Йӗпреҫри этнографи музейӗ
Историйӗ
Йӗпреҫ район ӗҫтӑвкомӗн председателӗ вырӑнне йышӑннӑ П. М. Ермошкин пуҫарнипе никӗсленӗ[2][3], общество пуҫарӑвӗпе энтузиастсем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ[4].
1980 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче уҫнӑ, 1986 ҫулта Чӑваш республикин таврапӗлӳ музейӗн (халӗ — Чӑваш Республикин наци музейӗ) филиалӗ пулса тӑнӑ[4]. Хальхи вӑхӑтра Йӗпреҫ районӗн культура аталанӑвӗн центрӗн филиалӗ шутланать[1].
Музейра 6000 ытла чӑн музей япалине (2019) пухнӑ[2]. Музей пӗтӗмӗшле 1,5 га лаптӑк йышӑнать.
2018–2019 ҫулсенче музейра реставраци ӗҫӗсем иртнӗ. Асӑннӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ май ҫавӑн пекех территорие тирпей-илем кӗртнӗ, ҫӗнӗ объектсем туса лартнӑ: лаша тытмалли лупас, йӑх хӳшши, таврана сӑнамалли башня, сцена, ачасем канмалли вырӑн тата ыттисем те[5].
Музей комплексӗн тытӑмӗ
- Чӑваш архитектурин ҫурт-йӗрӗ:
- XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи, тата 1930-мӗш ҫулсенчи хресчен кил-ҫурчӗсем (ҫав шутра сӑра вӗретмелли лаҫ);
- XIX ӗмӗрӗн варринчи хресчен кил-ҫурчӗ (музейра хура пӳртпе тата хуралтӑсемпе паллашма пулать);
- Кӗлӗмкасси ялӗнчен музее парнеленӗ ҫил арманӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ);
- Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнчен куҫарнӑ икӗ хутлӑ кӗлет;
- «тӑрна» ҫӑл;
- Халӑх ӑсталанӑ япаласем, чӑваш халӑх тумтирӗ, савӑт-сапа, ӗҫ хатӗрӗсем, XX ӗмӗр варринчи чӑваш пӳрчӗ, йӑлана кӗнӗ алӗҫе кӑтартнӑ этнографи залӗ;
- 1940—1950 ҫулсенче Йӗпреҫ эртелӗ туса кӑларнӑ тӑм савӑтсем.
- Йӑлапа ӗҫ хатӗрӗсене, тӗрлӗ вӑхӑтпа самана тумтирсене, пир-авӑр, ал ӗҫ, халӑх пултарулӑхӗн япалисене экспонациленӗ этнографи залӗ. Ку пайра ҫавӑн пекех йывӑҫран касса, тӗрлесе, ҫыхса ӑсталанӑ япаласен пуххипе; кулленхи, уяв тата йӑла наци тумӗн, капӑрлӑх пуххине кӑтартнӑ[6].
- Чӑваш тӑрӑхӗнчи 300 ытла художник ӗҫӗпе паллаштаракан картина галерейи. Музейра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем ҫинчен, Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗн (1940-мӗш ҫулсенче унта А. П. Маресьев паллӑ лётчик ҫӗнӗрен вӗҫме вӗреннӗ) историйӗ ҫинчен пуян материал пухнӑ.
Музей территорийӗнче пӗве, XVIII—XX ӗмӗрсенчи хурт-хӑмӑр ӗҫӗн япалисем пур. Музей территорийӗнче фольклор уявӗсем, тематика каҫӗсем, Йӗпреҫ районӗн паллӑ ҫыннисемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ибресинский этнографический музей под открытым небом (филиал Центра развития культуры Ибресинского района) (выр.). Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Матвеев Г. Б. Ибресинский этнографический музей под открытым небом // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 05.12.2025.
- ^ Спиридонов В. Т. Ермошкин Пантелеймон Михайлович // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 05.12.2025.
- ^ 1, 2 Майоров А. Г., Матвеев Г. Б. Ибресинский этнографический музей под открытым небом // Ибресинский район : крат. энцикл. / сост. Г. Б. Матвеев и др.. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2011. — . 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Обновленный Ибресинский этнографический музей под открытым небом готовится принять первых гостей. | Интересный контент в группе Чувашская Республика в ОК (Одноклассники) (выр.). m.ok.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Туризм по-ибресински. Часть 1: этнографический музей в Ибресях, и женский монастырь в Малых Кармалах (2015-07-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.