Кăларса пăрахма тăратнă статьясемпе пăрахăçланă статьясен йышĕсем
Нимĕç Википедине «нумай статья мар, лайăх статьясем» кирлĕ.
Нимĕç Википединче питĕ нумай бот ĕçлет. Сăмахран, текстсенче автор правине тĕрĕслесе тăракан ботсем, шырав машинисем витĕр ĕçлеççĕ. Ботсене хайлама нумай программиста явăçтараççĕ.
Нимĕç Википединче статьяна кăларса пăрахас енĕпе хаяр йĕрке ĕçлет: кĕске статьяна, кирлĕ темăпа пулсан та, пăрахăçлама пултараççĕ.
Нимĕç Википединче тӳрлетӳсене, вырăс уйрамĕ танлаштарсан, ята кăтартмасăр чылайрах кĕртеççĕ.
Нимĕç Википедийĕ лайăх йĕркеленĕ, администраторсем çирĕп тытса тăракан «Викивулавăшпа» ĕçлет. Чылай статья Викивулавăшпа çыхăннă.
Нимĕç Википединче, акăлчанпа вырăс чĕлхи проекчĕсемпе танлаштарсан, çирĕпрех лицензи политикине тытса пыраççĕ.
Нимĕç Википединче ӳкерчĕксене Викиампартан кăна кĕртме юрать. Çак, сăмахран, нимĕç Википединче ирĕк кăмăлпа усă курмалли (fair use) йĕркепе вырнаçтарнă ӳкерчĕксене кĕртме юраманнине пĕлтерет.
Франци, поляк, итал тата вырăс Википедисемпе танлаштарсан, нимĕçсен ботсем туса кĕртнĕ статьясем пачах çук темелле.
Чылайрахăш Википедисенче UTC вăхăт тăрăхĕпе усă кураççĕ пулин те, нимĕçсенче Германи вăхăт тăрăхĕпе — вар европа вăхăчĕпе (CET/CEST) усă курма йышăннă.
Википеди пирки кĕнекен пĕрремĕш серийĕ Wikipress (Википичет) ятпа тухать. Кашни кĕнеки Википедири пĕр темăллă, вики-редакторсен ушкăнĕ суйласа илсе тӳрлетнĕ статьясен пуххи пулать. Тухнă кĕнекесен йышĕнче: Тĕнчери Нобель парни, Велосипедсем, Антарктида, Хĕвел системи, Хип-хоп. Çак кĕнекесене уйрăм сервере: www.wikipress.de вырнаçтарнă.
Нимĕç Википедине пичетлес шухăш 2004 çулăн вĕçĕнче çуралать. 2006 çулта Directmedia издательство кашни 800 страницăллă 100 том пичетлеме йышăннă, анчах та каярахпа çак ĕмĕте путарнă.[1]
2004 çулта ним.VereinWikimedia Deutschland — Gesellschaft zur Förderung Freien Wissens e. V. () этем пĕрлĕхĕ туса хунă, ăна Викимедиа-Германи коммерциллĕ мар йĕреклĕвĕ — ирĕклĕ пĕлĕве саракан этем пĕрлĕхĕ ят панă. Викимедиа-Германи нимĕç уçлăхĕнче Википеди ĕçлĕхне майлаштарса пыракан, хутшăнакансене информаци пулăшавĕ тивĕçтерекен пĕрлешӳ шутланать.
Викимедиа-Германи американ Викимедиа фонд тытăмне кĕмест, пĕрлĕх пайташĕсем управленипе администраци ĕçĕнчен тухнă, правлени пайташĕсем хăйсене администратор статусĕнчен хăтарнă. Çапла, Викимедиа ăшлăхшĕн явап тытмасăр, тĕрлĕ тĕслĕ пулăшу парать. Халĕ Wikimedia Deutschland офисĕсем Франкфуртра тата Швейцарире ĕçлеççĕ. Ирĕк кăмăлпа пуçтарнă укçа-тенкĕпе этем пĕрлехĕ директора тара тытать. Пĕрлĕхĕн страници: wikimedia.de.
Германире кулленех Википедипе усă курмалли семинарсене чылай çынна пуçтараççĕ, çак проекта пулăшакан хыпар акцисене иртереççĕ. Ку чухне шулсене, университетсене çак ĕçе явăçтараççĕ, уйрăмах Кĕттинген университечĕ хастаррине палăртмалла. Унсăр пуçне,сăмахран, курав-пасарсенче, проект принципне ăнлантаракан, статьясене редакцилеме вĕрентекен флайерсемпе брошюрăсене валеçеççĕ.
Университет профессорĕсем те ĕçре пулăшаççĕ, студентсемпе пĕрле Википедин уйрăмĕсене хаклаççĕ, статьясене лайăхлатаççĕ, хăш чухне Википедине статья çырасси вĕренӳ ĕçĕ те шутланать. Университетсенче Википедипе çыхăннă темăсемпе диплом тата тухтăр ĕçĕсене хатĕрлеççĕ, университетсенчи лекци темисен страницисене вики-движоксене лартаççĕ.
Нимĕç Википединче лайăх статьясене, ӳкерчĕксене, аудиофайлсене, çаплах проектăн ят уçлăхĕн тĕп пайне кĕмен лайăх страницăсене те парнелесси питĕ анлă саралнă.