑ куракан тӗрӗсемпе символсене час-часах пӗр-пӗр асамлӑ витӗме тӗпе хурса эрешленӗ. Тӗрӗсем ытларах геометри фигурисем евӗр пулнӑ. Ӳсентӑрана аса илтерекен эрешсем, тӗслӗхрен, ҫемье тулӑхлӑ пулассине, ырлӑх курассине пӗлтернӗ.

undefined

Аталану кун-ҫулӗ

Чӑваш халӑхӗн капӑрлӑхӗсен тымарӗ, унӑн тӗррипе танлаштарсан, тарӑнрах тымарлӑ. Бронза тапхӑрӗнче Вӑтам Азипе Ҫурҫӗр Иран лаптӑкӗнче пурӑннӑ чӑвашсен мӑн аслашшӗсен капӑрлӑх тума сӑран е пир-авӑр таврашӗ хатӗрлеме тивмен, вӗсемшӗн ҫак ӗҫ валли чул, йывӑҫ татӑкӗ, шӑмӑ евӗр юрӑхлӑ материал тупни те ҫителӗклӗ пулнӑ.

А. А. Трофимов академикӑн тӗпчевӗсем чӑвашсен капӑрлӑхӗ ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ халӑхӗсен культуринчен пулса кайнине кӑтартаҫҫӗ. Академик палӑртнӑ тӑрӑх, чӑвашсен мӑн аслашшӗсем капӑрлӑхӗсене тӗнче тытӑмне тӗпе хурса ӑсталанӑ, вӑл е ку объекта никӗс пек усӑ курса вӗсен ӗҫӗсенче тӗнче курӑмлӑхӗ кӗрсе юлнӑ. Капӑр япаласем вӗсемшӗн ваттисене сума сӑвассин культӑн пайӗ шутланнӑ, вӗсем урлӑ тӗнчесен ҫыхӑнӑвне палӑртнӑ. Эрешсенче асамлӑ вӑй курни те, вӗсемпе усӑ курса усал вӑйран сыхланма тӑрӑшни те шӑп та лӑп ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи тапхӑр кӑткӑс килнӗ пулсан та — ҫӗршывра революци тата темиҫе вӑрҫӑ пулса иртнӗ, колхозсем йӗркеленнӗ тата ытти те — йӑлана кӗнӗ тумтирпе тата капӑрлӑхсемпе халӑхра ҫав-ҫавах усӑ курнӑ. Капӑрлӑх япалисем упрама тӑрӑшни иртнӗ ӗмӗр варричченех тӑсӑлнӑ.

XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫуррийӗ вара чӑваш капӑрлӑхӗшӗн кӑткӑсрах самант пулса тухнӑ, чӑн-чӑн япаласем ҫухалма тытӑннӑ. 1950–1980-мӗш ҫулсенче культура еткерлӗхӗ ҫине тимлӗх уйӑрманнине пула тата 1990-2000-мӗш ҫулсенче ҫӗршывра пулса иртнӗ вӑйлӑ улшӑнусем чӑн-чӑн экземплярсене ҫухатасси патне илсе ҫитернӗ.

Хальхи вӑхӑтра халӑхра упранса экземплярсене пухса пыраҫҫӗ, вӗсене Раҫҫейри тата Чӑваш Енри музейсем тӗпчеҫҫӗ. А. А. Трофимов академик тата ытти ӑсчахсем тӑрӑшнипе халӑхра хӑйӗн культурин историйӗпе кӑсӑкланас туртӑм ҫуралнӑ, ҫапла вара капӑрлӑхсем ӑсталас ӗҫ ҫӗнӗрен вӑй илме пуҫланӑ.

undefined

Усӑ куракан материалсем

Чӑваш капӑрлӑхӗсен хурми пит кӑткӑс, шӑпах ҫавӑнпа хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене ӑсталакан ӑстасене ҫав тери хакланӑ, мухтаннӑ. Капӑрлӑхсене тума сайра тата хаклӑ материалсемпе усӑ курнӑ, вӗсене асамлӑ тесе шутланӑ. XVIIIXIX ӗмӗрсенче металран ӑсталанӑ пӗчӗк элеменчӗсемпе анлӑ усӑ курма тытӑннӑ, ҫавӑн пекех каури раковинипе, кӗленче шӑрҫапа ӗҫленӗ. Ҫак материалсене пурне те Раҫҫейӗн тӗрлӗ музейӗнче упранакан ҫав вӑхӑтри чӑн-чӑн капӑрлӑхсенче асӑрхама пулать. Капӑрлӑхсенче кӗмӗл укҫапа XVIII ӗмӗрте ҫеҫ усӑ курма тытӑннӑ, шӑпах ун чухне ҫӗршывра вӗсене йышлӑ кӑларма тытӑннӑ. Капӑрлатма вӗтӗ тӑрӑхла «пуслӑхран» пуҫласа нухрат пысӑкӑш тенкӗсемпе усӑ курнӑ, ҫавӑн пекех «талерсем» те ӗҫе кайнӑ. Вӗсемпе пӗрлех йӳнӗрех аналогсемпе те анлӑн усӑ курнӑ: тӑхлан, никельпе шӑвӑҫ татӑкӗсем. Ылтӑн укҫапа чӑвашсем хӑйсен капӑрлӑхӗсенче усӑ курман.

Капӑрлӑхсене хатӗрленӗ май чӑвашсем сӑранпа, пирпе, тӑлапа, тата лашасен хӗлӗхӗпе усӑ курнӑ. Хурӑн хуппипе, е йывӑҫран тунӑ мӗнле те пулин япалапа чӑвашсем капӑрлӑхра усӑ курман. Апла-и, капла-и — ҫакӑн пирки ҫырса хӑварнисем тӗл пулмаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех капӑрлатма тирпе, мамӑкпа тата кайӑк тӗкӗсемпе усӑ курман. XIX ӗмӗрте хӑш-пӗр ҫӗнӗ материалсемпе усӑ курма тытӑннӑ: хапрӑк кӑларакан пирпе, ҫитсӑпа, салтак тӳмисемпе. Ҫавӑн пекех вырӑс тата тутар ӑстисен тунӑ пысӑках мар капӑрлӑхсемпе те усӑ курма тытӑннӑ.

undefined

Чӑваш капӑрлӑхӗн тӗсӗсем

Капӑрлӑхсемпе мӗнпур чӑваш, вӗсем вӑл е ку этнографи ушкӑнне а пӗр-пер территоринче пурӑннине пӑхмасӑр, кашни ҫӗрте усӑ курнӑ, терминологи те вӗсен пӗрешкел пулнӑ. Ҫакӑ чӑваш тумтирӗн ҫак пай тымарӗ сӗм авалтан пыни пирки калать. XIX–XX ӗмӗрсенче ытти кӳршӗллӗ халӑхсемпе культура енӗпе хутшӑннӑ май кӑна тӗрлӗ ушкӑнсенче усӑ куракан материалсемпе, стилистикӑра тата терминологире уйрӑмлӑхсем палӑрма пуҫланӑ.

Кӑкӑр ҫине тӑхӑнмалли капарлӑх. XIX ӗмӗр.

Этемӗн ӳсӗмне кура капӑрлӑхсене ҫапла уйӑрма пулать[1]:

  • ача-пӑча валли хатӗрленисем;
  • хӗр тӑхӑнаканнисем (тухья тата ытти);
  • хӗрарӑм тӑхӑнаканнисем (хушпу тата ытти).

Ӳт-пӗвӗн хӑй пайӗ ҫине тӑхӑнни тӗлӗшпе ҫапла пайланаҫҫӗ[1]:

  • пуҫ ҫине тӑхӑнаканнисем (вӗсен шутне ӗнсе ҫинчисем те кӗреҫҫӗ; тӗслӗхсем — тухья, хушпу);
  • хӑлха ҫине ҫакаканнисем (алка тата хӑлха ҫаккисем; чӑвашсем вӗсем хӑлхаран ҫакнӑ, шӑтарса ҫакман);
  • ҫивӗт ҫинчисем (ҫивӗте капӑрлатнисем; хӗр капӑрлӑхӗсем шутне кӗреҫҫӗ);
  • мӑй ҫинчисем (мӑй ҫыххисем; ытларах енӗпе хӗрсен капӑрлӑхӗ шутланать, анчах хӗрарӑмсем те тӑхӑнса ҫӳренӗ);
  • кӑкӑр ҫине ҫакнисем (шӑрҫа; ама тата мӑя; чӑвашсемпе ҫармӑссен ҫеҫ тӗл пулакан шӳлкеме; нумай тӗрӗк халӑхӗсен тӗл пулакан тевет);
  • ҫурӑм ҫинчисем (хушпу хӳри; хӗрсен капӑрлӑхӗ шутне кӗрекен хӳре);
  • алӑ ҫине тӑхӑнаканнисем (сулӑсем):
  • пилӗк ҫинчисем (пиҫиххисем, енчӗксем, тӗкӗр тата ытти те)

Усӑ курни тӑрӑх чӑвашсен капӑрлӑхӗсем ҫакмалли тата ҫыхмаллисем ҫине пайланаҫҫӗ.

Хӗр капӑрлӑхӗ шутне тухъя, хӑлха ҫакки, шӑрҫа, вак укҫаран, вӗтӗ шӑрҫаран е каурирен ӑсталанӑ шӑрҫа, хулпуҫҫирен ҫакса яракан ҫуха, кӑкӑр ҫинчи мӑя, ҫав шута ҫавӑн пекех хулпуҫҫи урлӑ тӑхӑнакан тевет, пилӗк ҫине е ҫурӑм ҫинче ҫыхакан хӳресем кӗреҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ — хӗр сӑпайлӑхне, унӑн илемӗпе илӗртӳлӗхне палӑртасси. Качча кайнӑ хӗрарӑмӑн, ача амӑшӗн уйрӑмлӑхне хушпу, хӑлха ҫакки, алка, мӑй ҫине тӑхӑнакан шӑрҫа тата мӑй ҫыххи, ҫакӑн пекех амиа тата мӑя, сурпан ҫакки кӑтартса панӑ.

Арҫынсемпе яшсем капӑрлӑхсемпе туйсен вӑхӑтӗнче ҫеҫ усӑ курнӑ. Ун чухне тӑванӗсем каччӑна тата туя ертсе пыракана мӑн кӗрӗве сыхчӑ палли пек тата йӑха пулӑшакан паллӑ вырӑнӗнче усӑ курса мӑй ҫине ҫакмалли тата кӑкӑр ҫине тӑхӑнмалли капӑрлӑхсем панӑ.

Капӑрлӑхсене ӑсталани халӑх культурин чи паха элеменчӗсенчен пӗри, вӑл чӑвашсен йӑли-йӗркине тата уйрӑмлӑхӗсене уҫса паракан пай.

Наци капӑрлӑхӗсем хальхи культурӑра

Чӑваш капӑрлӑхне хатӗрлес ӑсталӑха хальхи вӑхӑтри ӑстасем те типтерлӗн упраҫҫӗ, аталантараҫҫӗ. Вӗсемпе сцена валли хатӗрленӗ тумтирсенче кӑна мар, ҫавӑн пекех йӑла-йӗрке тумӗсенче те усӑ кураҫҫӗ. Ялсенче пурӑнакансем авалхи капӑрлӑхсене юсаҫҫӗ, ку ӗҫе пурнӑҫланӑ май вӗсем вырӑнти тӗслӗхсемпе усӑ кураҫҫӗ е вӗсен аллине лекнӗ япаласене реставрацилеҫҫӗ; профессиллӗ художниксемпе ӑстасем тӗрлӗ этнос ушкӑнӗсемшӗн характерлӑ капӑрлӑхсен тулли варианчӗсене хаӗрлеҫҫӗ. Вӗсене тунӑ тата ӑсталанӑ чухне вӗсем упранса юлнӑ музей экспоначӗсене(выр.)чăв. тӗплӗн тишкереҫҫӗ, ҫавӑн пекех ӑслӑлӑх тӗпчесе пухнӑ пӗлӳпе практикӑра усӑ кураҫҫӗ.

Капӑрлӑхсем ӑсталакан хальхи ӑстаҫӑсем тата художниксем

undefined

Хальхи вӑхӑтри капӑрлӑхсене хатӗрлекенсен хушшинче темиҫе ӑстаҫӑпа аҫталӑх лаҫҫине уйӑрма пулать. Вӗсен шутӗнче темиҫешне асӑнма пулать: «Балтай» ӑсталӑх лаҫҫи, унта Балтаевсен ҫемйи хатӗрлекен авторла ӗҫӗсене палӑртма пулать. Ку ушкӑнра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Балтаев Николай Михайлович (1963 ҫ.ҫ.), унӑн арӑмӗ Людмила, ҫавӑн пекех ачисем ӗҫлеҫҫӗ[2].

Ҫавӑн пекех чӑваш культури ҫине таянса хальхи йышши капӑрлӑхсене Людмила Семёнова маҫтӑр хӑйӗн упӑшкипе ӑсталать. Вӗсем хатӗрленӗ япаласем Omla бренд ячӗпе паллӑ. Капӑрлӑхсене вӗсем титанран, бронзӑран, тимӗрпе тата ытти металсенчен хатӗрлеҫҫӗ[3].

Кӗмӗл вырӑнне хальхи ӑстасем шурӑ металпа усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре капӑрлӑхсене кӗмӗлтен ӑсталакан пӗр шухӑшлисен ушкӑнӗ пур, вӗсем (алка-вӑчӑра, сулӑ таата ытти япала хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсен пӗрлешӗвӗ «Кӗмӗл Чӑваш Ен» ятпа паллӑ[4].

Сӑнсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Украшения (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия.
  2. ^ Улăп çĕршывĕ Земля титана Улыпа Baltai_costume (выр.). baltay3.blogspot.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  3. ^ OMLA. omla.space. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  4. ^ Кĕмĕл Чăваш Ен - Серебряная Чувашия (выр.).

Вуламалли

  • Гаген-Торн Н. И. Женская одежда народов Поволжья (материалы к этногенезу). — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1960.
  • Денисов П. В. Национальная одежда низовых чуваш южных районов Чувашской АССР // УЗ ЧНИИ. Вып. XI. — Чебоксары: Чувашгосиздат, 1955. С. 210—251.
  • Зеленин Д.К. Женские головные уборы восточных (русских) славян // Slavia. Pr., 1926. Roc. 5. SV. 2. S. 318.
  • Иванов-Орков Г. Н. Узоры земли чувашской. Альбом. Чебоксары, 2008.
  • Крюкова Т. А., Никитин Г. А. Чувашское народное изобразительное искусство. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1960. С. 55-62 («Шитье бисером»).
  • Николаев В. В., Иванов-Орков Г. Н., Иванов В. П. Чувашский костюм: от древности до современности / Научно-художественное издание. — Москва — Чебоксары — Оренбург, 2002. 400 с.
  • Трофимов А. А. Народные женские украшения чувашей // Бытовая культура чувашей (материалы к историко-этнографическому атласу). — Чебоксары: ЧНИИЯЛИЭ, 1985. — С. 81-110.
  • Трофимов А. А. Одежда и украшения // Этническая история и культура чувашей Поволжья и Приуралья. — Чебоксары, 1993. — С. 184—203.
  • Трофимов А. А. Народные женские украшения чувашей // Искусство. Избранные труды. Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2005. С. 486—512.
  • Чуваши. Этнографическое исследование. Ч. 1. Материальная культура. — Чебоксары: Чувашгосиздат, 1956. — С. 313—334. Чувашское народное искусство. Чăваш халăх искусстви. Альбом. Сост. Э. Д. Меджитова, А. А. Трофимов. — Чебоксары, 1981.
  • Lehtinen, Ildiko. Women’s jewellery in Central Russia and Western Siberia. Museovirasto — Helsinki, 1980.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем