Чăваш Википедийĕ

Шаблон:Википеди уйрӑмӗсем

Чăваш Википедийĕ — Википедин чăваш чĕлхиллĕ уйрăмĕ. 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. 2022 çулхи ҫурлан 2-мĕшĕ тĕлне 49 595 статьяна кĕртнĕ.

Чăваш уйрăмне Вырăс уйрăмĕнчен чылай статьяна, аврине (шаблона) куçараççĕ.

Кун-çулĕ

2004 çулта Kostik Vento хутшăнакан Викимедиа Фондне чăваш уйрăмне уçас тесе ыйтса çыру ярать.

2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче Untifler (Илья Евлампиев) хутшăнакан (вăлах тутарпа пушкăрт уйрăмсене никĕсленĕ) Чăваш чĕлхи статьяна Википедине çырса кĕртнĕ.

2006 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн уйрăм 2000-мĕш статьяпа — Тутарстанăн Çĕпрел районĕ — тулать! Çав çулхи çурлан 22-мĕшĕнче Чăваш Википединче 4000 ытла статья[1].

2007 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш уйрăмĕ 5000 статья шайĕнчен иртсе каять. Çав çултах авăнăн 13-мĕшĕ тĕлне Википедине 6000 ытла статья кĕрет[2][3]

2008 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче уйрăм 7000 статьяпа пуянланать!

2009 çулхи акан 6-мĕшĕнче ирĕклĕ чăваш энциклопединче 10 000 статьяна çитеть[4].

undefined

Википеди никĕслевçи Джимми Уэйлс пĕтĕм тĕнчери Фонд Викимедиа конференцинче (Викимани 2009) Чăваш Википедийĕ тĕслĕхĕпе Википеди проекчĕ çухалма тыттăннă чĕлхесене пулăшу кӳни пирки хыпарлать[5].

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем