Цитрин
Хими тата физика пахалăхĕсем
Кремни икйӳçекĕ (SiO2), тригональлĕ сингони.
Çĕр айĕнчи управĕсем
Çутçăнталăкра цитринсем кварцăн урăх тĕрлĕхĕсенчен сайрарах тĕл пулаççĕ. Вĕсене Бразилире (Баия, Гояс, Минас-Жерайс), Мадагаскарта, АПШ-ра, Испанире, Францире, Шотландире, Раççейре (Уралра тата Казахстанра тупăшлаççĕ.
Ĕлкӳ тата хысаклав
Тĕрлĕ тĕсĕсем
Ювелиры тăтăшах ылтăнлăрах сарăх цитринсене «ылтăнлăрах топаз», хăмăртарах сарăх цитринсене — «испан топазĕсем» теççĕ. Якатнă цитрин сăрă сĕмĕпе топазăн хăшпĕр тĕслĕхĕсем пекрех курăнать. Топаз вара цитринран хытăрах, плеохроизм енĕпе, тачăлăхпа вăйлăрах, çыпăçулăх пур.
Хăш чухне аметист-цитрин кварцĕн Аметрин кристаллĕсем пулаççĕ, уйрăм ярăмлă цитринпа аметистăн кристаллĕсем.
Суя-цитринсем
Ытларах сутăнакан цитринсем — ăсталанă тĕтĕмлĕ кварцсем.
Кăсăк фактсем
Смитсон институтĕнче 2258 карат йывăрăшлă якатнă цитрин упранать.
XIX — ХХ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче ылтăнпа цитринран харпăр ĕç хучĕсене тата харпăр çырăвĕсене пичетлесе хума усă курнă.
Каçăсем
- Цитрина çырса ăнлантарнисем тата фотоӳкерчĕксем
- Цитрин тата Аметрин, тĕплĕ хыпарсем. 2013 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.