Вырăс Википедийĕ
Вырăс Википе́дийĕ. Официаллă ячĕ пирки консенсус çук, çавăнпа та тĕрлĕ вариантсемпе усă кураççĕ. Вулăр: Википеди:Ыйтнисем/Вырăс уйрăмĕн ячĕ. Çак вариантсем: вырăс «Википедийĕ», «Вырăс Википедийĕ», Вырăс чĕлхиллĕ Википеди, Википедин вырăс чĕлхиллĕ уйрăмĕ, РуВика, РуВики, ru-wiki.</ref>[1] — Википедин —ирĕклĕ0 энциклопедин— вырăс уйрăмĕ. Халĕ унта статья йышĕ 65 963. Уйрăм статья шучĕпе вуннăмĕш вырăн йышăнать. «Вырăс» ят (çакăн пекех урăх чĕлхе ячĕсем те — Акăлчан Википедийĕ, Франци Википедийĕ т.ур.) этноса е патшалăха мар,статьяна çырнă чĕлхене кăтартать.
2009 çулхи юпа уйăхĕнче Википедин Яндекс.Каталогра ЦТИ 31 000 танлашнă, вăл вара Рунет сайчĕсем хушшинче 9-мĕш вырăна тухать[2]. alexa.com статистикипе Википедин вырăс уйрăмĕ пиллĕкĕмĕш-улттăмĕш вырăнта пулать (франци википедипе пĕрле; акăлчан, япун, нимĕç тата испан хыççăн), Википедине кĕрекенсен 3,5 % йышĕ вырăс викине керсе тухать[3].
Кун-çулĕ
- 2001 çулхи ҫу, 11 — Википедин вырăс уйрăмне уçнине пелтернĕ[4]. Вăл http://russian.wikipedia.com( ӗҫлемен каҫӑ) доменĕнче вырнаçнă пулнă.
- 2004 çулхи раштав, 30 — 10-пиннĕмĕш статьяна çырса кĕртнĕ.
- 2005 çул
- ҫӗртме, 5 — 20-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- ҫурла, 23 — 30-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- раштав, 31 — 50-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- 2006 çул
- ҫурла, 16 — 100-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- чӳк, 29 — вырăс Википедине «Ăслăх тата Пĕлӳç» палартăвĕнче «Рунет парнине панă».
- 2007 çул
- пуш, 10 — 150-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- авӑн, 4 — 200-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- юпа, 27—юпа, 28 — Санкт-Петербург хулинче Санкт-Петербург информаци технологисен, механикăпа оптика патшалăх университетĕнче пĕрремĕш Вики-конференци иртнĕ.
- чӳк, 27 — «Рунет парнине» çав номинацирех тивĕçнĕ.
Ӳкерчĕк:Ruwiki top10.png
Вырăс Википедийĕ пĕрремĕш вуннăра
- 2008 çул
- пуш, 17 — 250-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- ҫу, 19 — Вырăс Википедийĕ тĕнче Википедин вуннине кĕрет, латиницăпа мар усă куракан алфавитлă иккĕмĕш (япунсен хыççăн) уйрăм пулса тăрать.
- утӑ, 18 — 300-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- юпа, 18—юпа, 19 — Мускавра Ăслăлăх педагогика К. Д. Ушинский ячĕллĕ библиотекинче иккĕмĕш Вики-конференци иртрĕ.
- 2009
- кӑрлач, 22 — 350-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- ҫӗртме, 16 — 400-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- юпа, 7 — 20 000 000 тӳрлетӳ кĕртнĕ.
- юпа, 24—юпа, 25 Санкт-Петербургра Санкт-Петербург информаци технологисен, механикăпа оптика патшалăх университетĕнче виççемĕш Вики-конференци иртнĕ.
- чӳк, 6 — 450-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
- чӳк, 25 — вырăс Википедийĕ Рунет парнине «Ăслăх тата Пĕлӳç» номинацинче тивĕçет.
Тытăм
Аппарат хатĕрлĕхĕ. Вырăс уйрăмĕ Википедин ытти пайĕсемпе пĕрле темиçе çĕртен тытăнса тăракан сервер кластерĕнче ĕçлет. Тĕплĕнрех meta:Hardware (акăлч.) вулăр.
Программа хатĕрлĕхĕ. MediaWiki движокпа усă кураççĕ. Усă курнакан MediaWiki вермипе унăн саралăвĕсем пирки çакăнта пĕлме юрать.
Ăшлăхĕ. Статьясен массивĕ (65 963), ятарстраницăсен массивĕ.
Статья тематики
2009 çулхи ҫӗртме, 16 тĕлне тематикăпа чи нумай статьяллисем[5]:
Хутшăнакансем
Хутшăнакансен географийĕ
2007 çулхи юпа уйăхĕн хыпарĕпе вырăс Википедине хутшăнакансем (хăйсем кăтартнă информаципе) 30 ытла патшалăхра пурăнаççĕ.
Паллах, чылайăшĕ Раççейрен. Шĕкĕр хуласенче йышĕ темиçе çĕр: 800 хутшăнакан хăйне Мускавран хутшăнакансем, 400 ытла — Санкт-Петербургран хутшăнакансем. Украина, Германи, Израиль тата АПШ патшалăхĕсенче кашнинче, 50—150 вырăс Википедине хутшанакан пулать.
Викитĕлпулусем
Википедин хăш хутшăнакĕнĕсем викитĕлпулусенче куçа-куçăн курса та калаçаççĕ. Пĕрремĕш хут Вырăс Википедине хутшăнакансем 2005 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Санкт-Петербургра тĕл пулса тĕрле ыйтăва сӳтсе явнă.
Парнесем
РОТОР тата РОТОР++
РОТОР эреш конкурсĕ, унăн уйрăмлăхĕ — проекта номинацие кĕртме тата уншăн сасăлама Рунетăн (ЕЖЕ пĕрлĕхĕн пайташĕсем) паллă ĕçченĕсем çеç хутшăнма пултараççĕ.
- РОТОР-2009 (2009, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче çĕнтерет, вырăс Википедин редакторĕсем «Çулăн редакторĕ» номинацинче II-мĕш вырăна тухаççĕ. Çаплах ăмăртăва Викитека тата Викисклад проекчĕсем хутшăннă.[6]
- РОТОР-2008 (2008, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацире çĕнтерет, «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче тăваттăмĕш хут II-мĕш вырăна тухать, пĕрремĕш вырăна «Элементы.ру» проект тухать.[7]
- РОТОР-2007 (2007, пуш). Вырăс Википедийĕ икĕ чыслă иккĕмĕш вырăна йышăнать: «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацинче (Хабрахабр проект мала тухать) тата «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче (пĕрремĕш — Вокруг света). Пурĕпе 220 ытла çын сасăланă.[8]
- РОТОР-2006 (2006). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăна, «Математика этюдĕсем» проекта мала ярса, йышăнать. Сасăлăва 141 çын хутшăннă.[9]
- РОТОР++ (2005). Википедин «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăн, пĕрремĕшне «Элементы.ру» проекта иртерсе йышăннă[10].
Сумлă çăлкуçсем Вырăс Википедийĕ пирки
- Российская Газета, Раççей Федерацин правительствин официаллă пичет органĕ пĕрмаях Вырăс Википедине асăнать[12][13][14].
Ӑнлантарусем
- ^ Википеди сăмаха е ятне кавычкăпа хупма пултараççĕ. Пĕр енчен, пичет кăларăмĕсене, çав шутра энциклопедисене, кавычкăпа кăтартмала, тепĕр енчен — этем пĕрлĕх юхăмĕсен, этеплĕх йĕркелĕвĕсен ячĕсене кавычкăсăрах палăртаççĕ (А. Э. Мильчин, Л. К. Чельцова «Справочник издателя и автора», глава Названия (употребление прописных букв, кавычек; слитное, дефисное, раздельное написание) 2009 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче архивланӑ.).
- ^ Яндекс. Каталог
- ^ alexa.com хыпарĕсем 2009 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Jason Richey çырăвĕ wikipedia-l почтăпа ярса пани çу, 11 — 2001
- ^ Чи нумай каçăллă категорисем
- ^ РОТОР-2009
- ^ РОТОР-2008
- ^ РОТОР 2007
- ^ РОТОР 2006. Номинация «Научно-образовательный сайт года»
- ^ РОТОР++ 2005. Номинация «Научно-образовательный сайт года»
- ^ Итоги конурса «Золотой сайт 2007» 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ «В Сети — удача. В центре имени Мейерхольда вручили „Премии Рунета“, „Российская газета“ — Центральный выпуск № 4529 от 28 ноября 2007: »Одним из лауреатов в ней стал русский раздел электронной библиотеки «Википедия».
- ^ «Майкла Джексона, возможно, нет в живых», опубликовано на сайте rg.ru 26 июня 2009: «Никакого официального подтверждения печальной новости пока нет, однако всемирная свободная энциклопедия Wikipedia (ее пишут и редактируют сами пользователи) уже обозначила сегодняшний день как дату смерти певца»
- ^ "В номинации «Государство и общество» «Премии Рунета — 2007» победили порталы «Вести.ру», «Известия.ру» и «Другие дети.ру», опубликовано на сайте rg.ru 28 ноября 2007: «Самыми „научными и образовательными“ были признаны сайты „Википедия.ру“, „Элементы.ру“ и сеть учителей Майкрософта.»