Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеки
Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеки (выр. Красная книга Чувашской Республики) — официаллӑ патшалӑх докуменчӗ, унта Чӑваш Республикинче сайра тӗл пулакан тата ҫухалас хӑрушлӑх пур чӗрчунсемпе ӳсен-тӑрансен аннотациллӗ переченӗ, ҫавӑн пекех вӗсем сарӑлни, ҫак тӗссем хальхи вӑхӑтра мӗнле тӑрӑмра пулни, хисепӗ мӗншӗн чакни пирки пӗтӗмӗшле сведенисем, вӗсене упраса хӑварас тата ҫӗнӗрен чӗртес тӗлӗшпе тумалли мероприятисем кӗреҫҫӗ. Ӑна 1992 ҫулта йӗркеленӗ[1].
Историйӗ
Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗн 1992 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчи 174-мӗш номерлӗ «Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине йышӑнасси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ[1].
2001 ҫулта Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекин 1-мӗш томӗн 1-мӗш пайне кӑларнӑ, ӑна ӳсен-тӑранпа кӑмпасене халалланӑ. Унта ӳсен-тӑранпа кӑмпасен 243 тӗсне тата 1 уйрӑм тӗсне (подвид) кӗртнӗ[2].
2010 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин 461-мӗш приказӗпе Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ чӗрчунсен списокне ҫирӗплетнӗ, ӑна Чӑваш Республикин Юстици министерствинче 2010 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче регистрациленӗ (рег. № 674)[1]. Чӗрчунсем ҫинчен том хатӗрлеме Правительство комиссийӗн йышне Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин, Росприроднадзорӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗн, Россельхознадзорӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗн, «Сӑрҫи» патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедник» ФГУ, «ООПТ дирекцийӗ» ГУ, Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн Шупашкарти филиалӗн специалисчӗсене, ҫавӑн пекех И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тата «Караш» экологипе биологи центрӗн ертсе пыракан ӑсчахӗсене кӗртнӗ[2].
2011 ҫулта 1-мӗш томӑн 2-мӗш пайне кӑларнӑ, ӑна Чӑваш Республикинчи чӗрчунсен тӗнчине халалланӑ. Унта чӗрчунсен 290 тӗсне кӗртнӗ (ҫурӑм шӑммисӗр 161 тӗс тата ҫурӑм шӑммиллӗ 129 тӗс), ҫав шутра: кайӑксен 72 тӗсӗ, сӗтпе ӳсекенсен 35 тӗсӗ, пулӑсен тата пулӑ евӗрлисен17 тӗсе, хупӑллӑ ҫунатлӑ кӑпшанкӑсен 93 тӗсӗ, хытӑ ҫунатлӑ хурт-кӑпшанкӑн 32 тӗсӗ, ҫурхах ҫунатлӑ кӑпшанкӑсен 20 тӗсӗ. Ҫак кӗнекере 4 приложени пур (1 — Чӑваш Республикин территорийӗнчен юлашки 100 ҫулта ҫухалнӑ чӗрӗ ҫутҫанталӑк объекчӗсен переченӗ; 2 — Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларнӑ чӗрӗ ҫутҫанталӑк объекчӗсен переченӗ; 3 — ҫутҫанталӑкра уйрӑмах тимлӗх кирлӗ чӗрчунсен таксонӗсемпе популяцийӗсен аннотациллӗ переченӗ; 4 —чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн сайра тӗл пулакан объекчӗсене тупни пирки сведенисем, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ вӗҫен кайӑксем Чӑваш Республикин территорине вӗҫсе килни пирки сведенисем[3].
Тытӑмӗ
Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ тӗссен популяцийӗсемшӗн хӑрушлӑх мӗнлерех пулнине кура вӗсене ҫакӑн пек категорисем ҫине пайланӑ: ҫухалнисем (0), ҫухалакансем (I), суранлатма ҫӑмӑллисем (II), сайра тӗл пулакансем (III), палӑртманнисем (IV), паллӑ мар статуслӑ ҫителӗклех палӑртманнисем (V), ҫӗнӗрен пулнисем (VI).
Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчи чӗрӗ ҫутҫанталӑкпа тӗрлӗ тӑпра объекчӗсен статусне сӑнланӑ чухне ҫак категорисене уйӑрнӑ:[4]
- 0 — ахӑртнех, чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн, тӑпрасен тӗсӗсен ҫухалнӑ тӗсӗсем (подвидсем, популяцисем);
- I — чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн, тӑпрасен тӗсӗсен ҫухалас хӑрушлӑх пур тӗсӗсем (подвичӗсем, популяцийӗсем): таксонсем — вӗсен хисепне чакаракан факторсем малалла та пулсан вӗсене сыхласа хӑварас шанчӑк сахал. Ҫак категори шутне йышӗ тата лаптӑкӗ кризис шайне ҫитнӗ е вӗсем ӑҫта вырнаҫнин шучӗ вӑйлӑ чакнӑ таксонсем кӗреҫҫӗ;
- II — чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн, тӑпрасен тӗсӗсен сусӑрлатма ҫӑмӑллисен тӗсӗсем (подвидсем, популяцисем), : хисепне тата лаптӑкне (тӑпра валли) чакаракан факторсем малалла та пулсан ку таксонсен, ахӑртнех, ҫитес вӑхӑтра ҫухалас хӑрушлӑх пур категорие куҫма тивӗ. Ку категори шутне пӗтӗм популяцийӗ е ытларах пайӗ ытлашши усӑ курнипе, вӗсем пурӑнакан вырӑнсене пӑснипе е тавралӑхӑн ытти улшӑнӑвне пула организмсен шучӗ чакакан таксонсем кӗреҫҫӗ;
- III — чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн, тӑпрасен тӗсӗсен сайра тӗл пулакан тӗсӗсем (подвидсем, популяцисем): хальхи вӑхӑтра ҫухалас хӑрушлӑх ҫук тата суранлатма ҫӑмӑллисен йышне кӗмен, анчах ун пек пулма пултаракан пысӑках мар популяциллӗ чӗрӗ ҫутҫанталӑк таксонӗсем тата пысӑках мар лаптӑк йышӑнакан тӑпра таксонӗсем кӗреҫҫӗ. Чылай чухне ҫак таксонсем пӗчӗк территорире сарӑлнӑ е ансӑр экологи амплитудиллӗ, е пысӑк территорире сапаланчӑк сарӑлнӑ;
- IV — чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн тӗсӗсем (подвидсем, популяцисем), тӑпрасен паллӑ мар статуслӑ тӗсӗсем: унчченхи категорисенчен пӗрин шутне кӗрекен таксонсем, анчах та хальхи вӑхӑтра вӗсен тӑрӑмӗ пирки ҫителӗклӗ сведенисем ҫук;
- V — чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ, ҫӗнӗрен чӗрӗлекен, ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ тӗсӗсем (подвидсем, популяцисем), тӑпрасен тӗсӗсем.
Кӗнекене кӗртнӗ тӗссем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Об утверждении перечней (списков) объектов животного мира, занесенных в Красную книгу Чувашской Республики (Том 1) и приложения к ней от 12 августа 2010 - docs.cntd.ru. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Красная книга Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Дмитриев А.В. Красная книга Чувашской Республики. Том 1. Часть 2. Животные. — Чебоксары: ГУП «ИПК «Чувашия», 2010. — Т. 1. — 372 с. — ISBN 978-5-86765-430-6.
- ^ Приказ Минприроды Чувашской Республики от 12.08.2010 N 461 "Об утверждении перечней (списков) объектов животного мира, занесенных в Красную книгу Чувашской Республики (Том 1) и приложения к ней (по состоянию на 1 июля 2010 г.)" (с изменениями и дополнениями) (документ не действует) | Гарант. base.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
Вуламалли
- Красная книга Чувашской Республики / Под науч. ред. М. М. Гафуровой; М. С. Игнатова, Т. Ю. Толпышевой, Т. Ю. Светашевой. — 2-е, перераб. — б/и, 2019. — Т. 1: Редкие виды растений и грибов. — электронное издание (zip-архив).
- «Красная книга Чувашской Республики. Том 1. Часть 1. Растения и грибы». — Чебоксары: РГУП «ИПК Чувашия», 2001—275 с.
- Красная книга Чувашской Республики. Том 1. Часть 1. Редкие и исчезающие растения и грибы / Гл. ред. д.м.н., профессор, академик Л. Н. Иванов; автор-составитель и зам. гл. редактора А. В. Димитриев. — Чебоксары: РГУП "ИПК «Чувашия», 2001. — 275 с.
- Дмитриев А.В. Красная книга Чувашской Республики. Том 1. Часть 2. Животные. — Чебоксары: ГУП «ИПК «Чувашия», 2010. — Т. 1. — 372 с. — ISBN 978-5-86765-430-6.
- Красная книга Чувашской Республики. Том 1. Часть 2. Редкие и исчезающие виды животных / Гл. ред. И. В. Исаев, автор-составитель и зам. гл. редактора А. В. Димитриев. — Чебоксары: ГУП "ИПК «Чувашия», 2010. — 372 с.
- Постановление Совета Министров ЧАССР от 15.05.1992 № 174 (ред. от 04.07.2006) «Об учреждении Красной книги Чувашской Республики» (вместе с «Положением…»). — «Собрание законодательства ЧР», 2003, № 8, ст. 469.
Каҫӑсем
- Красная книга Чувашской Республики (выр.)
- Руки прочь от скомороха! (выр.)