Сӑрҫум заповедник

«Сӑрҫум» заповедникЧӑваш Республикинче вырнаҫнӑ патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедникӗ. Заповедник республикӑн виҫӗ административлӑ районӗнче вырнаҫнӑ 3-мӗш лаптӑкран (2000 ҫултанпа) тӑрать[1].

Вырнаҫнӑ тӗлӗсем

«Сӑрҫум» патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедникне 1995 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 9 150,4 га. Кластерсен шучӗ — 3. Хурал зонин лаптӑкӗ 25 497,5 га[1][2]. Заповедникӑн чи пысӑк лаптӑкӗ Улатӑр районӗнче (9025 га) вырнаҫнӑ. Кунта ытларах ҫеремлӗ-кӗллӗ тӑпра ҫинчи хутӑш вӑрман. Заповедник уҫӑлнӑран вара вӑрман лаптӑкӗ уҫланкӑсем сарӑлнипе, йывӑҫсене каснипе чакнӑ. Заповедникри вӑрман икӗ тӗрлӗ: 1) ытларах ҫулҫӑллӑ йывӑҫсемлӗ (хурӑнпа ӑвӑс, хырсемпе тата чӑрӑшпа хутӑш ҫӑка, пӗчченшер юман; хунавсенчен чӑрӑш ытларах, вӗтлӗхре — пилеш, ҫӗмӗрт, шӗшкӗ; 2) ытларах лӑсӑллӑ йывӑҫсемлӗ (хыр, сайрарах хурӑнпа, ӑвӑспа, ҫӑкапа хутӑш чӑрӑш; хунавсенчен чӑрӑш ытларах, вӗтлӗхре — пилеш, ҫӗмӗрт, крушина, бересклет). 60-70 ҫулсенчи хырсемлӗ вырӑнсем те, ҫамрӑк хырлӑхсем те пур.

Заповедникӑн Патӑрьел (27,6 га)[3] тата Елчӗк (97,8 га)[1][4] районӗсенчи лаптӑкӗсем — ҫеҫенхирсем. Патӑрьел лаптӑкне республика пӗлтерӗшлӗ сӑвӑр заказникӗн никӗсӗ ҫинче (1961 ҫулта уҫнӑ пулнӑ) йӗркеленӗ, Елчӗк лаптӑкне — район пӗлтерӗшлӗ «Сорка-Тау» заказник никӗсӗ ҫинче[1]. Патӑрьел лаптӑкӗнче сӑвӑр-байбаксем пурӑнни 1642 ҫултанпах паллӑ.

Ҫанталӑк

Ку тӑрӑхри климат вӑтам континентлӑ. Сывлӑшӑн ҫулталӑкри вӑтам температури +3…+3,5 С. Ҫулталӑк хушшинче 450—750 мм нӳрӗк ӳкет.

Ҫутҫанталӑк палӑкӗсем

«Сӑрҫум» заповедникра (ҫавӑн пекех сыхлакан зонӑра) республика пӗлтерӗшлӗ ҫут ҫанталӑк палӑкӗсем («Люля юханшыв», «Кивӗ Старица кӳлӗсен ушкӑнӗ», «Старица, Базарское кӳлӗсен ушкӑнӗ)[5] тата малтанхи бронза тапхӑрӗнчи «Мулкач хули» археологи палӑкӗ (пирӗн эрӑчченхи 2 пин ҫул, Чирково культури)[6] вырнаҫаҫҫӗ.

Ӳсентӑрансем тата чӗрчунсем

«Сӑрҫум» заповедник территоринче (виҫӗ лаптӑкӗнче пӗрле) 800 тӗрлӗ ӳсентӑран ӳсет. Вӗсенчен 93-шне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ, ҫав шутра пилӗк тӗсне Раҫҫей Федерацийӗн Хӗрлӗ кӗнекине те: ҫулҫӑсӑр касатик, хӗрлӗ тусанлӑ пуҫ, неоттианта, тӗклӗ кӑлкан, Цингер астрагалӗ. Икӗ тӗсне Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка сыхлакан пӗрлӗхӗн (МСОП) Хӗрлӗ списокне кӗртнӗ — Цингер астрагалӗ, зюзниколистнӑй серпуха[7].

Улатӑр участокӗнче кӗпҫеллӗ ӳсентӑранӑн 658 тӗсӗ (91 йыша кӗреҫҫӗ) ҫитӗнет, ҫав шутра 59-шне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.

Хурал зонинчи шывсенче Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ шывра ишекен шыв мӑйӑрӗ сайра тӗс ӳсет.

Елчӗк лаптӑкӗнче ҫаранлӑ ҫеҫенхир ӳсентӑранӗсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫав шутра, ҫӳҫлӗ кӑлкан, сӗлӗ курӑкӗ, ҫеҫенхир тимофеевки, пӑтранчӑк тата ҫеҫенхир шалфейӗ, австри тата дат астрагалӗ, ансат оносма, Атӑл шӑнкӑравӗ[8].

Чӗрчунсенчен пӑши, хир сысни, мулкач, хӑнтӑр, хӗрлӗ хир шӑшийӗ, вӑрман сӑсарӗ, кашкӑр, ҫӳлевӗҫ, хӑмӑр упа тӗл пулаҫҫӗ.

«Сӑрҫум» заповедникӑн виҫӗ участокӗнче 34 отрядри 136 тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗке палӑртнӑ. Улатӑр участокӗнче — 128 тӗс (57 — ҫерҫи йышшисем мар тата 71 — ҫерҫи йышшисем); Патӑрьелӗнче — 49 тӗс (23 тата 26); Елчӗкре 46 тӗс (19 тата 27).

Ҫерҫи евӗрлисен шутне 74 тӗс кӗрет. Ытти 62 тӗсӗ ҫакнашкал отрядсен шутне кӗреҫҫӗ: хур евӗрлисем, кӑйкӑр евӗрлисем, чӑх евӗрлисем, тӑмана евӗрлисем, улатакка евӗрлисем тата ытти те. Вӗҫен кайӑксен 136 тӗсӗнчен 19 тӗсне тӗрлӗ шайри Хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ. Заповедникӑн сыхлав зонине кӗртнӗ Сӑр тӑрӑхӗ тӗнче пӗлтерӗшлӗ орнитологи территорийӗсен шутне кӗрет. Шывсем нумай пулни шыв-шур тата шыв ҫывӑхӗнчи вӗҫен кайӑксене илӗртет. Вӗсем — тӗрлӗ кӑвакалсем, куликсем, чарлансем тата крачкасем. Кунтах вӗҫсе иртекен хур-кӑвакалсем, тӑрнасем анса канаҫҫӗ, тӑранса малалла ҫул тытаҫҫӗ.

Заповедникӑн хурал зонинче Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ сайра тӗл пулакан вӗҫен кайӑксен тӗсӗсем йӑва ҫавӑраҫҫӗ: орлан-белохвост, ӳхӗ, ҫӗленҫиен, чакак пек кулик, пӗчӗк крачка, сӑрӑ сорокопут тата ытти те.

Заповедник символӗ — Сӑр тӑрӑхӗнче ҫеҫ тӗлпулакан карӑк тӗсӗ, Атӑл карӑкӗ (Tetrao urogallus volgensis), ун ҫинчен А. С. Бутурлин 1907 ҫултах ҫырса кӑтартнӑ.

Заповедник территорийӗнче 2500 ытла тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ тупнӑ, ҫав шутра сайра хутра тӗлпулакан отшельник евӗрлӗ, шӗвӗр ҫунатлӑ слоник (нӑрӑсем); ахаль йышши аполлон, мнемозина (лӗпӗшсем); пыл хурчӗ-платник, шултра парнопес сӑпса (ҫурхах ҫунатлисем)[9], йывӑҫ шӑршиллӗ кӑткӑ[10].

Сайра тӗл пулакан ӳсентӑрансемпе кӑмпасем

Заповедник территорийӗнче тупнӑ 9 тӗслӗ ӳсентӑранпа кӑмпана Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ[11]:

4 тӗс кӑмпа: шурӑ ӑвӑс кӑмпи, кӑвакаракан гиропор, коралл евӗр ежевик тата пестик евӗр рогатик;

5 тӗслӗ кӗпҫеллӗ ӳсентӑранӗсем: ҫулҫӑсӑр касатик, хӗрлӗ тусанлӑ пуҫ, неоттианта, тӗклӗ кӑлкан, Цингер астрагалӗ.

Сайра тӗл пулакан хурт-кӑпшанкӑ

Заповедникре тупнӑ 10 яхӑн тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ[12][13].

Сайра тӗл пулакан вӗҫен кайӑксем

Заповедник территорийӗнче тупса палӑртнӑ 13 тӗсе Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ[9]:

скопа, ҫеҫенхирти лунь, ҫӗленҫиен, пысӑк подорлик, могильник, караппӑл, шурхӳреллӗ орлан, сапсан, чакак евӗр кулик, пысӑк кроншнеп, пӗчӗк крачка, ӳхӗ, сӑрӑ сорокопут.

Туризм

Туристсемпе хӑнасем валли заповедникра икӗ экологи сукмакӗ йӗркеленӗ: Улатӑр районӗнче — «Управ сукмакӗсемпе», Патӑрьел районӗнче — «Сӑвӑрсене шыраса».

Республика тӗп хулинче — Шупашкарта — заповедникӗн «Заповедная природа Чувашии» визит-центрӗ ӗҫлет.

Дирекци тата адрес

2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа директор пулса Осмелкин Евгений Витальевич ӗҫлет.

1996—2012 ҫулсенче заповедника Олигер Алексей Иванович ертсе пынӑ[14].

Адресӗ: 428034, Чӑваш Республики, Шупашкар, Вӑрман пос., 9.

Электронлӑ адресӗ: prisurskij@mail. ru

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 История и цели создания заповедника «Присурский» (выр.). www.prisursky.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ Карты заповедника «Присурский» (выр.). www.prisursky.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  3. ^ Батыревский участок заповедника «Присурский» (выр.). www.prisursky.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.
  4. ^ Яльчикский участок заповедника «Присурский» (выр.). www.prisursky.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.
  5. ^ Природные и историко-культурные достопримечательности (выр.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  6. ^ Березина Н. С., Березин А. Ю. Новые данные об археологических памятниках государственного природного заповедника «Присурский» // Научные труды ГПЗ «Присурский». — Чебоксары-Атрат, 2001. — Т. 7. — С. 155—159.
  7. ^ Государственный природный заповедник «Присурский» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  8. ^ Государственный природный заповедник «Присурский» (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Фауна заповедника «Присурский» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.. prisursk.ru(выр.)
  10. ^ Красильников В. А. Об обнаружении пахучего муравья-древоточца Lasius (Dendrolasius) fuliginosus (Latreille, 1798) в Государственном природном заповеднике «Присурский». // Научные труды ГПЗ «Присурский». — Чебоксары-Атрат, 2002. — Т. 10. — С. 76-77.
  11. ^ Флора заповедника «Присурский» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.. prisursk.ru(выр.)
  12. ^ Редкие виды: Алатырский участок (выр.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.. prisursk.ru(выр.)
  13. ^ Редкие виды: Батыревский участок (выр.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.. prisursk.ru(выр.)
  14. ^ О назначении директора заповедника (выр.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеки. Том 1. Часть 1. Сайра тата ҫухалакан ӳсентӑрансемпе кӑмпасем. / Гл. редактор, д. м. н, профессор, академик Иванов Л. Н. Автор-составитель и зам. гл. редактора Димитриев А. В. — Чебоксары: РГУП «ИПК «Чувашия», 2001. — 275 с.
  • Арзамасцев К. И., Панченко Н. Л. Коллекция птиц Музея природы государственного природного заповедника «Присурский» // Экологический вестник Чувашской Республики. – Чебоксары, 2007. – Вып. 57. — С. 61-75.
  • Димитриев А. В., Рахматуллин М. М. О слепыше (Spalax sp.) Патӑрьелти заповедникӑн «Присурский» // Научные труды государственной природного заповедника «Присурский». – Чебоксары-Атрат: КЛИО, 2006. – С. 141.
  • Егоров Л. В. Жесткокрылые (Insecta, Coleopiera) государственного природного заповедника «Присурский» и его охранной зоны. 2. Малтанхи тӗссен списокӗ // Научные труды государственного природного заповедника «Присурский». – Чебоксары-Атрат, 2000. – Том 3. – С. 44-49.
  • Коноваленко А. В., Димитриев А. В., Рахматуллин М. М. О находках слепыша обыкновенного (Spalax microphthalmus Guldenstaedt, 1770) в Чувашской Республики // Экологи хыпарҫи / Главный редактор, составитель — к. б. Димитриев. А. В. — Чебоксары, 2007. — Вып. 65. — С. 9-11.
  • Красильников В. А. О состоянии фауны муравьёв Присурья. // Научные труды государственной природного заповедника «Присурский». Материалы Первой конференции «Изучение природы Присурья» (26-28 марта 1998, Чебоксары) – Чебоксары, 1999. – Том 1. – С. 65-67.
  • Красильников В. А. К изучению фауны муравьёв Алатырского участка ГПЗ «Присурский» — «Присурскийе» патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедникӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗсем. – Чебоксары-Атрат, 2001. – Том 7, – С. 73-75.
  • Красильников В. А., Зрянин В. А., Ганеева Г. Ф. О муравьях (Hymenoptera, Formicidae) Батыревского и Яльчикского участков государственного природного заповедника «Присурский» // Научные труды государственного природного заповедника «Присурский» (чӑв. – Т. 22. – Шупашкар-Атрат: КЛИО, 2009 (2010). – С. 8-9. Чебоксары, 2009.
  • Ластухин А. А. К фауне бабочек (Insecta, Lepidopiera) государственного природного заповедника «Присурский» Пӗлтерӳ 1. Rhopalocera (Булавоусые) // Научные труды государственного природного заповедника «Присурский». — Чебоксары-Атрат, 1999. — Том 2. — С. 29-32.
  • Ластухин А. А., Коган В. Г. К фауне птиц заповедника «Присурский» // Фауна, экология и охрана редких птиц Среднего Поволжья. — Саранск, 1997. — С. 84-87.
  • Шабалкин В. М. Пулӑсем Чувашии // Экологический вестник Чувашской Республики. – Чебоксары, 2003. – Вып. 33. — 48 с.

Каҫӑсем