Викихыпар
Викихыпар (акăл. Wikinews) — ирĕк кăмăлма ертсе пыракан çынсен тĕнче хыпар агентстви тата çĕнĕ хыпарсен уçă тетел-кăларăмĕ.
Викихыпара çĕнĕ хыпар статьисене çырассин технологипе пиринчипĕсем коммерциллĕ мар «Викимедиа» фондăн йĕркелĕвĕн урăх проекчĕсен пекех. Викихыпарсене никам майлă та марлăха тытса пыма тăрăшаççĕ. Викихыпарсем пĕр харăсах глобаллĕ те, вырăнтиллĕ те.
Викихыпара Тетелре 27 чĕлхепе кăлараççĕ, çав шутра эксклюзивлă репортажсем интервью пичетлеççĕ. Çĕнĕ хыпар статьисене Creative Commons Attribution 2.5 ирĕклĕ лицензипе сараççĕ.
Чăваш Викихыпарĕ
Викихыпарăн чăваш уйрăмĕ халлĕхе Инкубаторта[1] вырнаçнă.
Кун-çулĕ
2004 çулхи чӳк уйăхĕнче пикенӳ версине ĕçе янă [2]. 2004 çулхи раштавра бета-тĕрĕслев вĕçленнĕ. Çав хушăрах Викихыпарăн нимĕç уйрăмĕ ĕçлеме пуçлать. 2005 çулхи кăрлачпа пуш уйăх хушшинче франци, испан, швед, полхар, поляк, португал, румын и украин уйрăмĕсене хута янă. 2005 çулхи чӳк, 1 вырăс версийĕ те çутта тухать [3].
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Викиxыпар (чăвашла)
- Вырăс Викихыпарĕ
- Вырăс Викихыпарĕн RSS 2009 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Акăлчан Викихыпарĕн RSS
Статьясем
- Wikinews: ирĕклĕ çĕнĕ хыпарсем (выр.)
- Wikipedia тăвакансем хăйсене журналистикăпа хăтланаççĕ (выр.)
- Инструменты медиа-индустрии оказались в руках толпы (выр.)
- «ВикиНовости»: никто не хочет быть репортером? 2015 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)