Кури Вантер

Гурий Иванович Комиссаров-Вантер (Кури Вантер; 1883 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ, Патӑрьел, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1969 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ, Санчурск[d], Киров облаçě) — ӑслӑлӑх никӗсӗ ҫинчи чӑваш фольклористикине пуҫаракан, чӑвашсен этнологийӗ, историйӗ тата таврапӗлӳ тӗпчевӗ ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен авторӗ, ҫыравҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ, литература тӗпчевҫи, чӗлхеҫӗ, педагогӗ, философ, историк, пӗлӳ паракан[1].

Чӑваш, вырӑс, кивӗ славян, пушкӑрт, тутар, латин тата француз чӗлхисене пӗлнӗ.

Г. И. Комиссаровӑн вӗрентекенӗсемпе юлташӗсем И. Я. Яковлев, Н. В. Никольский, П. М. Миронов, Н. И. Ашмарин, Ф. П. Павлов, И. Е. Ефимов-Тӑхти, А. И. Матвеева-Нухрат, С. В. Сухарев, К. Ф. Тарасов-Ухик, П. А. Петров-Туринге, И. Н. Антипов-Каратаев пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1896 ҫулта ялти пуҫламӑш училищене вӗренсе пӗтернӗ, 1899 ҫулта — Элӗкри икӗ класлӑ училищене. 1903 ҫултанпа, Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенсен шкулне вӗренсе пӗтерсен, Етӗрне уесӗнчи Пӗрҫырлан пуҫламӑш шкулӗнче вӗрентекен пулса ӗҫленӗ. 1905—1906 ҫулсенче Етӗрне уесӗнчи легаллӑ мар Вӗрентекенсен пӗрлӗхне йӗркелекенсенчен тата унӑн ертӳҫисенчен пӗри пулнӑ.

1906—1908 ҫулсенче Ӗпхӳри тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ, пӗр вӑхӑтрах вырсарникун шкулӗнче вӗрентнӗ. 1908—1913 ҫулсенче — Хусан тӗн академийӗн арап-тутар пайӗн студенчӗ тата Хусан император университечӗн ирӗклӗ итлекенӗ. Ҫак вӑхӑтра чӑвашсен историйӗпе этнографине тӗпченӗ, сӑнӳкерчӗксем тунӑ, карттӑсем хатӗрленӗ.

1913 ҫултанпа, богослови кандидачӗн ӑслӑлӑх степеньне илмелли диссертацие хӳтӗленӗ хыҫҫӑн, Ӗпхӳри тӗн семинарийӗн инспектор пулӑшуҫи тата Ӗпхӳри 2-мӗш (харпӑр) гимназире сӑмахлӑх вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. Ӗпхӳнче Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенсен шкулӗн тӗслӗхӗпе вӗрентекенсен семинарине питех те уҫмаллине ӗнентерсе ҫырнӑ.

1917 ҫулхи ака уйӑхӗнче Ӗпхӳри чӑваш наци обществине йӗркелесе уҫас ӗҫе пуҫарнӑ.

1917—1918 ҫулсенче Хусан епархийӗнчен тӑнӑҫри ҫын пек Пӗтӗм Раҫҫейри Поместлӑ Соборӑн пайташӗ пулнӑ, 1-мӗш тата 2-мӗш сессисене хутшӑннӑ, IX уйрӑмӑн секретарӗ тата III, V, XIII, XX уйрӑмсен пайташӗ пулнӑ.

1918 ҫултанпа Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен гимназинче вӗрентекен, Нацилӗхсен ӗҫӗсен халӑх комиссариачӗ ҫумӗнчи чӑваш уйрӑмӗн инспекторӗ тата куҫарупа кӑларӑм комиссийӗн Ҫӗрпӳри пайне ертсе пыраканӗ пулса ӗҫленӗ. 1919 ҫултанпа — куҫарупа кӑларӑм комиссийӗн председателӗ, ҫавӑн пекех Ӗпхӳри 3 ҫул вӗренмелли педагогика курсӗсен (Уралҫум чӑваш педагогика техникумӗн) вӗрентӳ пайне ертсе пыраканӗ тата педагогика канашӗн секретарӗ; чӑваш чӗлхипе литературине, психологипе педагогикӑна вӗрентнӗ. 1921—1923 ҫулсенче Ӗпхӳри 3 ҫул вӗренмелли педагогика курсӗсене ертсе пынӑ; унсӑр пуҫне Пушкӑрт педагогика техникумӗнче (1921—1925), 2 ҫул вӗренмелли тутар-пушкӑрт педагогика курсӗсенче психологипе педагогикӑна, Политехникумра тата ҫӗр виҫекенсен техникумӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Пӗр вӑхӑтрах кӗпӗрне музей комиссийӗнче (1920—1923) ӗҫленӗ; Кӑнтӑр Урал музейӗн (Таврапӗлӳ музейӗн) штатра тӑман ӗҫченӗ пулнӑ, унта вӑл чӑвашсен тӗрлӗ этнографи пуххисене, ҫав шутра тӗрлӗ вырӑнсенчен пухнӑ тӗрӗллӗ япаласен пуххине пуҫтарнӑ; Пушкӑрт АССР-ӗн наци сахал йышлӑ халӑхсен шкулӗсен Программӑпа методика комиссийӗн председателӗ пулнӑ (1922—1923).

1923—1926 ҫулсенче — Ӗпхӳри Уралҫум чӑваш педагогика техникумӗн завучӗ тата вӗрентекенӗ; вӗренекенсен ялсенче этнографи экспедицийӗсене тата культура шефлӑхне йӗркеленӗ, хора тата К. В. Иванов ячӗллӗ литература кружокне ертсе пынӑ, вӗренекенсемпе пӗрле алҫырӑвӗллӗ журнал кӑларнӑ, К. Иванов, Ф. Павлов, Н. Ефремов тата М. Акимов хайлавӗсем тӑрӑх спектакльсем лартнӑ, литературӑпа вокал тата музыкӑпа ташӑ каҫӗсене ирттернӗ.

Пӗр вӑхӑтрах 1924—1926 ҫулсенче Пушкӑрт совет-парти шкулӗнче вӗрентнӗ, Пушкӑрт халӑх ҫутӗҫ комиссариачӗн таврапӗлӳ секцине ертсе пынӑ, Ӗпхӳри халӑх вӗрентӳ институтӗнче «Пушкӑртстан историйӗ тата этнографийӗ» курса вӗрентнӗ; 1925 ҫултанпа чӑвашсем хушшинче хутла пӗлменнине пӗтермелли курсене ертсе пынӑ, ҫавӑн пекех политпросветӑн Программӑпа методика комиссине ертсе пынӑ; 1925—1926 ҫулсенче Пушкӑрт АССР Халӑх ҫутӗҫ комиссариачӗн Академи центрӗн шкулти таврапӗлӳ секцийӗн председателӗ тата педагогика вӗренӳ заведенийӗсен Программӑпа методика комиссийӗн пайташӗ пулнӑ.

1926—1931 ҫулсенче — Тухӑҫ педагогика институчӗн чӑваш уйрӑмӗн вӗрентекенӗ. Пӗр вӑхӑтрах Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче вӗрентнӗ, унтах литература кружокне тата чӑваш тӗпчевӗн ӑслӑлӑх кружокне ертсе пынӑ; Пролетари ҫыравҫисен тутар ассоциацийӗн чӑваш секцийӗн йышне кӗнӗ, ҫавӑн пекех Мускаври чӑваш культурине тӗпчекен обществӑн Хусан уйрӑмне ертсе пынӑ; Тутар радиокомитечӗн чӑваш секторӗпе пӗрле ӗҫленӗ.

1931—1936 ҫулсенче Хусан университетӗнче, медицина институтӗнче, Совет правин институтӗнче, Совет строительство институтӗнче чӑваш чӗлхипе литературине, Хусан финанспа экономика институтӗнче (1933—1936) чӑваш тата вырӑс чӗлхисене вӗрентнӗ; вузсен хушшинчи чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин ертӳҫи пулнӑ.

1936—1941 ҫулсенче — Бауман районӗн ҫитӗннисен шкулӗнче вырӑс чӗлхи тата литература вӗрентекенӗ; пӗр вӑхӑтрах Хусан педагогика институтӗнче, ТАССР Вырӑнти промышленность халӑх комиссариачӗн инженер-техника ӗҫченӗсен квалификацине ӳстерекен институтра, хапрӑкпа савут вӗренӳ шкулӗсенче, медицина институтӗнче, химипе технологи институтӗнче, шыв транспорчӗн техникумӗнче вӗрентнӗ. 1939 ҫулта — ТАССР Вӗрентекенсен квалификацине ӳстерекен институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кабинечӗн методисчӗ.

1941—1942 ҫулсенче — Хусан хулинчи 80-мӗш вӑтам шкулӑн вӗрентекенӗ; медицина училищин вӗрентекенӗ.

1942 ҫулта Киров облаҫӗн Санчурск хулине (арӑмӗн тӑван енне) куҫса кайнӑ; Санчурск фармакологи шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине, латин чӗлхине вӗрентнӗ, 1946—1957 ҫулсенче — фельдшерпа акушер шкулӗнче вӗрентнӗ.

1957 ҫулта пенсие тухнӑ.

1969 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Санчурск хулинче пытарнӑ.

Чăваш халăхне Кури Вантерĕн пехилĕсем

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех чаплă чăваш асăннă халăх пĕтессине кăтартакан хăрушă паллăсем:

  1. Хастарлă ашшĕ-амăшĕ вырăнне юрăхсăр ача-пăча пулни
  2. Эрех-сăра ĕçме: чĕлĕм туртма юратни
  3. Сывлăх чакни
  4. Ухмах çурални
  5. Чăваш кăмăлĕ пăсăлни
  6. Урăх халăхсемпе хутăшса кайни
  7. Чăвашăн хăй ăсăпе тунă ырлăхсем (культура) çукки

Чăваш халăхĕ чапа тухассине кăтартакан ырă паллăсем:

  1. Чăвашăн авалхи пурнăçĕ
  2. Чăваш тунă ырăлăхсем (культура), юрă: сăмахлăх: тĕрĕ: ал ĕç культури
  3. Чăваш ĕçе юратни
  4. Чăваш хастарлăхĕ
  5. Чăваш ăсĕ
  6. Чăваш юррисем
  7. Чăваш кĕвви (мусăкĕ)
  8. Сăрпа ӳкерчĕксем çырма вĕренни
  9. Чăваш хăй пурнăçне лайăхлатма тăрăшни
  10. Чирсене эмеллеме вĕренĕç
  11. Вилекенне сахаллатма пулать
  12. Чăваш чунĕ пурăнăçшăн савăнни
  13. Чăваш ют халăха тухми пулĕ
  14. Чăваш хушшинче чăвашшăн çунакансем пур
  15. Чăваш халăхĕ пĕрлешме пуçлани
  16. Сапаланнă чăвашсем те: пĕтес мар тесен: пĕтмĕç
  17. Чăваш ĕрчени
  18. Чăваш чĕлхин чаплăхĕ
  19. Чăвашăн «литература» та пуçланса кайни
  20. Чăвашăн тĕнĕ çирĕпленни

Пултарулăх ĕçĕсем

  • Гурий Вантер сăвăсен, пьесăсен, статьясен авторĕ. Вăл Г. Бичер-Стоу хайланă «Хижина дяди Тома», Н. К. Лебедевăн «Один среди дикарей», «Жизнь и путешествия Миклухо-Маклая» кĕнекесене чăвашла куçарнă.
  • 1911 ç. — Хусан университечĕн «Известия Общества археологии, истории и этнографии» ХVII томĕн пиллĕккĕмĕш ăслăлăх кăларăмĕнче Г. И. Комиссаровăн «Чуваши Казанского Заволжья» доклачĕ тухать.
  • 1929 ç. Хусанра «Пирĕн тăван çĕр-шыв» (чăвашла) тепĕр хут пичетленĕ.
  • 1916 ç. Ĕпхӳре «Смысл мировой истории» кĕнекене кăларать.
  • 1918 ç. Ĕпхӳре Г. И. Комиссаровăн «Чăваш халăхĕн малашлăхĕ пур-и?» кĕнекене кăларать.
  • 1932 ç. — Хусанра «Татарская АССР», «Сельское хозяйство Татарской АССР» ĕçсене пичетлет.
  • «Чăваш халăхĕн историйĕ», 1921, Хусан; 1990, Шупашкар.

Астӑвӑм

Ӗпхӳ хулин Киров районӗнчи П. М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗн музейӗнче Г. И. Комиссаров ӗҫне-хӗлне халалласа уҫнӑ экспозици ӗҫлет.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Чувашская энциклопедия:Гурий Иванович Комиссаров. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • НИИ ЯЛИЭ Чувашской АССР, 23 ед. хр., 1900—1966.
  • Артемьев Ю. ХХ ĕмĕр пусламашĕнчи чăваш литратури. Шупашкар, 1992 с., с.135-150.
  • Комиссаров Гурий. К этнографической карте Козьмодемьянского, Цивильского, Чебоксарского и Ядринского уездов: объясн. зап.-Казань: Типо-лит. Имп. Ун-та, 1912.-С.448-455.-В кн.: Казан. Ун-т. Изв. о-ва археологии, истории и этнографии: Т.28, вып.4-5.
  • Кондратьев А. Свет из Симбирска. Уфа, 1998 г.
  • Их имена останутся в истории. Выпуск 2. Сост. А. В. Изоркин. Чебоксары, 1994 г.
  • Как поставить краеведение в школах и учительских организациях Башкирии. Уфа, 1925.
  • Гурий Комиссаров — краевед и просветитель. Сост. А. А. Кондратьев. Уфа, 1999 г.
  • Революцичченхи чăваш литератури. 2 том, 1 кн. Пухса хатĕрлекенĕсем А. В. Васильевпа Г. Ф. Юмарт. Шупашкар, 1988
  • Сердцу близкие имена. Сост. А. А. Кондратьев. Уфа, 1996 г.
  • Смысл мировой истории. Уфа, 1916 г.
  • Чăваш сăмахлăхĕ, 2 пайĕ, 10 класс. Шупашкар, 1996 г.
  • Кăмиссар В. К. Эпир çуралнă çĕр-шыв. Хусан 1921 çул. 2021 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Комиссаров Г. И. Чăваш халăхĕн историйĕ. Хусан — 1921 çул. 2021 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем