Ириков Николай Романович
Николай Романович И́риков (1921 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ, Верхняя Казарма[d], Ӗренпур кӗпӗрни[d] — 1943 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ, Тетлега[d], Харьков облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фрончӗн 3-мӗш гварди ҫарӗн 2-мӗш танк корпусӗн 169-мӗш танк бригадин 371-мӗш танк батальонӗн танк командирӗ, кӗҫӗн лейтенант. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943, вилнӗ хыҫҫӑн).
Пурнӑҫӗ
Николай Романович Ириков 1921 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче халӗ Пушкӑртстанӑн Зилаир районне кӗрекен Тури Казарма ялӗнче хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ[1]. Нацилӗхӗпе — чӑваш[1][2]. Вӑтам шкулта 7 класс вӗренсе пӗтернӗ. 1940 ҫулта Зилаирти педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. Зилаир районӗнчи Ҫӗнӗ Никольскинчи вӑтам шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Пушкӑрт АССРӗн Зилаир районӗнчи военкомачӗ ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ. Полкри танк шкулне вӗренсе пӗтернӗ[2]. 1942 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫултанпа Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӗнче хутшӑннӑ[1].
1942 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен хӑйӗн подразделенийӗ йышӗнче Сталинград тулашӗнчи Александровка посёлокӗ ҫывӑхӗнче хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ[3].
1943 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче Харьков облаҫӗнчи Чугуев районӗнчи Каменная Яруга ялӗ ҫывӑхӗнче Ириков ҫапӑҫакан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фрончӗн 3-мӗш гварди ҫарӗн 2-мӗш танк корпусӗн 169-мӗш танк бригадин 371-мӗш уйрӑм танк батальонӗ ҫине хӑйсенчен чылай нумайрах тӑшман ҫарӗ, ҫав шутра СС танк дивизийӗ те, тапӑнса килнӗ. Танк командирӗ Ириков кӗҫӗн лейтенант нимӗҫсен 3 машинине персе аркатнӑ, анчах хӑйсен танкне те ҫӗмӗрнӗ. Ҫавах та ҫунакан танк ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ, нимӗҫсен тата пӗр машинине аркатнӑ[1]. Ириков кӗҫӗн лейтенантӑн экипажӗ тӑшманӑн 4 танкне аркатнӑ тата взвод таран пехотӑна пӗтернӗ, анчах вӗсен танкне те ҫӗмӗрнӗ[2].
1943 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче пуҫ хунӑ[4][5][6]. Экипажпа пӗрле Харьков облаҫӗнчи Чугуев районӗнчи Тетлега ялӗнче пытарнӑ[7].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнчи «Хӗрлӗ Ҫарӑн пуҫлӑхӗсемпе ретри салтакӗсене Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен» Хушӑвӗпе «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн» ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[8].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (19.06.1943)[9]
- Ленин орденӗ (19.06.1943)[1]
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1942)[1]
Астӑвӑм
- Паттӑр ятне Зилаирти вӑтам шкула панӑ[10].
- Зилаир районӗнчи Бердяш ялӗнче тата Зилаирти вӑтам шкул ҫуртӗнче асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ[3].
- СССР Хӳтӗлев министрӗн хушӑвӗпе Н. Р. Ирикова ҫар пайӗнчи уйрӑм йышӑн списокне ӗмӗрлӗхе кӗртсе хунӑ[1].
- Беларуҫри Марьина Горка ялӗнче 8-мӗш гварди Хӗрлӗ Ялавлӑ танк дивизине халалласа лартнӑ Мемориалта астӑвӑм паллисенчен пӗрне Паттӑра халалланӑ[3].
- Пушкӑртстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн 2025 ҫулхи акан 24-мӗшӗнчи 125/1-7 №-лӗ йышӑнӑвӗпе Зилаир районӗнчи 1988 №-лӗ суйлав участокне Паттӑр ятне панӑ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Ириков Николай Романович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2006 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Ириков Николай Романович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Именной избирательный участок № 1988 имени Героя Советского Союза Николая Романовича Ирикова. ЦИК Республики Башкортостан. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Информация в электронном банке документов ОБД «Мемориал»
- ^ Информация в электронном банке документов ОБД «Мемориал»
- ^ Информация в электронном банке документов ОБД «Мемориал»
- ^ Информация в электронном банке документов ОБД «Мемориал»
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 19 июня 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 23 ҫӗртмен (№ 23 (229)). — . 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Наградные документы (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 682525/793756. Д. 32/19. Л. 19, 457, 458 архив материалӗсем).
- ^ Ириков Николай Романович. Башкирская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
Вуламалли
- Калинин В.В., Макаренко Д.Г. Герои подвигов на Харьковщине. Харков. 1970.
- Славные сыны Башкирии. Книга 2. Уфа. 1966
- Подвиги их бесмертны.Уфа, Китап. 2000.
Каҫӑсем
Ириков Николай Романович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Региональный интерактивный энциклопедический портал «Башкортостан». Ириков, Николай Романович (2026 çулхи акан 9-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.).
- Международный патриотический интернет-проект «Герои страны». Ириков, Николай Романович (2026 çулхи акан 9-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.).
- Проект Министерства обороны Российской Федерации «Память народа». Ириков, Николай Романович (2026 çулхи акан 9-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.).