Испан Википедийĕ

Испан Википе́дийĕВикипедин испан чĕлхилле уйрăмĕ. 2001 çулхи çу уйăхĕнче уçăлнă.

Уйрăмлăхĕ

Хутшăнакансем энциклопедири «редакциленисене» шута илеççĕ, хальхи варианта «10-мĕш редакцийĕ» теççĕ. 2009 çулхи утӑ, 6 тĕлне çак уйрăмра 490 785 статья пулнă — чĕлхе уйрăмĕсем хушшинче саккăрмĕш вырăнта. Чылай хушă тăххăрмĕш вырăнта тăнă, анчах та хутшăнакансен хастарлăхне пула 2009 çулхи утӑ, 5 тĕлне испан уйрăмĕ çак параметрпа португалсене кая хаварать. Регистрациленнĕ хутшăнакансен йышĕпе 1 133 769 — акăлчан чĕлхиллĕ уйрăмĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта.

Испан Википединче fair use меслетпе усă курмаççĕ, ӳкерчĕксене Викиампартан илеççĕ.

Кун-çулĕ

Темӑпа ҫыхӑннисем