Португал Википедийĕ

Португал Википедийĕ (порт. Wikipédia lusófona) — Википедин португал чĕлхиллĕ уйрăмĕ. 2001 çулхи çĕртме уйăхĕнче уçăлнă (пиллĕккĕмĕш наци уйрăмĕ).

Статьясен шучĕ 2004 çул вĕçĕнчен пуçласа хăвăрт ӳсме тытăнать. 2004 çулхи çу уйăхĕнче Википедин португал уйрăмĕ статья шучĕпе 17-мĕш вырăнта кăна пулнă, çапах та 2005 çулхи çу уйăхĕнче вăл испанпа итал уйрăмĕсене кая хăварнă. 2006 çулхи кӑрлач, 26 португалсен Википединче статья йышĕ 100 пине çитет. 2009 çулхи юпан 18-мĕше тĕлне 513 841 статьяпа тăххăрмĕш вырăнта пынă.

Кун-çулĕ

  • 2004 çулхи çу уйăхĕ— 17-мĕш вырăнта статья шучĕпе.
  • 2006 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕ — статья шучĕ 100 пине çитет.
  • 2009 çулхи нарӑс, 27 — 462 484 статья
  • 2009 çулхи ҫу, 24 — 480 140-мĕш статьяна çырнă.
  • 2009 çулхи утӑ, 5испан уйрăмĕ статья йышĕпе португалсене иртсе каять, саккăрмĕш вырăна тухать.
  • 2009 çулхи юпан 18-мĕшĕ — 513 841 статьяна çырса кĕртнĕ, тăххăрмĕш вырăнта.

Уйрăмлăхĕсем

Португал Википединчи статьясене чĕлхе виçипе майлаштарман, португал чĕлхин европа (pt-pt) тата бразил (pt-br) варианчĕсем евĕр , орфографипе, лексикăпа тата грамматикăпа чӳхенӳсем пур.

2005 çулта бразил версине уйăрас пирки калаçу çуралнă, анчах та сĕнĕве аякка сирнĕ.[1]

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Темӑпа ҫыхӑннисем